Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
8 Майӑн , 11:00

Кинемее – тивĕçлĕ тимлĕх

Хĕрарăмсем Совет Союзĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтертĕр тесе пысăк тÿпе хывнă. Миллионшар арçын фронта тухса кайнă вăхăтра вĕсем тылри мĕнпур йывăр ĕçсене хăйсем çине илнĕ.

Кинемее – тивĕçлĕ тимлĕх
Кинемее – тивĕçлĕ тимлĕх

Ĕçлекен хĕрарăмсем çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне халăха кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те пулăшнă. Вĕсем салтаксем валли çырусем çырнă, фронта посылкăсем ăсатнă, тĕрлĕ обществăлла пуçарусене хутшăннă.
Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри – Анна Алексеевна Трофимова тыл ĕçченĕ. Паянхи кун кинемей Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче пурăнать. Анна Алексеевна декабрь уйăхĕнче 95 çул тултарать. Унăн шăпи вăрçă вăхăтĕнчи ытти хĕрсенни пекех йывăр килнĕ, совет халăхĕн чăтăмлăх, хăюлăхпа çирĕплĕх тĕслĕхĕ пулса тăнă.
Ачаранах çĕр çинчи йывăр ĕçе хăнăхса ÿснĕ хĕр вăрçă çулĕсенче аслисемпе пĕр тан иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тăрăшнă, уй-хирте ĕçлекенсем валли апат пĕçернĕ. Унсăр пуçне чăваш хĕрĕ хăйĕн çулне ÿстерсе вăрман касма кайнă. Пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Çапла Треппел хĕрĕ выляса-кулса çÿрес вырăнне йывăрлăх тути-масине ас тивнĕ. Тӑхӑнмалли, тӑраниччен ҫимелли ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе нумай ĕçленĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те Анна ыттисемпе пĕрле хуçалăха çĕклеме хастар хутшăннă.
1958 çулта, пĕве кĕрсен, вăхăт çитсен, хĕр качча тухнă. Вăл хăйĕн пурнăçне Пишкайăн ялĕнче пурăнакан Николай Трофимовпа çыхăнтарнă. 1931 çулта çуралнă Николай Кузьмич та вăрçă ачи шутланать. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе тăван колхозра тракторист тата завхоз пулса вăй хунă. Трофимовсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ.
Паянхи кун Анна Алексеевнана çывăх çыннисем пур енлĕ тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн пекех тыл ĕçченне ял Канашĕн администрацийĕ те хăйĕн хÿттине илнĕ. Сумлă кинемее май пур таран пулăшать. Ветерана шăнкăравласа тăраççĕ, уявсемпе саламлаççĕ. Культура ĕçченĕсем вара тертлĕ-нушаллă кунсемпе çыхăннă чун ыратăвне çемçетме тăрăшаççĕ.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул пулать. Вырăнти культура çуртĕнче вăй хуракан Елена Ивановапа Надежда Егорова тата шкул ачисем Анна Алексеевнана çитес уяв ячĕпе саламлама ун патне кĕрсе тухнă. Вĕсем тыл ĕçченне хисеп туса парнепе чечек çыххи тата Георги хăйăвĕ парнеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас