Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
23 Майӑн , 09:00

Вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ кĕске çамрăклăх

Манăн алăра хаклăран та хаклă сăн ÿкерчĕк. Ун çинче Михаил Иванович Петрова сăнланă. Вăл манăн аттен, Николай Иванович Петровăн, пиччĕшĕ. Çакă пирĕн çемьере сыхланса юлнă Миша пиччен пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ.

Вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ  кĕске çамрăклăх
Вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ кĕске çамрăклăх

Миша пиччене 1941 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Федоровка районĕнчи çар комиссариатĕнчен Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илнĕ. Çывăх çыннăмăр малтан рядовой, унтан звено командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Раççей Оборона министерствин Хĕç-пăшаллă вăйсен тĕп архивĕнчен пĕлнĕ тăрăх, Михаил Петров 11-мĕш çар йышĕнче Балтика тăрăхĕнчи, Литва, Латви оборона çапăçăвĕсене хутшăннă. Унтан вĕсен чаçĕсем нимĕçсен Холм тата Старорусский çарсен пĕрлешĕвĕсене хирĕç контртапăну йĕркеленĕ.
1941 çулхи январь – 1942 çулхи май уйăхĕсенче Старорусский тапăну операцине хутшăннă, каярах вĕсем Демьян плацдармĕнче нимĕç хапсăнчăкĕсене çавăрса илсе тĕп тунă. Çак ĕçсем 1943 çулхи февраль-март уйăхĕсенче пулса иртнĕ. Çавăн пекех вăл 1943 çулхи июль-август уйăхĕсенче Курск çапăçăвĕнче, унтан Орлов, Брянск операцийĕсенче кĕрешнĕ.
Миша пичче 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Брянск хули çывăхĕнче пыракан çапăçура паттăрла вилĕмпе пуçне хунă. Ăна ытти хĕрлĕ армеецсемпе пĕрле Брянск хулин кăнтăр енчи тăванла вил тăпринче пытарнă. Вăрçă çулĕпе пĕр килнĕ çамрăксем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр фашист хапсăнчăкĕсене çĕнтернĕ. Манăн пичче, Михаил Иванович Петров, яланлăха пирĕн ăрури çынсен асĕнче юлĕ.
Нина РУСАКОВА.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.

Вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ  кĕске çамрăклăх
Вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ кĕске çамрăклăх
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас