Ачалăхпа çамрăклăха яланах ăшшăн аса илетĕп. Паллах, пурнăçра тĕрлĕрен пулнă. Анчах та чунра ытларах ырă та çутă самантсем асра юлнă.
Шкул алăкĕн урати урлă 1941 çулта каçрăм. Вăрçă хĕрсех кĕрленĕ вăхăт. Вăл арçынсене (çав шутра учительсемпе вăтам шкулăн пĕрремĕш выпускникĕсем те пурччĕ) илсе кайнипе, лавккари çÿлĕксем пушанса юлнипе, çыру хатĕрĕсемпе учебниксем çуккипе асра юлнă.
Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Полина Тимофеевна Павловаччĕ. Вăл пире çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ. Тепĕр тесен, эпĕ вулама пĕлеттĕм. Атте мана пĕчĕклех вулама хăнăхтарнă. Çырупа тата арифметикăпа вара пĕлÿ сахалрахчĕ. 2-4 классенче пире Раиса Васильевна Лазарева (Быкова) вĕрентме пуçларĕ. Вăл ытти нумай вĕрентекен пекех вунă класс хыççăнах ĕçлеме пикеннĕ. Педагогика опычĕ çитменнине ĕçченлĕхĕпе тата ырă кăмăлĕпе саплаштаратчĕ. Паллах, ăна пĕрре те çăмăл килмен. Класра çулĕсемпе аслă, хăйсене йĕркеллĕ тытма пĕлмен, «психопат» паллисем пур ачасем вĕренетчĕç. Вĕсем пире те, кĕçĕннисене, пĕрре мар кÿрентернĕ. Вĕрентекене те çăмăл марччĕ. Вăл пĕр хутчен çеç мар хĕрлĕ куçпа çÿренине курнă.
Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та сентябрь уйăхĕнче вĕренместĕмĕрччĕ, кĕрхи ĕçсене ĕçлеттĕмĕр. Эпир пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне шкул директорĕ Константин Кузьмич Макаров пулчĕ. Ăна çак должноçа 1942 çулта лартнă. Константин Кузьмич географи вĕрентетчĕ. Уроксене лăпкă, чăтăмлă ирттеретчĕ, сассине сайра хутра çеç хăпартатчĕ.
Тарăхса, хĕрсе каяканни Никита Тихонович Тихоновчĕ. Вăл хăй вĕрентекен истори предметне питĕ лайăх пĕлетчĕ. Анчах та «повивальная бабка революции» текен сăмах майлашăвĕ мĕне пĕлтернине вăл пире ăнлантарса параймарĕ. Иван Прохорович вырăс чĕлхипе литература урокĕсем ирттеретчĕ. Вăл произведенисен сыпăкĕсене сасăпа вулама юрататчĕ.
Ольга Николаевнăпа Василий Савельевич Коношёнок учительсем вара шкулти педагогика ĕç-хĕлне çĕнетес енĕпе сахал мар тăрăшрĕç. Вĕсем пирĕн пата 1941 çулхи август уйăхĕнче фронт çывăхĕнчи хуласенчен эвакуаципе килнĕ. Мана вĕсен вĕренекенĕ пулма пĕр çулталăк çеç телей пÿрчĕ. Саккăрмĕш класра чухне Ольга Николаевна математикăпа физика, мăшăрĕ вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕç. 1949 çулта Коношёноксем хăйсен тăван тăрăхне куçса кайрĕç. Килнĕ кунран пуçласа Василий Савельевич директор пулса ĕçлерĕ. Вăл ырă кăмăллă çынччĕ. Унăн тарăн пĕлĕвĕпе опычĕ ачасене çеç мар, педагогсен коллективне те ырă витĕм кÿнĕ. Вăл шкул коллективĕн пур енĕсене те, выçăпа аптăракан ачасене апат парасси таранах, асăрхаса ĕлкĕретчĕ.
Ольга Николаевна пирки те çавнах калама пулать. Вăл хăйĕнчен те, ачасенчен те çирĕп ыйтакан тарăн пĕлÿллĕ те культурăллă педагогччĕ. Анчах саккăрмĕш класра унпа пуçласа паллашасси питех кăмăллă иртменччĕ. Вĕрентекен пиртен учебникра çырнă «Размером знака точки можно пренебречь» предложение епле ăнланатăр тесе ыйтнăччĕ. Лайăх ăнлантарса парайманшăн, тĕрĕссипе эпир пĕри те, ним те калаймарăмăр, çур класс, çав шутра эпĕ те, «единица» илтĕмĕр. Вырăс чĕлхипе пĕлÿ шайĕ вăл шутланă пек çирĕпех пулман пуль çав ун чух пирĕн.
Шкул вĕрентÿпе çеç пурăнмастчĕ. Кашни çулах май уйăхĕн пĕрремĕшĕпе ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче ачасем урам тăрăх колоннăпа утатчĕç, демонстраци йĕркелетчĕç. Уяв тĕлне юрăсем вĕренеттĕмĕр, плакатсем хатĕрлеттĕмĕр. Çĕнĕ çула, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, шкул ачисем валли елка йĕркелетчĕç. Эпир хамăрах елка теттисем, илемлетмеллисем тăваттăмăр. Дирекци парнесем хатĕрлетчĕ. Паллах, вăрçă вăхăтĕнче канфетсемпе пĕремĕксем çукчĕ, вĕрентекенсем хăйсем печени пĕçеретчĕç. Комсомол тата пионер ĕçĕ вĕресе тăратчĕ. Уйрăмах Анна Петровна Казаковапа Зоя Егоровна Игнатьева ĕç-хĕлĕ асра юлнă. Шкул комсоргне Алексей Кондратьева суйланăччĕ, кайран унăн тивĕçне мана шанса пачĕç.
Манăн вăл вăхăтпа çыхăннă паянхи шухăшсене те каласа хăварас килет. Акă, сăмахран, вăрçă пырать. Çитмен пурнăç. Анчах та халăх хушшинче пĕр те пĕр эпидеми сарăлни пулман. Кашни çул ачасене виçĕ хутчен тифран тата ытти прививкăсене тăватчĕç. Тÿлевсĕрех. Нумаях пулмасть пÿрери чулсене тасатма тиврĕ. Больницăна шприцсем, системăсем, эмелсем, вата таранах, илсе кайрăм. Çакна мĕнле ăнланмалла?
Шкул хаçат-журналсем çырăнса илетчĕ. Эпир «Тăван Атăл», «Ялав», «Вожатый», «Пионер» пичет кăларăмĕсене юратса вулаттăмăр. «Роман-газета» вулас тесе черет йышăнса хураттăмăр. Нумаях пулмасть ялта пултăм. Библиотекăна кĕтĕм, чăвашла кăларăмсем ыйтатăп. «Çырăнмастпăр, укçа çук», – теççĕ. Ку мĕне юрăхлă япала? Вăрçă вăхăтĕнче укçа-тенкĕ тупнă, халĕ – çук.
Çулла пуçламăшĕнче хурăнлăхра кĕрленĕ вăйăсене епле манайăн. Каç пулсан раща çамрăксен сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Ял хут купăс сассипе çывăрса каятчĕ. Шухă такмаксем туслăн та хастаррăн ĕçлеме йыхравлатчĕç. Пĕр ĕç те юрăсăр тăвăнман. Пурнăçĕ епле йывăр пулсан та çынсем савăнма пĕлнĕ. Ĕçре, кулленхи пурнăçра кашниех хăйĕн телейне тупнă.
Леонид ФЕДОРОВ. Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.