Иван Федорович Филимонов 1925 çулта Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнче çуралнă. Йăмранри çичĕ çул вĕренмелли шкулта 7 класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче ăна çар ретне чĕнсе илнĕ. Фронта Кăнтăр Урал çар округĕн Ĕпхÿри çарпа пересыльнăй пунктĕнчен ăсатнă. Унтан ăна запасри стрелоксен 12-мĕш дивизийĕн 26-мĕш стрелоксен полкне янă. Паттăр чăваш салтакне «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе (12.06.1968), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I cтепень орденĕпе (06.04.1985) наградăланă. Вăрçă хыççăн вăл килне таврăннă, кăшт вăхăтран Ленинград хулине тухса кайнă. Ленинград облаçĕнчи Подпорожский районĕнче ĕçлесе пурăннă.
Асăннă сăн ÿкерчĕксем Çĕнтерÿ историне упраççĕ. 80 çул иртнĕ хыççăн вĕсем тата та пĕлтерĕшлĕрех.
Хальхи вăхăтра Иван Федоровичăн пĕртăванĕн ывăлĕ Вадим СВОра Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Эпир ялĕпех вăл ырă-сывă таврăнасса кĕтетпĕр. Çĕнтерÿ пирте пулать.
Вера НИКОНОРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.
1-мĕш сăн ÿкерчĕк: И.Ф. Филимонов (сулахайри). 1947 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ.
2-мĕш сăн ÿкерчĕк: Берлинти Бранденбург хапхисем. Çÿле шурă пустав çакнă. Вăл Германие капитуляциленине пĕлтерет. 1945 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕ.
3-мĕш сăн ÿкерчĕк: Совет çарĕ аркатнă Гитлер канцелярийĕ. Ун çумĕпе виçĕ вырăс салтакĕ утать. Экскурсие килнĕскерсем Совет Çарне хăвăрт аркатса тăкмалли плана хатĕрленĕ кабинетсенче пулса курнă.
4-мĕш сăн ÿкерчĕк: Берлина илнĕ чух пуç хунă салтаксене халалласа лартнă палăк. Унта вырăс часавойĕсем тăраççĕ. Вĕсем хăйсен тусĕсен ÿчĕсене сыхлаççĕ.