Вырсарни кун ырă пуçланчĕ. Ĕнер шкулта кăларăм каçĕ иртрĕ. Григорий Иванович, çамрăк учитель, ирхи шуçăмччен шкултан тухса каякан ачасемпе уçăлса çÿрерĕ. Пурте нумай калаçрĕç: çамрăксем ăçта вĕренме е ĕçлеме каясси пирки. Григорий Иванович – хăй çуралса ÿснĕ вырăнĕ, маларах илсе хунă билетсем çинчен. Вăл Пушкăртстан Республикине ашшĕпе амăшĕ патне çемйипе кайма палăртать.
Анчах та ырă кун кăнтăрла çитсен, супăнь хăмпи пек, çурăлса сирĕлчĕ – радиопа вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Вăрçă пуçланма пултарни çинчен тахçанах сас-хура çÿретчĕ, çапах та вăл суя хыпар пуласса шанчăк пурччĕ. Ĕмĕт хăмпи шăтрĕ.
Сăнран улшăннă арçынсем çар комиссариачĕ еннелле утрĕç. Унта вара халăх йышлă, черет тултанах ăман евĕр авкаланса тăсăлать. Пĕрисем хавхалансах хытă сасăпа юнашар тăракансене шантарса калаççĕ:
– Хуйхăрмаллиех çук! Пирĕн çĕршыва вăрçăпа килнисене часах тустарса кăларса ярăпăр. Эпир Пермь хулинчен чикĕ патне çитнĕ çĕре вăрçи те пĕтĕ…
Чылайăшĕ тарăн шухăша путса, пуçĕсене чиксе тăраççĕ, чĕнмеççĕ. Хула тăрăх хурлăх вĕçсе иртрĕ, кану кунĕ пулин те таврара шăп.
Григорий Иванович ларма-тăма пĕлмесĕр пĕр кĕтесрен тепĕр çĕре утса çÿрерĕ. Вăл пирус сăвăрса ярасшăн пулчĕ, анчах туртма пĕлменскер чыхăнса çеç кайрĕ. Пуçĕнчи шухăшĕсем пăтрашăнчĕç. Мăшăрĕ ним тума аптранипе шăппăн чăматансем пуçтарчĕ. Ытти чух шăв-шав çĕклекен виçĕ çулхи Кольăпа иккĕри Галя паян кĕтесре йывăç кубиксемпе лăпкăн выляса лараççĕ.
Григорий çĕрлехи виççĕччен çывăрса каяймарĕ. Çак çĕр пурнăçри чи вăрăмми пулнă пек туйăнчĕ. «Эпĕ хăратăп вĕт,– хăйне хăй намăслантарса каларĕ вăл. – Хăрамасăр. Вăрçăра переççĕ, касаççĕ, минăсем сирпĕнеççĕ…»
Григорий Иванович вăрçă çинчен питĕ сахал пĕлнине ăнланса илчĕ. Вăрçăра вилĕм чи хăрушши мар, уксах-чăлах, алăсăр-урасăр юласси шиклентерет. Каярах арçыннăн шухăшĕсем мăшăрĕпе ачисем çине куçрĕç. «Вĕсемпе мĕн пулĕ?» – вăл хăй вилме е аманса таврăнма пултарасси пирки хуйхăрчĕ. «Эпĕ салтак мар. Вăрçăра мĕн тăвăп?» пачĕ вăл хăйне ыйту. «Шкул ачисем шкулта вулама-çырма вĕреннĕ пекех эпĕ те çапăçма вĕренĕп. Упана та ташлама вĕрентеççĕ-çке. Тепĕр тесен вăрçăра пурте вилмеççĕ те-ха» лăплантарчĕ вăл хăйне.
Григорий Иванович пĕчĕк ача пек тарăн ыйха путрĕ. Ирхине ирех вăл таса пуçпа, çăмăл кăмăлпа вăранчĕ. Арçын хăйĕн ĕнерхи шухăшĕсенчен вăтанчĕ, паян вĕсем ăна намăслантарчĕç.
– Манăн çул пĕрре! Хĕвел анăçнелле!
Кăнтăрла çитсен Григорий çемйипе вокзала çитрĕ. Мăшăрĕпе ачисене Пушкăртстан Республикинчи Приютово станцине çитекен поездпа лартса ячĕ. Маша арăмĕ куççульне пытармасăр макăрса уйрăлчĕ, ывăлĕпе хĕрĕ алă сулса хăварчĕç.
Икĕ сехетрен ĕнерхи учитель вакун чÿречинчен хыçа тăрса юлакан хула çине пăхса тăчĕ. Çак хула ăна тăвана йышăннă пек кĕтсе илнĕччĕ. Хăй Пермь хулипе ĕмĕрлĕхех сывпулашасса пĕлмерĕ çав арçын.
Поездра шавлă. Пурте хăюллă пулма тăрăшаççĕ, калаçаççĕ, шÿтлеççĕ. Хăш чух çеç, çынна куçĕнчен пăхсан вĕсем хуйхăпа та пăшăрханупа тулнине асăрхатăн.
Малалла пĕр станцире поезда ватă мучи ларчĕ. Вăл пуринпе те питĕ кăмăллă калаçрĕ, тăван ачаран ыйтнă пек çепĕççĕн: «Хăратăн-и?», – тесе Григорий Ивановичран ыйтрĕ. Лешĕ хурав пама аптрарĕ. «Хăратăп» тесе каласан чăн калани пулать, анчах чĕлхе çаврăнмасть. Вакунри çынсем шăпланса вăл мĕн калассине кĕтрĕç. Мучи çакна ăнланса пуçне сулчĕ:
– Вăрçа кайнă чухне чунра вилсе кай, – терĕ.
Мучи сăмахĕсем Григорий Иванович пуçне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕç.
Поездра пынă чухне начар, хурлантаракан хыпарсем килсе тăчĕç: пирĕннисем чакаççĕ, тăшман питĕ вăйлă, танкĕсемпе самолечĕсем, автомачĕсемпе миномечĕсем нумай, салтакĕсем йышлă.
– Эпĕ вăрçа каятăп. Çакна улăштарса пулмасть. Апла пулсан йышăнмалли çеç юлать.
Григорий Ивановичăн ăш-чикĕнче лăпкă пулса кайрĕ, кăмăлĕ çĕкленчĕ. Вăл хăйне питĕ йывăр экзамена хатĕрленсе ăна «пиллĕк» паллăлăх тытнă пекех туйрĕ.
... Пĕрремĕш çапăçу кĕтмен çĕртен пуçланчĕ. Григорий Иванович ирех хăйĕн чаçне килсе çитрĕ. Вăл хутсем парас тесе командир патне кĕчĕ çеç – çынсем йĕри-тавра чупкала пуçларĕç. Хĕвел анăç енчен кĕмсĕртетни çывхарса пычĕ. Каярах аманнă салтаксене йăтса киле пуçларĕç.
– Занять оборону! – ян кайрĕ командир сасси. Малта, инçех те мар, вăрман хушшинчен сăрă тĕслĕ çар тумĕ тăхăннă салтаксем курăна пуçларĕç. Григорий хăй выртмалăх кăна окоп чавса ĕлкĕрчĕ.
– Хăратăн-и? – ыйтрĕ юнашар чакаланакан салтак.
– Темĕнле хама вырăнта мар пек туятăп, – татса хучĕ Григорий Иванович.
– Эпĕ пĕрре те хăрамастăп! Шанатăн-и, пĕрре те.
Окопра выртса фашистсем çывăхарах пырасса кĕтрĕç. Хăлхана нимĕç чĕлхи пырса кĕчĕ. Григорий Ивановичăн чĕр куççисем чĕтресе кайрĕç, çăварта тимĕр тути кала пуçларĕ. Вăл сурчăкне çăтрĕ.
– Çĕршывшăн! Малалла! Ура-а-а! – сиксе тăчĕ юнашар окопри салтак. Вăл темиçе утăм çеç туса ĕлкĕрчĕ – автомат черечĕ ăна касса пăрахнă пек ÿкерчĕ. Анчах салтаксем тинĕс хумĕ пек çĕкленсе кайрĕç. Хир тăрăх пăшал сассипе пĕрле «Ура!» вăрăммăн янăрарĕ. Тăшман тÿсеймерĕ, каялла çаврăнса вăрман еннелле чупрĕ. Салтаксем вăрмана çити нимĕçсене тустарса каялла таврăнчĕç. Григорий юнашар окопри салтака асăрхарĕ. Вăл ÿтĕнче пĕр тумлам юн юлман пек шурса кайнă, кăвак куçĕсем çÿлелле янкăр тÿпе çине пăхаççĕ. Григорий Иванович пĕшкĕнсе унăн куçĕсене хупрĕ, çав вăхăтра пуçне шухăш пырса кĕчĕ: «Эпĕ ку вăрçăран таврăнас çук».
Чунра хăранă туйăм сарăлчĕ. Анчах та вăл чĕтресе ларакан хăравçă туйăмĕ мар. Вăл сыхланма, лару-тăрăва хакласа тĕрĕс йышăну тума вĕрентекен тискер чĕр чун туйăмĕ пулчĕ.
Çапăçу иртсен пурте çакна ăнланчĕç: тăшман вăхăтлăха çеç чакрĕ, вăл малалла талпăнĕ тата нумайрах йышпа килĕ…
Çак ĕçсем 1941 çулхи июнь уйăхĕн вĕçнелле пулса иртнĕ. Малалла пирĕн çар каялла чакнă уйăхсенче, аманса, вилсе юлнисем шутсăр нумайăн пулнă. Анчах пирĕн салтаксем парăнман.
Григорий Иванович кĕçĕн лейтенант званине тивĕçнĕ, ăна взвод пăхăнса тăнă. Вăл çапăçусенче ăслă та тĕрĕс йышăнусем тума, пăшалпа тĕл пеме пĕлнĕ. Салтаксем вăл хушнине итленĕ, тунă.
Григорий малтанхи кунсенчех çакна ăнланса илнĕ: командир хушни кĕске, тĕплĕ, ăнланмалла пулмалла, ĕçсĕр çапкаланса çÿреме юрамасть, хăш чухне «çирĕп» калани те кирлĕ. Уншăн çапăçу юратман, анчах та тума тивĕç ĕç пулса тăнă.
Çапла ĕçсем 1943 çулхи апрель уйăхĕччен пынă. Çав вăхăтра пирĕн çар пĕтĕм фронт тăрăх наступлени пуçланă.
1943 çулхи апрель уйăхĕнчи донесенире: «1912 çулта çуралнă Кириллов Григорий Иванович, çуралнă вырăнĕ – Пушкăрт АССР, Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ, ВКПб членĕ, çемьеллĕ – вилнĕ», – тесе çырнă.
Ксения СИДОРОВА,
Ермеккей районĕнчи Янăшма шкулĕнчи 8 класс вĕренекенĕ.