Мероприяти Куюргазă районĕнчи тĕрлĕ ялсенче пурăнакан талантсене пĕрлештернĕ.
Конкурса Кривле-Илюшкепе Кинзябаевка, Павловкăпа Бахмут, Ямансаровкăпа Бугульчан тата Мамбеткулов ялĕсенчи культура çурчĕсен коллективĕсем хутшăннă. Кривле-Илюшке клубĕн фойинче Тăван çĕршывӑн Аслă вăрçин историйĕпе паллаштаракан пуян выставка йĕркеленĕ. Ăмăртăва тăратнă тĕрлĕ жанрлă номерсем вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ: спектакльсем, чуна пырса тивекен юрăсемпе сăвăсем. Вĕсене пурне те Тăван çĕршывӑн Аслă вăрçине халалланă.
Кашни номер тарăн шухăшлă пулнăран куракана тыткăнланă, чĕрине витернĕ. Тен, çавăнпа та залра ларакансем ушкăнсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хакланă. Куракансем вăрçă вăхăтĕнчи чуна çÿçентерекен кĕвĕсене илтсен артистсемпе пĕрле юрланă. Çапла майпа залра пĕрлĕх тата астăвăм туйăмĕ çуралнă. «Çĕнтерÿ çуркунни» конкурс Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем тата вĕсен паттăрлăхĕ ăрусен чĕрисенче упраннине кăтартса панă.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.