Унта пысăк уява тивĕçлĕ шайра ирттермеллине палăртрĕç. Çĕнтерÿ парачĕсене Мускавра тата «Паттăр-хула» ята тивĕçнĕ 8 хулара йĕркелĕç. Раççейĕн тĕп хулинче ирттермелли парада 19 туслă çĕршывран килнĕ салтаксен ушкăнĕсем хутшăнĕç. Çÿлерех асăннă канашлура пысăках мар 7 хулана «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» хисеплĕ ят памаллине те палăртрĕç. Пысăк сума тивĕçнĕ хуласенчен пĕри – Пушкăртстан Республикинчи Ишимбай хули. Мĕншĕн тесен вăрçăри кашни 5-мĕш танк Ишимбайра кăларнă нефтьрен тунă горючипе çÿренĕ. (Ишимбайра пурăнакансене çак хисеплĕ ята илнĕшĕн саламлама та юрать). Унсăр пуçне çамрăксене историпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе паллă çапăçусене çутатса памаллине те палăртрĕç. Кунта чи малтан Ленинград хулине блокадăран хăтарни пирки сăмах пычĕ. Çапăçусенчен пĕринче пирĕн ентешсем те пулнă.
1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Совет Çарĕн командованийĕ Ленинградпа Новгород енчен наступлени операцийĕн планне хатĕрленĕ. Çакăнта Ленинград, Волхов тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсене явăçтармалла пулнă. 1944 çул пуçламăшĕнче фронтсем 1 241 000 салтакпа офицертан, 21 600 орудипе минометран, 1 475 танкпа хăй тĕллĕн çÿрекен орудирен тата 1 500 самолетран тăнă. Январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ленинград фрончĕ наступлени операцийĕ пуçлать. Анчах виçĕ кун çапăçнă хыççăн, тăшман хирĕç тăнă пирки, 8-10 çухрăм кăна малалла каяççĕ. Çак хушăра тăшман вăйĕ те пĕтсе пыни сисĕне пуçлать. Малалла К.А. Мерецков генерал ертсе пыракан Волхов фрончĕ наступление хутшăннă. Фронтăн 48-мĕш стрелоксен полкĕнче Меселпуç çынни Василий Григорьевич Ефимов тăнă. Çапăçусем çинчен вăл хăпартланса каласа паратчĕ. Январь уйăхĕн варринче вĕсем Шимск тата Луга хулисем енне пынă çапăçусене хутшăннă.
«Кăнтăрла та, çĕрле те йывăр çапăçусем пыратчĕç, – аса илет Василий Григорьевич. – Кăрлачăн 27-мĕшĕ, çĕрлехи наступлени операцийĕ пырать, тупăсем сирпĕнеççĕ, пульăсем шăхăраççĕ. Çав хушăра сылтăм урана пĕçертсе илчĕ. Эпĕ йăванса кайрăм, тăраймастăп. Ман çумран салтаксем пере-пере чупса иртеççĕ, аманнисем «помогите, помогите» тесе тархаслаççĕ. Эпĕ «çак ют хиртех вилме тÿр килет-шим» тесе шухăшласа выртатăп. Çав хушăра пĕр салтак пычĕ те ман пата: «Опираясь на винтовку иди на восток до края леса, а там санчасть стоит, ориентируйся вон на тот свет», – тесе ăнлантарса пачĕ. Эпĕ вара вăл кăтартнă çутă еннелле шурăм. Тупăсем сирпĕнсе çутатса илнĕ самантра йĕри-тавра пăхса илсе малалла шăватăп. Ура ыратать, вăй чакса пырать, анчах та пурăнас килни малалла хăвалать. Санчаçе сĕтĕрĕнсе çитсен ураран атта хыврĕç, атă тулли юн. Темиçе кунтан мана Свердловск облаçĕнчи Камышлов хулинчи эвакогоспитале ăсатрĕç. Манăн урана сыхласа хăварчĕç».
Пĕр харăс виçĕ фронт хĕстернипе тăшман Ленинградран 65-100 çухрăм таран чакнă. Çапла вара январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Василий Григорьевич аманнă кун, Ленинград хулин блокадине аркатнă. Ун çинчен вăл госпитальте тата çак çĕнтерĕве халалласа 324 орудинчен салют пани тăрăх пĕлнĕ.
Госпитальте сипленсе тухнă хыççăн Василий Григорьевичăн характеристики çине çапла çырнă: «Годен к нестроевой службе по статье 72 гр. 1 приказу НКО 336-42» тата районти çар комиссариачĕн пĕтĕмлетĕвĕнче «Не судим. Родных репрессированных нет. В окружении не был. На оккупированной немцами территории не находился. Может быть использован в военных частях на хозяйственных частях. Райвоенком – майор Ведров».
Май уйăхĕнче пирĕн ентеш демобилизаци йĕркипе килне таврăннă.
Иван ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.