Колхозра вăй хуракан хĕрарăмсем тырă, пахча çимĕç, аш-какай валли выльăх çитĕнтернĕ, çакна пĕтĕмпех фронта ăсатнă.
Чылайăшĕ тăлăх арăмсем пулса тăнă, теприсем вăрçăра хăйсен савнийĕсене çухатнă, нумайăшĕ ĕмĕрлĕхех пĕччен тăрса юлнă.
Манăн аппа Антонина Александровна Борисова Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1916 çулта çуралнă. Вăл ача чухнех урине мăкăлтанă (подвернула). Ăна Пелепей районĕнчи паллă тухтăрсем Соколовпа Стуков сипленĕ. Телее, урине сыхласа хăварнă.
Пултаруллă та çивĕч ăс-тăнлă хĕр ача Этĕл ялĕнчи çичĕ класлă шкулта пĕлÿ илнĕ. Мĕншĕн тесен Кивĕ Сименккере кĕçĕн классене çеç вĕрентнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне тăван ялтах пуçланă. Шăпах çав вăхăтра вăл хăйĕн çивĕч ăсĕпе, йĕркелÿçĕ пултарулăхĕпе палăрнă. Хаяр вăрçă пуçланнă вăхăтра Антонина аппа 24 çулта пулнă.
Пĕррехинче килне колхоз председателĕ килсе çитнĕ. Сĕтел çине уçăсен çыххине хунă май: «Паянтан эсĕ складра упранакан тĕш тырăшăн, çунтармалли-сĕрмелли материалсемшĕн, пылшăн тата ыттишĕн явап тытатăн», – тесе каланă.
Çав вăхăтра машинăсем пулман. Пуçтарнă тырра уй-хирте лупас айĕнче упранă. Антонина Александровна çĕрлехи дежурствăсем йĕркеленĕ. Ĕç мĕнле пынине кирек мĕнле çанталăкра та хăй тĕрĕслесе тăнă. Ытти хĕрарăмсене те ĕçе уява çÿренĕ пек тухма хавхалантарнă.
Вăрçă хыççăн ăна Архангельск хулинчи ял хуçалăх техникумне вĕренме янă. Унта вăл пахча çимĕç ÿстерекен специальноçа алла илнĕ. Училище лайăх паллăсемпе пĕтернĕскер тăван яла таврăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пахча çимĕç çитĕнтерекен ушкăнсен бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Ун чухне пĕр бригада Çĕнĕ Сименккере ĕçленĕ, тепри – Кивĕ Сименккере. Калчасене вăл ертсе пынипе лаша вити çывăхĕнчи парниксенче çитĕнтернĕ. Пахча çимĕç плантацийĕсем икĕ ял хушшинче çырма хĕррипе вырнаçнă. Хĕрарăмсем ÿсен-тăрансене алă вĕççĕн çумланă, çырмари шывпа шăварнă… Ĕçĕ питĕ йывăр пулнă, анчах тухăçĕ пуян пулни савăнтарнă. Пахча çимĕçсене (помидор, кишĕр, купăста тата ытти те) машинăсем çине тиесе Пелепей хулинчи çар чаçĕсене ăсатнă, çар склачĕсене илсе кайнă.
Вăрçă хыççăн та Антонина Борисова тата унăн хĕр юлташĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Каярах вĕсене тыл ĕçченĕсем статус панă, Çĕнтерÿ кунĕнче те фронтовиксемпе пĕрле чысланă.
Пĕр ял çыннисем ĕçчен те ырă кăмăллă, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен Антонина Александровнана хисепленĕ.
Антонина Борисова 1993 çулхи май уйăхĕн 24-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Анчах вăл паян та манăн чĕрере сывă.
Галина АСТАФЬЕВА тăванĕ.
Пелепей хули.
Сăн ÿукерчĕкре Антонина Борисова пĕрремĕш ретре сулахайран иккĕмĕш