Шăпана вăрçă хуçнă
Федот Васильевичпа Прасковья Александровна Степановсен нумай ачаллă çемйи лайăх пурнăç шыраса 1938 çулта кÿршĕ районтан Ишимбай районĕнчи пушкăрт Урман-Бишкадак ялне куçса килнĕ. Çемье Торатау тăвĕ айĕнче – Пушкăртстанри тăватă паллă тусенчен чи илемли – вырнаçнă.
– Вырăнĕ унта чăннипех те юмахри пек: тусем, вăрмансем тата Шуратăл юхан шывĕ. Эпир, арçын ачасем, унта шыва кĕреттĕмĕр, çуркуннерен пуçласа кĕр кунĕсем çитиччен ыраш пăтрисем тытаттăмăр, – каласа парать Валерий Энгельсович. – Манăн мăн асатте вăрçă пуçланиччен ывăлĕсемпе, кĕрĕвĕсемпе хăтлă çуртсем хăпартса ĕлкĕрнĕ, вĕсем паянхи кун та тăван вучах ăшшине сыхласа хăварма пултарнă. Сăмах май каласан, мăн асатте-тимĕрçĕ хăйĕн çуртне тимĕрпе витнĕ, çакă вăл вăхăтра сайра хутра тĕл пулакан пулăм шутланнă.
Вăрçă пуçланас умĕн Степановсен икĕ ывăлĕ, Аркадипе Николай йĕкĕрешсем, çартан таврăннă. Тÿрех авланма шут тытнă Аркади туйне 1941 çулхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче вылянă. Анчах çамрăксемпе вĕсен тăванĕсемшĕн паллă куна фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăнни çинчен хыпар хурлăхлă сĕм кĕртнĕ.
– Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăватă ывăлĕпе виçĕ кĕрĕвĕ, çав шутра Михаил асатте те, фронта тухса кайнă, – аса илет мăнукĕ. – Федот мăн асатте хĕрĕсенчен, кинĕсенчен тата пĕчĕкрен те пĕчĕк мăнукĕсенчен тăракан çемьене пĕртен-пĕр тăрантараканĕ пулнă.
Пĕр харăсах икĕ пытару
1942 çул пуçламăшĕ тĕлне Федотпа Прасковья çуртне почтальон хурлăхлă хыпар илсе килнĕ. Çывăх çыннисем, Михаилпа Аркадий, нихăçан та таврăнас çукки çинчен пĕлтерекен хутсем çине-çинех çитнĕ. Çав вăхăт тĕлне Михаилăн ултă ачи ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăлĕсемшĕн мĕнле хурланнине куç умне кăларса тăратма та хăрушă. Телее, ачисем вилнине пĕлтерекен çырусем суя пулнă – ывăлĕсем сывă юлнă.
Михаил Степанов рядовой, пехота салтакĕ 1943 çулхи март уйӑхӗн 1-мĕшĕнче Ворошиловград хули çывăхĕнчи çĕрлехи çапăçусенчен пĕринче, Берестянка юхан шывĕ урлă каçнă чухне, урине йывăр амантнă. Тепĕр кунхине çеç санитарсем салтака сарăлнă юхан шывăн тепер енчи çыранĕнчен илсе тухнă та Дербент хулинчи госпитале ăсатнă. Сиплев курсĕ хыççăн ăна йывăр суранланнă пирки килне янă. Çакна та палăртса хăвармалла, Михаил Федотовичăн кĕçĕн мăнукĕ Александр ятарлă çар операцине хутшăнса мăн аслашшĕ суранланнă вырăнтан виçĕ çухрăмра 2023 çулхи июль уйăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Тепĕр кĕçĕн мăнукĕ Юрий Степанов çĕршыв интересĕсене халĕ те хÿтĕлет.
Ворошиловград (паянхи кун Луганск) çывăхĕнчи çапăçусенче унăн Аркадий пиччӗшӗ те урине суранлатнă. Çар йĕркесĕрлĕхне пула ăна хыпарсăр çухалнисен списокне кĕртнĕ. Çакăн пек пулăм вăл вăхăтра час-часах пулкаланă. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ вилнине çирĕплетекен хута илнĕ те. Новосибирскри госпитальте çителĕклĕ вăхăт сипленсен Аркадие те çар службине юрăхлă мар тесе килне яма йышăннă.
Степановсен виçĕ ывăлĕ Михаилпа Аркадий тата Николай Сталинград çапăçăвĕсене хутшăнса паттăрлăх кăтартнă.
Шăпа пÿрнипе Федот Васильевичăн мăнукĕсемсĕр пуçне тата икĕ сусăр ывăлне тăрантма тÿр килнĕ. Ашшĕ-амăшĕн çакăнпа кăна тĕрĕслевĕсем вĕçленмен. «Вилнисенчен чĕрĕлнисем» таврăнни Степановсен çемйинче çав тапхăрта юлашки савăнăçлă хыпар пулса тăнă.
Тавăрайми çухатусем
Почтальон Федот Васильевич çуртне пĕрре мар пырса шакканă. Унăн хĕрĕсен мăшăрĕсем Осиппа Сергей тата çемье çавăрса ĕлкĕрмен Николай кĕçĕн ывăлĕ пĕрин хыççăн тепри çухалнă. 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче фронтран ун ячĕпе юлашки çыру килнĕ. Çапла март уйăхĕнче 43-мĕш стрелковăй отделени командирĕ Николай Степанов сержант хыпарсăр çухалнă. Вăл ăçта вилни тата ăна ăçта пытарни халĕ те паллă мар.
Çав вăхăтрах Курскран Серафим кĕрĕвĕ вилни çинчен хăрушă хыпар килсе çитнĕ. 1944 çулхи июль уйăхĕнче вара Данил аслă ывăлĕ çухалнă. Ĕç çарĕнче йывăр ĕçре вăй хунă Наталья хĕрĕн, виçĕ ача амăшĕн те чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. Унăн чи кĕçĕн ачи 1941 çулта çуралнăскер пулнă.
Степановсен пысăк та туслă, телейлĕ çемйинче икĕ ывăлĕ çеç сывă тăрса юлнӑ (вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех уксахланă, анчах шăписем йывăр килни пирки пĕрре те ÿпкелешсе калаçман). Унсăр пуçне 11 çурма тăлăх мăнукĕ çитĕннĕ, вĕсенчен виççĕшĕн ашшĕ-амăшĕ пачах та пулман. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратасси Федот аслашшĕпе Прасковья асламăшĕн хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Прасковья Александровна йывăр хуйха чăтаймасăр 1949 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Мăн аслашшĕн мăнаçлăхĕ – тивĕçлĕ ăру
Михаил хăйĕн тĕп салтак наградине, «Паттăрлăхшăн» медале, 1947 çулта илнĕ. Сусăр пулнине пăхмасăр вăл ĕмĕр тăршшĕпех столяр пулса ĕçленĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Унсăр пуçне Михаил Федотович таврари мĕнпур ача-пăчана илĕртекен улмуççи сачĕ йĕркеленĕ. Аркадипе Кристина мăшăрĕ, туйĕ вăрçă пуçланнипе тÿр килнине, çемьеллĕ пурнăçĕ вăхăтлăха татăлнине пăхмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе 62 çула яхăн пурăннă.
Федот Васильевич хăйĕн тĕслĕхĕпе мăнукĕсене ачаранах ĕçе вĕрентсе çитĕнтернĕ. Вĕсенчен пĕри те кукăр çулпа çÿременни шăпах унăн тивĕçĕ. Мăнукĕсенчен чылайăшĕ учитель, тухтăр профессисене алла илнĕ, çар çыннисем пулса тăнă. Професси суйласа илессинче пушкăрт ялĕпе юнашар пăралу вышкисем (буровые вышки) вырнаçни те пысăк витĕм кÿнĕ.
– Паянхи кун тĕлне Федот Васильевич Степановăн мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсемпе вĕсен ачисен пĕтĕмĕшле нефтьçĕ стажĕ 400 ытла çулпа танлашать. Пирĕн мăн асатте çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ (1961 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилчĕ), вăл хăйĕн ăрăвĕпе мухтанма пултарĕччĕ. Пĕчĕк Тăван çĕршыва килсен ялти чи ватăсем «Эсир камсем пулатăр?» – тесе ыйтсан, эпир «Федот тимĕрçĕн!» – тесе мăнаçлăн хуравлатпăр. Çынсем халĕ те ăна астăваççĕ, ун çинчен ăшшăн калаçаççĕ, професси енчен ăста, яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн, кăмăл çирĕплĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Çак паха енсене йывăр шăпа çапса хуçман, – калаçăва вĕçлет Валерий Степанов
Юлия СИДАРЮК.
Ишимбай районĕ, Урман-Бишкадак ялĕ.