«Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлă çулĕнче фронтовиксемпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата та ытларах тимлĕх уйăрмалла», – палăртнă РФ Президенчĕ Владимир Путин. Паттăрла ĕçĕсемшĕн тата пире ирĕк пурнăç, тăнăçлăх парнеленĕшĕн тав туса вĕсене юбилейлă медальсемпе чыслассине çирĕплетнĕ.
Сумлă наградăна Пелепей хулинче пурăнакан «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Парфирьевна Алексеева та тивĕçрĕ. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе – 80 çул» медале Пелепей район Канашĕн секретарĕ Артур Садыковăн аллинчен йышăннă май хисеплĕ ваттăн пичĕ çинче йăл кулă палăрчĕ. Асăннă награда ĕç ветеранĕн иртнĕ çулхи тивĕçĕсене сумлани çеç мар, нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленишĕн тав туни те.
Галина Парфирьевна – педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Хăй пурнăçĕн 40 ытла çулне çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе халалланă. Вăл 1931 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл мар вăрçă тата ун хыççăнхи вăхăтпа тÿр килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне те, пиччĕшне те вăрçа илсе кайнă. Ачасене, çав шутра Галина Парфирьевнăна та, аслисемпе пĕр тан уй-хирте, ферма таврашĕнче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама тивнĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан тăрăшуллă хĕр ача Пелепейри педагогика училищинчен, Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Авăркас, Пишпÿлек, Пелепей районĕсенче вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Вăрах вăхăт хушши Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнче вăй хунă. «РСФСР Халăх çут ĕç отличникĕ» палла тивĕçнĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.
– Иртнĕ пурнăçшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Кирек мĕнле ĕçе кÿлĕнсен те ята ямарăм. Учитель, директорăн çумĕ, Хушăлка ял Канашĕн председателĕ, коммунистсен партийĕн вырăнти пĕрлĕхĕн секретарĕ пулса чунтан тăрăшрăм, – тет Тăван çĕршыва аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă Галина Парфирьевна.
Тăхăр вун виçĕ çулта пулсан та вăл ăс-тăн енчен çивĕч, хаçат-кĕнекесем вулать, «Урал сасси» хаçат валли статьясем çырать, кил хуçалăхĕнчи ĕçĕсене те пултарнă таран хăех пурнăçлать.
Ватă çынна çак хуларах пурăнакан Володя ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Хăй вĕрентнĕ ачасем те тăтăшах шăнкăравласа тăраççĕ, хăнана кĕрсе тухаççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл пурнăç пархатарĕ, хăй вăхăтĕнче тунă ырă ĕçсемшĕн тав туни.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули