Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
9 Майӑн , 11:00

Манăн паттăр та хăюллă асатте

Паянхи вăхăтри кашни çемьере, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул иртрĕ пулсассăн та, вăрçăра пулнă тăванĕсен ячĕсене асра упраççĕ, вĕсемпе пурте мăнаçланаççĕ, чăн паттăрсем вырăнне хураççĕ.

Манăн паттăр та хăюллă асатте
Манăн паттăр та хăюллă асатте

Чăнах та, вĕсем пирĕншĕн паттăрсем пулаççĕ те ĕнтĕ. Фронтра пулнисенчен нумайăшĕ çапăçу хирĕсенче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă, теприсем килĕсене суранланса таврăннă. Уйрăмах хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпи хурлăхлă: вĕсем ăçта выртни çинчен никам та пĕлмест, анчах амăшĕсем вĕсене пурнăç тăршшĕпех кашни кун кĕтнĕ.
Пирĕн çемьешĕн çакăн пек чăн паттăр манăн хисеплĕ, юратнă фронтовик-асатте Семен Николаевич Улядаров пулса тăрать. Атте те вăрçăра пулнă, анчах эпĕ паян хамăн асатте çинчен каласа парасшăн. Мĕншĕн тесен, вăл пулман пулсан, манăн атте те çуралмĕччĕ, эпĕ те халĕ тĕнчере пулмăттăмччĕ.
Асатте 1906 çулта Теней ялĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Унăн Энтри пиччĕшпе Аннук аппăшĕ тата Василипе Элексей шăллĕсем пулнă. Аннук аппăшĕ икĕ çулта вилнĕ. 1921 çулта Улядаровсен çемйи, ытти çемьесемпе пĕрле çĕнĕ вырăна куçса килсе, Юманлăх ялне пуçарса янă. Энтри пиччĕшĕ, Хĕрлĕ Çарта вăрçăра пулса, пуçне хунă. Унăн Матрÿн арăмĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Ватă асатте, Матрÿн кинне пĕччен ача ÿстерме йывăр ан пултăр тесе, Çимун ывăлне кинĕпе пĕр çемьене пĕрлештернĕ. Çĕнĕ çемьере ултă ача çуралнă: Иван – манăн атте тата Маруççа, Марфа, Надиш, Макçăм, Аннук. Асатте хăй хуçалăхĕпе пурăннă, каярах Молотов ячĕллĕ колхозра вăй хунă.
1941 çулхи август уйăхĕн 27-мĕшĕнче ăна, 35 çулхи вăй питти арçынна, вăрçа илсе кайнă. Манăн асатте 1943 çулхи апрель уйăхĕччен Калинин фронтĕнчи 208-мĕш полкра, 1943 çулхи майран 1944 çулхи апрель уйăхĕччен Анăç фрончĕн Смоленск дивизийĕнче стрелок пулса çапăçнă. Унтан 1945 çулхи ноябрьччен Белорус фронтĕнчи 113-мĕш эвакопунктра санитар пулса салтак тивĕçне пурнăçланă. 1945 çулхи ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче килне таврăннă.
Вăрçă вăхăтĕнче вăл пилĕк хутчен аманнă:1941 çулхи декабрьте Мускав патĕнче пуçне, 1942 çулхи февральте Вязьма çывăхĕнче сулахай хулне, 1943 çулхи апрельте Орша патĕнчи çапăçура сылтăм капăркине, 1943 çулхи октябрьте Анăç фронтри Монастыршина çывăхĕнче сылтăм аллине, 1944 çулхи июльте Могилев патĕнче тепĕр хут пуçне суранлатнă. Сурансемпе çыхăннă информацие эпĕ ЦАМО архивĕнчен илтĕм. Сулахай аллине епле амантни пирки асатте каласа панине те астăватăп. Нимĕçсем вĕсен енне вăйлă пенинчен хăтăлас шутпа пĕр йывăç хыçĕнче, ăна аллисемпе ыталаса тăнă вăхăтра, унăн пĕр пÿрнине пуля лексе татнă.
ЦАМО архивĕнчи информаци тата Орден кĕнекинче çырса кăтартнă тăрăх, асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Çывăх çыннăмăр фронтра мĕнле çапăçни çинчен командирсем ăна награда пама ыйтса çырнă характеристикăсем те çирĕплетеççĕ. Сăмахран, Мокроусов майор 1944 çулхи март уйăхĕн 20-мĕшенче çапла çырнă: «Товарищ С.Н. Улядаров – дисциплинированный боец, выдержанный, политически сознательный. Заслуживает награждения медалью «За боевые заслуги».
Асаттен паттăрлăхне 1945 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Худяков майор С.Н. Улядаров хĕрлĕ армееца Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пама ыйтса çырнă характеристика та уççăн кăтартать. Урăхла каласан, манăн юратнă, паттăр асатте, СССР хÿтĕлевçин вăрçă çулне, рядовой стрелок тата санитар-носильшик пулса, тивĕçлĕн утса тухнă. Унăн «Çапăçусем вăхăтĕнче пульăсем пирĕн çине çумăр тăкăннă пек тăкăнатчĕç!» текен вăрçă çинчен каланă сăмахĕсем халĕ те манăн асра упранаççĕ. Анчах асатте, вăрçăн хăрушлăхĕсене пăхмасăрах, чĕрĕ юлнă, килне таврăннă. Вăл хăйĕн паттăрлăхĕпе пирĕн Улядаровсен несĕлне мухтава кăларнă!
Асаттен çемйинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата унăн икĕ шăллĕ пулнă. Вĕсем – Ваçилипе Элекçей. Ваçили шăллĕ 323-мĕш стрелок полкĕн хĕрлĕ армеецĕ пулнă, 1943 çулхи март уйăхĕн 5-мĕшĕнче паттăррăн пуçне хунă, ăна Смоленск облаçĕнчи Думичин районĕнчи Брынь поселокĕнче пытарнă. Элекçейе1942 çулта фронта илсе кайнă, 1945 çул килне сывă таврăннă.
Асатте вăрçă хыççăн ялта вăрах вăхăт колхоз бригадирĕ, Палаевка ялĕнче ферма заведующийĕ пулса вăй хунă. 1958 çулта ăна лайăх ĕçленĕшĕн ВДНХна Мускава янă. Кайран вăл пенсие тухиччен вăрман хуçалăхĕнче, колхозра конюх пулса, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. 1976 çулта вăл «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Ял çыннисем ăна питĕ хисепленĕ, «Большевик» тесе чĕннĕ. Эпир, унăн несĕлĕсем, ăна халĕ те манмастпăр, асра тытатпăр.
Любовь РУСАКОВА.
Федоровка районĕ, Федоровка ялĕ.

Манăн паттăр та хăюллă асатте
Манăн паттăр та хăюллă асатте
Манăн паттăр та хăюллă асатте
Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас