Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
9 Майӑн , 15:00

Çĕнтерÿçĕ салтак, ветеран!

Ват салтак! Çĕнтерÿ кунĕпеСаламлатăп сана кăмăлтан.Ветеран! Эс пире çупăрланСар хĕвелĕн ăшă çути пек.

Çĕнтерÿçĕ салтак, ветеран!
Çĕнтерÿçĕ салтак, ветеран!

Çĕнтерÿçĕ салтак, ветеран!
Кăкăр тулли медальпе ларан.
Паянхи кун мĕнлерех пурнан,
Ыратать пуль вăрçăри суран.

Тăнлаври çÿçÿсем, ав, шуралнă,
Пит çинчи йĕрÿсем
тарăнланнă...
Турă панă сире шутлă кун,
Сахаллантăр чылай кашни çул.

Манар мар вăрçăри салтака,
Асăнар-ха ун чаплă ятне!
Тăшманран çинĕ вăл патака
Сывă пултăр тесе Çĕр-анне!
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.


Сăн ÿкерчĕкре Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕн вăрçă ветеранĕ Петр Николаевич Павлов.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас