Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
21 Майӑн , 15:00

«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă

Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, тĕрлĕ çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене халалласа «Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă.

«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă

Палăк Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисен, вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăратакансен, çавăн пекех тĕрлĕ хирĕç-тăрусенче тата ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисен паттăрлăхне асра хăварĕ.
Комплексăн тĕп вырăнĕнче Куршак ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕн Павел Иванович Пономаревăн бюсчĕ вырнаçнă. Унăн паттăрлăхĕ çĕршывăн ирĕклĕхĕпе пуласлăхĕшĕн çапăçнă ентешсен хастарлăхне сăнласа парать. Асăну вырăнĕ паттăрсен ячĕсене асра тытасси çитĕнекен ăрăвăн тивĕçĕ пулнине те аса илтерĕ.
«Астăвăм» комплекса Чăваш Кăпавĕн çыннисен пуçарăвĕпе тата укçи-тенкипе туса лартнă. Çакă вырăнта пурăнакансем историе типтерлĕ упранин тата мăн асатте-кукаçисен паттăрлăхне сума сунин ырă тĕслĕхĕ пулса тăрать. «Кунта чăн-чăн патриотсем пурăнаççĕ, вĕсемшĕн «Тăван çĕршыв» тата «чыс» ахаль сăмахсем кăна мар, пурнăç девизĕ шутланать», – тесе палăртнă палăка уçнă вăхăтра хăнасенчен пĕри.
Асăнмалли тата сăвап тумалли вырăна уçассипе çыхăннă церемоние Чăваш Кăпавĕ ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анжелика Тимофеева, ветерансен Канашĕн тата Иглин районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Николай Исаев, район Канашĕн депутачĕ Геннадий Семенов хутшăннă.
Митинга Иглин район администраци пуçлăхĕ Гюзель Насырова уçнă. Çавăн пекех мероприятин сумлă хăнисен шутĕнче ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 1980 çулхи Олимп вăййисен бронза призерĕ, тăватă хутчен тĕнче тата Европа чемпионĕ, Раççейри чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ Сергей Корнилаев пулнă. Унсăр пуçне церемоние Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен союзĕн, Ĕпхÿ хулинчи чăваш культура обществин тата ПР чăваш культура обществин председателĕсем Николай Михайловпа Николай Петров тата Юрий Михайлов килсе çитнĕ. Пухăннисем вăрçăсенче пуç хунисене шăплăх минучĕпе асăннă, асăну комплексĕ умне чечексем хунă.
Юрий Михайлов «Аслă Çĕнтерÿ патне хывнă çул» Пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕ пулнă май Борис Васильевăн «А зори здесь тихие» повеçĕ тăрăх çырнă «Тихие зори России» сăвва илемлĕ вуласа панă, шкул ачисемпе вырăнти культура çуртĕнчи «Пилеш» чăваш халăх ансамблĕ (ертÿçи – Василий Антонов) патриотла юрăсем шăрантарнă. Мероприяти вĕçĕнче пухăннисем салтак пăтти çисе пăхма пултарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
«Астăвăм» асăну комплексĕ уçнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас