Раççей Президенчĕ Владимир Путин Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă тĕле вăрçă ветеранĕсен паттăрлăхне тата вĕсем хăйсене шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕленине палăртса «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» юбилейлă медаль пама çирĕплетнĕ. Асăннă медале Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене, блокадăллă Ленинград, Сталинградпа Севастополь çыннисене, çавăн пекех концлагерьсенче пулнисене (çулĕ çитменнисем) парса хисеп тăвĕç.
Хисеплĕ Анфиса Даниловна, йывăр çулсенче хăвăра хĕнхенмесĕр Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр. Эсир фронтшăн тĕрев пулнă, йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçленĕ. Эсир тăрăшни, çирĕп тăни Çĕнтерĕвĕн никĕсĕ пулса тăнă, эпир сирĕн паттăрлăхăра яланах асра тытăпăр. Сирăн ăрăвăр çĕршыва ура çине тăма пулăшнă, мирлĕ пурнăç валли условисем туса пама пултарнă. Хисеплесе тата тав туса сирĕн умăрта пуç таятпăр. Мухтавлă ĕçĕрсем çынсен чĕрисенче ĕмĕрлĕхех асра юлччăр.
Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ.