Пирĕн туссем
21 Апреля , 04:00

92 çулта хаçата куçлăхсăр вулать

Йăлана кĕнĕ тăрăх, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем декадник вăхăтĕнче чăвашсем йышлă пурăнакан ял-саласене тухса çÿреççĕ. Çакă, паллах, пире хаçат тусĕсемпе çывăхрах паллашма май парать. Мĕншĕн тесен вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçатпăр.

92 çулта хаçата куçлăхсăр вулать92 çулта хаçата куçлăхсăр вулать
92 çулта хаçата куçлăхсăр вулать

Чăваш кăларăмне нумай çул хушши çырăнса илекенсенчен пĕри – Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан Елена Головина. Хаçат тусĕ кăçалхи январь уйăхĕнче 92 çул тултарнă. Паллах, вăл çав çула çитнĕ тесе калама чĕлхе те çаврăнмасть. Кинемей сăнĕпе те, кĕлеткипе те çамрăк, илĕртÿллĕ. Ăс-тăнĕ çав тери çивĕч, чĕлхи чĕкеç чĕлхи пек çемçе.

Елена Никитична Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ, вырăнти çичĕ класлă шкулта ăс пухнă, унтан Этĕлти пĕлÿ çуртĕнче икĕ çул вĕреннĕ. Ĕçчен те пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ ĕмĕрне Калинин ячĕллĕ колхозра ĕçлесе ирттернĕ тесен те юрать. Çак хуçалăхра вăл тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн çеç, 11 çул хушши, Суккул шкулĕнче урай çунă. Елена Никитична Анатолий Константинович мăшăрĕпе пĕр ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем амăшне 4 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Шăпах вĕсем кашни куна савăнăç илсе килеççĕ, малалла пурнăçпа киленсе пурăнма вăй-хăват хушаççĕ.

Çулĕсем самаях пулин те кинемей пĕччен пурăнать. Çав вăхăтрах унпа çумăн ывăлĕ икĕ хутлă капмар çурт хăпартнă. Апла пулин те сумлă ватă мăшăрĕпе иккĕшĕ вăй хурса лартнă кил-çуртран ниçта та каясшăн мар. Паян та вăйĕ çитнĕ таран тăван килне таса та тирпейлĕ тытса пырать.

Е.Н. Головинан юратнă чун киленĕçĕ – кĕнеке тата хаçат-журнал вуласси. Эпир килнĕ кун та вăл Çĕнĕ Халал вуласа ларатчĕ. Уйрăмах Елена Никитична чăваш хаçатне, «Урал сассине», илсе килсе парассине чăтăмсăр кĕтет. Ытларах вăл калавсене, палланă-пĕлнĕ çынсем çинчен çырнă статьясене кăмăллать. Ку çеç-и-ха? Тăхăр вун иккĕри сумлă ватă юратнă кăларăма куçлăхсăр вулать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: çакă çут çанталăк панă çивĕчлĕх-ши е кинемей сенкер экранпа «туслă» пулманнипе çыхăннă-ши?

Юлашкинчен çакна каласшăн, паллах, паянхи кун гаджетсемпе тупăшма йывăртарах. Анчах хаçат вăл чĕрĕрех, ăна паллакан çын алран тыттарать, ăшă сăмах каласа хăварать. Ăна чăштăрттарса илме пулать, унăн «зарядки» пĕтмест, темиçе талăк сĕтел çинче уçă выртма пултарать. Туссем, эпир сире яланах тарават. Иккĕмĕш çур çулта пĕрлех пулар, пĕр-пĕринпе çыхăнăва çухатар мар.

Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас