Вăрçă алăка пырса шаккасан пĕрремĕш пулса Никитинсен кĕçĕн ывăлĕ Николай фронта тухса кайнă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче ăна Челябинск хулинчи НКВД çарĕн бригадине янă. 1942 çулхи январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Никитинсен аслă Наум ывăлне мобилизациленĕ. Февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пишÿлекрен Аллагуват станцине çар ушкăнне йĕркелеме Аркадие илсе кайнă. Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче ПАССР çар комиссарĕн приказне пурнăçласа Пишпÿлек районĕн çар комиссарĕ Байбурин 1083 артиллери полкĕн майорне Чебыкина Сталинград хулине районтан 15 комсомолка-хĕре ăсатни çинчен телеграфпа хыпарлать. Вĕсен шутĕнче 1922 çулта çуралнă Зоя Фроловна Никитина та пулнă. Тăлăх арăмăн Евфросиния Васильевна Никитинан килĕнче 34 çулхи Ксения хĕрĕ çеç тăрса юлать.
Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан Никитинсен çемйи нумай ачаллă пулнă, çирĕп хуçалăхпа пурăннă. Анчах та кил-йышри тăнăç пурнăç 20-мĕш çулсенче çемье пуçĕ, унăн тăрантаканĕ Фрол Никитич вилсен улшăннă. Выçлăха тата чире пула Евфросиния Никитинан Вера, Ульяна, Прокопий ачисем вилнĕ. Çемьери тăватă çынна çухатнипе çыхăннă хуйхăран ура çине тăрса ĕлкĕреймен хĕрарăмăн ачисене вăрçа илсе кайнă. 1944 çулхи март уйăхĕнче Николай ывăлĕ тĕлли-паллисĕр çухални çинчен хыпар килнĕ. Кĕркунне почтальон Польшăри Остроленка хула тулашĕнче Наум ывăлĕ вилни çинчен хыпар çитернĕ. Амăшĕн телейне çак «похоронкăсем» суя пулнă. Ачисем пĕтĕм вăрçă çулĕсене иртсе килĕсене сывă таврăннă.
Зенит артиллери наводчикĕ, Зоя Никитина ефрейтор чи хаяр та юнлă Сталинград çапăçăвĕ витĕр иртнĕ. Унăн çĕнтерÿ çулĕ 1945 çулхи июль уйăхĕнче Латвире сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен çарăн 1078 зенит артиллери полкĕнче вĕçленнĕ.
Аркадий Ленинграда çăлса хăварас, Эстонипе Польша çĕрĕсене нимĕç хапсăнчăкĕсенчен хăтарас çапăçусене хутшăннă. Белорусси фрончĕн 1495-мĕш хăй куçакан артиллери полкĕн награда хучĕсенче: «Çар тата транспорт машинисене горючипе вăхăтлă тивĕçтернĕ, çапăçу вăхăтĕнче командовани хушнине питĕ лайăх пурнăçланă, хут-документ ĕçĕсене лайăх илсе пынă», – тесе çырнă. Аркадие 1946 çулхи октябрь уйăхĕнче сержант званийĕпе демобилизациленĕ.
Наум çар ĕçне Белорусси фрончĕн 120-мĕш гварди стрелок дивизинче автоматчик-стрелок пулса взвод командирне çитнĕ. Мирлĕ пурнăçра бухгалтер специальноçне алла илнĕ май, 1944 çулта ăна яваплă ĕçе – 449-мĕш уйрăм автоцистерна батальонĕн аслă çыруçи (писарь) пулма – шанса панă. Наум фронтран 1945 çулта аслă сержант званийĕпе таврăннă.
Пĕртăван пиччĕшĕпе шăллĕсен çарти ĕç-хĕлĕ тĕлĕнмелле пĕр пек килсе тухнă: виççĕшĕ те хут-документ, пурлăхпа техника базин ĕçĕсене илсе пынă. Салтаксене сĕрмелли-çунтармалли япаласемпе, çар хатĕрĕпе, апат-çимĕçпе тивĕçтересси вăрçăра тĕп вырăнта тăнă-çке.
«Çапăçура палăрнăшăн» медаль памалли хутра хут-документ тата казначей ĕçĕсене илсе пыракан, 139-мĕш уйрăм çар штраф ротин 30-мĕш стрелок дивизин старшини Николай Никитин «1945 çулхи март уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Латви ССРĕн Салдус уезчĕн Янайшп хуторĕн районĕнче паттăрлăхпа пуçарулăх кăтартса малти линие çар хатĕрĕпе апат-çимĕç çитернĕ, аманнисене эвакуацилессине, çар техникине пухассине йĕркеленĕ. Артиллери вучĕ айĕнчен йывăр аманнă виçĕ салтака илсе тухнă. Николай НКВД шалти çарсен 21-мĕш стрелоксен уйрăм бригадинче легендарлă «Смерш» контрразведкăн тĕллевĕсене пурнăçланă. Кайран 30-мĕш стрелок дивизин шутĕнче Мускавшăн кĕрешнĕ çапăçусене хутшăннă. Николай Фроловича Смоленск тăрăхĕнче иртнĕ çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Унăн çарти кун-çулĕ пиччĕшĕсемпе танлаштарсан чи вăрăмми пулнă. Германие çитсе вăл тăван кĕтесне 1947 çулта çеç таврăннă.
Вăрçă хыççăн Никитин пĕртăвансем тивĕçлĕ пурăнса ирттернĕ. Вĕсен ачисемпе мăнукĕсем ашшĕсемпе пиччĕшĕсен, аслашшĕсен паттăрлăхĕсене асра тытаççĕ. Паттăрсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем паянхи кун мăн аслашшĕсен çар йăлисене тăсса Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Николайăн мăнукĕ (вăл та Николай ятлăскер) 2022 çултан пуçласа СВОра çĕр çинчи çарсен артиллери орудин наводчикĕ пулса кĕрешет, Наумăн кĕçĕн мăнукĕ – Иван Росгварди çарĕнче службăра тăрать. Унăн çар биографине Сиринчи çар операцийĕ тата СВО-на хутшăнни кĕнĕ. Халĕ вăл капитан званийĕпе инженер службин ертÿçи пулса тăрăшать. Унăн чылай награда пур.
Дмитрий ПЕТРОВ, Зоя Фроловна Никитинан мăнукĕ.
Санкт-Петербург хули
– Хушăлка ялĕ.
Статьяра «Память народа» сайтран тата çемье архивĕнчен илнĕ даннăйсем пур.