Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
11 Майӑн , 15:00

Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни

Этемлӗхшӗн, Раҫҫей ҫӗрӗнчи кашни наци ҫыннишӗн чи чаплӑ уяв – Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ (кунран хаклӑ, чыслӑ уяв ҫуках!) кашнин чун-чӗринче мӑнаҫлӑх ҫуратать.

Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни
Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни

Кирек мĕнле ҫемьен те хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн паттӑрӗ пур. Камӑн-тӑр ашшӗ, аслашшӗ-кукашшӗ хаяр вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ, кам-тӑр тискер вӑрҫӑ ҫулӗпе хӑюллӑн утса тухса тӑван киле таврӑннӑ. Телейлисем, шӑпа пурнӑҫ парнеленисем... Эпир вӗсене аса илсе мухтав сӑмахӗсем калама тивӗҫ. Паян Раҫҫейшӗн ҫӑмӑл мар лару-тӑрура аслӑ ӑрури паттӑрсен тӗслӗхӗпе хавхаланса ҫамрӑк ӑру ирӗклӗ ҫӗршывшӑн кӗрешет...
Чӑваш тӗнчишĕн паллӑ ялти Слакпуҫ каччи Николай Спиридонович Павлов телейлисен шутӗнче. Вун тӑххӑрти чӑваш каччине, хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта хӑрушӑ ҫапӑҫӑва кӗнӗскере, ҫӳлти Турӑ çӗнтерӳпе таврӑнма пилленӗ. Паллах, унӑн 5 ҫулхи (тăван тăрăх ăна 1946 ҫулта ҫеҫ кĕтсе илнĕ) вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинчен сахал мар ҫырнӑ, икӗ кӗнеке – «Память сердца», «Во имя жизни» – тухнӑ. Белоруҫ ҫӗрне фашистсенчен ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫура тӗлӗнмелле паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн чӑваш каччине Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ. Вӑл Слакпуҫӗнчен Берлина ҫуран утса ҫитнӗ, киле кӑкӑр тулли орден-медальпе таврӑннӑ. Николай Спиридоновичӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, сӑпайлӑхӗ ачисемшӗн ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ. Икӗ ывӑлӗ ашшӗн паттӑрлӑхӗпе, тӗслӗхӗпе хавхаланса ҫар ҫыннин профессине суйласа илнӗ.
Асли – Анатолий – отставкӑри полковник чӑннипех те сӑваплӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Слакпуҫ ял тӑрӑхӗнчи вӑрҫӑ ветеранӗсене сума суса Совет Союзӗн Геройӗ Н.С. Павлов ячӗллӗ Мухтав паркне никĕсленĕ. Икӗ ҫул каялла хӑйсем пурӑннӑ вырӑнта ҫӗнӗ парк хапхисене уҫрӗ. Ывӑлӗ ашшĕ ячĕпе хӑйӗн укҫи-тенкипе ҫак ҫӗр ҫинче палӑк вырнаçтарни – сӑваплӑран та сӑваплӑ пулӑм. Парк варринче Паттӑрӑн палӑк-бюсчӗ тăрать. Ăна Мускаври Строганов ячӗллӗ художество академийӗн мастерскойӗнче хатӗрленӗ, авторӗ – паллӑ скульптор Ф.И. Мадуров. Иртнӗ ҫул Ҫӗнтерӳ кунне Анатолий Павлов тӑван Слакпуҫӗнче ял ҫыннисемпе, шкул ачисемпе уявларӗ. Чаплӑ лару-тӑрура ашшӗ вӑрҫӑ хирӗнче ҫапӑҫнӑ артиллери туппине (пушкине) вырнаçтарчĕ. Аякра пурӑнать пулсан та тӑван ял вӑй-халне, кӑмӑл-сипетне яланах туйса тӑрать вӑл.
– Манӑн пурнӑҫӑмри тахҫанхи  ӗмӗт – атте ячӗпе палӑк лартасси – пурнӑҫланчӗ темелле. Анчах та пӗтӗм ӗҫе вӗҫне ҫитермен-ха. Ман шутпа, икӗ чаплӑ поэт ҫуралнӑ Слакпуҫ ялĕнче, паттӑр артиллерист ячӗпе палӑк, парк уҫни ял ҫыннисемшӗн, чӑваш тӗнчишӗн хӑйне евӗрлӗ паллӑ пулӑм.  Манӑн ӗмӗт – музей-пирамида уҫасси. Кунта пирӗн тӑрӑхри пур ветерансен вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинчен каласа паракан материалсем, сӑн ӳкерчӗксем пулӗҫ. Паллах, Афган, Чечен вӑрҫисене хутшӑннисем ҫинчен те. Паян ятарлӑ ҫар операцинче паттăрлăх кăтартакансен ячӗсем те кунта пулмаллах. Шанатӑп, паркра эпир лартнӑ йывӑҫсем (хальлӗхе вӗсем пӗчӗк-ха) кашласа ларӗҫ, – ҫутӑ ӗмӗт хӑҫан  та пулин пурнӑҫланасса шанса калать Анатолий Николаевич.
Павловсен йӑхӗнче ҫар карьерине суйласа илнисем сахал мар. Паттӑр артиллеристӑн Н.С. Павловӑн мӑнукӗ – кӗҫӗн ывӑлӗн Юрийӗн ачи Николай (аслашшӗн ятне панӑскер), Украинӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса кӑҫалхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче  паттӑрла пуҫне хунӑ. «Манӑн та асатте пек паттӑрлӑх кӑтартас килет», – ҫакӑн пек сӑмахсемпе тухса кайнӑ Николай (сăн ÿкерчĕкре) укронацистсене хирӗҫ ҫапӑҫма. Шел пулин те, хаяр вӑрҫӑран аслашшӗ пек çӗнтерӳпе таврӑнма ӑна шӑпа пӳрмен... Николая Мускав облаҫӗнчи Чехов хулинче чысласа пытарнӑ...
Раҫҫейшӗн кӑна мар, тӗнче историйӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса ӗмӗрсем валли юлнӑ. Апла пулсан хамӑрӑн паттӑрсене, Н.С. Павлов пек хӑюллӑ артиллериста хаклассине, сума сӑвассине пирӗн паянхи ӑрӑва парса хӑвармаллах.
Мухтав сана, ҫӗнтеруҫӗ-салтак!
Альбина СТЕПАНОВА, Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн членӗ.
Мускав хули.

Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни
Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни
Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни
Ашшĕн паттăрлăхĕ ячĕпе – ывăлĕн парни
Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас