Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
25 Майӑн , 15:00

Мăн асатте-асанне умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Раççей историйĕнче чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри шутланать. Вăл малтанхи кунран пуçласах пĕтĕм халăх вăрçине çаврăннă. «Тăван çĕршыв хăрушлăхра!», «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!», «Пĕтĕм вăя тăшмана аркатма!» лозунгсем çынсене ура çине тăратнă, чĕрере хавхалану çуратнă.

Мăн асатте-асанне умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп
Мăн асатте-асанне умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп

Манăн мăн асатте Михаил ятлă пулнă, ытларах ăна Миша тесе чĕннĕ. Вăл 1924 çулхи январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ăна 1942 çулхи июнь уйăхĕнче вăрçа, Тамбов хулинчи 111-мĕш танк бригади йĕркеленнĕ çĕре, чĕнсе илнĕ. Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнче çуралса ÿснĕ яштака та сарлака хул пуççиллĕ, хăй çулĕсенчен аслăрах курăнакан, механизаторсен шкулĕнче тракторист профессине алла илнĕ вун сакăр çулхи хастар каччă Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă.
Эпĕ унăн вун сакăр çулпа пыракан кĕçĕн мăнукĕ, вун пĕрмĕш класра вĕренекен ял ачи, танк штурвалĕ умĕнче ларакан çамрăк салтакăн мĕнле йывăрлăхсем витĕр иртмелле пулнине аран-аран тавçăрса илетĕп. Мăн асатте малтанхи кунсенчех Воронеж хулишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă. Асăннă хулашăн çапăçусем 212 кун пынă, 1943 çулхи январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Воронежа нимĕç хапсăнчăкĕсенчен хăтарнă. 111-мĕш танк бригади чылай çар операцине хутшăннă. Шăпа çамрăк танкиста вăрахчен сыхланă пулсан та 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче Михаил Алексеевич пĕрремĕш хут аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн малалла танк десант уйрăмĕн командирĕ пулнă. Танк десантникĕсем юлташĕсене тăшман тапăнăвĕнчен хÿтĕленĕ, разведкăна çÿренĕ, танксене малалла кайма кансĕрлекен чăрмавсене тĕп тунă.
Белоруссипе Украинăн пĕрремĕш фрончĕсем каялла чакакан тăшмана 1945 çулхи январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче кăнтăрла та, çĕрле те Одер юханшыв хĕррине тухичченех хăваланă. Февраль уйăхĕнче совет çарĕсем Хĕвел тухăç Прусси чикки урлă каçнă. Ытти салтаксемпе пĕрле манăн мăн асаттене, Михаил Ильина, çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн «Кенигсберга илнишĕн» медальпе наградăланă. Çак çулах февраль уйăхĕнче ăна иккĕмĕш хут амантнă. Вăл йывăр суранланнă, госпитальте сипленнĕ хыççăн тухтăрсем ăна инвалидсен иккĕмĕш ушкăнне кĕртнĕ.
Пирĕн çĕршыври чи телейлĕ кун – 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ, Çĕнтерÿ кунĕ! Манăн мăн асатте, Михаил Ильин аслă сержант вăрçăран кăкăрĕ çине медальсем çакса сывă таврăннă. Çирĕм çулхи фронтовикăн сывлăхĕ хавшанă пулсан та вăл колхоз ĕçне пуçăннă. Малтан механизатор, унтан налук инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Мăн асатте вăрçă çулĕсем çинчен ыйтсан каласа пама юратман, хаяр вăхăта куç умне кăларса тăратма йывăр пулнă-тăр.
Часах Михаил Ильин ялти Елюк ятлă хĕре качча илнĕ. Вĕсен пĕрин хыççăн тепри тăватă ача çуралнă. Çамрăксем çурт хăпартма пуçланă. Вăрçăри йывăр контузи хыççăн пуç ыратнипе хытă асапланакан Михаил 34 çулта вилнĕ. Умра – сивĕ хĕл кунĕсем, урамра çил-тăман тустарнă. Çурта туса пĕтермен, ачисем пĕчĕк, никам çине те шанмалли çук. Манăн мăн асанне, Елена Степановна, хурланса аса илетчĕ: «Упăшка вилчĕ, эпĕ 33 çулта тăватă ачапа пĕччен тăрса юлтăм (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Аслă ывăл 10 çулта, кĕçĕнни – Коля çулталăкра çеç. Малалла мĕнле пурăнмаллине, ачасене ура çине тăратма ăçтан вăй илмеллине пĕлместĕмччĕ. Анчах та хуйхăпа йывăрлăхсене тÿссе ирттертĕм. Ачасене темиçе хутчен туртса илме хăтлансан та ача çуртне памарăм. Хуйха ĕçпе пусараттăм. Çурта туса пĕтертĕмĕр, ачасене çитĕнтертĕм. Паллах, никама та çăмăл пулман. Нумай ĕçлеме тÿр килнĕ, ачасене те ир ĕçе хăнăхтарнă».
Тăван çĕршыв çамрăк салтакăн паттăрлăхне тивĕçлипе хак парса Михаил Ильина III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. Анчах та награда паттăр патне çитеймен. Утмăл тăхăр çултан тин, 2014 çулхи çулла, эпир Михаил Алексеевичăн мăнукĕсем Интернет урлă унăн вăрçă çулĕсем, вăрçă вăхăтĕнчи лару-тăрăва пула илеймен награди çинчен информаци тупрăмăр.
Архив докуменчĕсем тăрăх çакна пĕлме пулчĕ: «Михаил Алексеевич Ильин Украинăри 15-мĕш танк корпусĕн 15-мĕш танк бригадин командирĕ пулнă май 1945 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăйлă çирĕплетнĕ пралук оборони витĕр тухма задани илнĕ. Вĕсем ун чух çак оборона витĕр тухса яла фашистсенчен хăтарнă».
Эпĕ мăн асатте танксене иртмелли чăрмава мĕнле майпа сирнине çапла куç умне кăларса тăрататăп. Тĕттĕм те сивĕ каç. Аслă сержант Ильин нимĕçсен оборони патне шăвать. Çак ĕçе хăвăрт та шăппăн тумалла. Вăл малалла шунă май, чĕри хăвăрттăн тапать, унăн шухăшĕ приказа пурнăçласси çинчен çеç. Умра йĕплĕ пралукран тунă оборона. Михаил шĕвĕр инструмента асăрхануллăн кăларать те йĕплĕ пралука виçĕ çĕртен касса татать. Кĕмелли çул уçă! Ун хыççăн юлташĕсем шăваççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен нимĕçсем йышăннă ял патне вăрттăн çитмелле. Пирĕннисем çывхарнăçемĕн çывхараççĕ. Унтан салтаксем пĕтĕм пĕвĕпе тăрса: «Малалла! Фашистсене вилĕм!» тесе кăшкăрса чупаççĕ. Манăн мăн асатте малтисен ретĕнче пырать, чупнă çĕртех автоматран фашистсене перет. Хыçалтан пирĕн танксем пыраççĕ, нимĕç салтакĕсем çĕр çине ÿкеççĕ, каялла тараççĕ, тыткăна лекеççĕ… Çапла çапăçнă пирĕн мăн асаттесем, çĕршыва нимĕç хапсăнчăкĕсенчен хăтарнă.
Михаил Ильин 16 фашиста тĕп тунă. Çак штурм хыççăн унăн ĕçĕнче «Правительство наградине тивĕç» тесе çырнă. 1945 çулхи февраль уйăхĕн иккĕмĕшĕнче 25 № приказпа 7-мĕш танк корпусĕнче тăнă Михаил Ильина III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. Йывăр аманнă хыççăн вăл госпитальте сипленнĕ чух унăн награди çухалнă пулмалла. Шел пулин те, манăн мăн асатте хăй наградине кăкăрĕ çине çакса курайман. Михаил Алексеевичăн мăнукĕсем РФ Оборона министерствин тĕп архивне ыйтса ярсан çеç, архив справки тăрăх ПР Пелепей тата Ермеккей районĕнчи çар комиссариачĕ Михаил Ильин ачисене орденпа удостоверенине панă. Эпир, унăн мăнукĕсем, мăн асатте умĕнче пуç таятпăр, унăн паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр, ун çинчен хамăр ачасене те каласа парăпăр.
Никита ИЛЬИН, Эрехĕрри вăтам шкулĕн 11 класс вĕренекенĕ.
Ермеккей районĕ.

Мăн асатте-асанне умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп
Мăн асатте-асанне умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас