Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
10 Майӑн , 15:00

Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ

Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă палăка 70-мĕш çулсенче уçнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ялăн мăнаçлăх палли юхăннă, кивелнĕ, штукатуркисемпе плиткисем хăпăннă, ăна йĕри-тавра йывăçсем хупăрласа илнĕ, ун патне пымалли сукмак та ванса пĕтнĕ…

Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ
Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ

Сăваплă вырăнăн сăн-сăпачĕ ял хастарĕн Роза Андреевапа пĕр шухăшлисен кăмăлне хуçнă, ăна çĕнĕ сĕм кĕртес шухăш канăç паман. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернерĕнпе 80 çул çитнине шута илсе йĕкенпуçсем палăка юсама, çывăхри территорие хăтлăх кĕртме йышăннă. «Шутланă – тунă» сăмаха тĕпе хурса Роза Васильевнан пуçарăвĕпе пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртнĕ.
Палăка хупăрласа илнĕ тăватă пысăк йывăçа каснă. Çак ĕçе пурнăçлама Петровский ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Летунов пулăшнă. Çакăн хыççăн Çтерлĕ хулинчи строительсен пĕр ушкăнĕ палăка хырса тасатнă, ăна штукатуркăланă. Çурлапа мăлатук сăнланнă орден евĕр палла тата хĕрлĕ çăлтăра сăрланă. Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнчен килнĕ бригада йĕри-тавра брусчатка сарнă. Ял хастарĕсем – ашшĕпе ывăлĕ Владимирпа Андрей Андреевсем, Олег Андреев тата Николай Васильев – палăк территорине çĕнĕ тимĕр карта тытса çавăрнă, кĕмелли вырăнта хапха вырнаçтарнă, чăрăшсем лартнă.
Паллă ĕнтĕ, ĕç тени тăкаксăр пулмасть. Сăваплă вырăна хăтлăх кĕртме халăхран пĕтĕмĕшле 47 пин тенкĕ пухнă. Ытти тăкаксене вара Андреевсем хăйсем çине илнĕ. Çапла Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене чыс туса лартнă палăка тĕпрен юсаса çĕнетме мехел çитернĕ. Ăна ял-йышпа тата сумлă хăнасемпе май уйăхĕн 6-мĕшĕнче уçнă.
Ирида НОВИКОВА.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.

Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ
Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ
Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ
Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ
Палăка юсаса йĕркене кĕртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас