Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
22 Майӑн , 15:00

Пĕр ял çыннисен ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă кунсенче Пушкăртстан Республикинчи ялсенче вăрçăра пулнă паттăр ентешсен çутă астăвăмне асра тытса палăксемпе асăну хăмисем уçрĕç.

Пĕр ял çыннисен ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварнă
Пĕр ял çыннисен ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварнă

Истори пĕлтерĕшлĕ пысăк пулăмсенчен пĕри Чекмагуш районĕнче, çут çанталăкăн илемлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă Макаровка ялĕнче пулса иртнĕ. Ял çыннисен тата пысăк чун-чĕреллĕ хастарсен вăйĕпе çĕкленĕ илемлĕ, паянхи саманана тивĕçтерекен палăка уçма, Макаровка çыннисен савăнăçне пайлама Чекмагуш район администраци пуçлăхĕ Реканс Ямалеев, «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ – ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Вадим Соколов, Юмаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ильсияр Гарифуллина килсе çитнĕ.

Хăнасем хăю касса уçнă тата чечексем хунă хыççăн палăка Юмаш ялĕнчи чиркĕвĕн иерейĕ Евгений Ионов сăвапланă. Унтан мероприятие Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çуртĕнчи «Солнышко» ташă ушкăнĕн тата «Çеçпĕл» ансамблĕн, Юмаш шкулĕнчи «Факел» отрячĕн çамрăк армеецĕсен, Макаровка ялĕн артисчĕсен ташă-юрă номерĕсем илем кÿнĕ. Шкул ачисем палăк умĕнче ятарлă формăпа хисеплĕ караулта тăнă. Çак кун ентешсен паттăрлăхне асра тытакан çынсене пĕр тĕвве пĕрлештернĕ.
Асăннă палăк пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ ветерансене ĕмĕр тав тунин, хисепленин, вĕсен паттăрлăхне асра тытнин символĕ пулса тăрĕ. Вăл – пĕтĕмĕшле астăвăм, Çĕнтерĕвĕн хакне манманнине тупа туни. Çитĕнекен ăрусем кунта килсе паттăрсене аса илессе, вĕсен умĕнче пуç тайса: «Тавах! Никама та манман, нимĕн те манăçман!», – тесе каласса шанатпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Чекмагуш районĕ, Макаровка ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас