Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
22 Июнӗн , 11:00

Хамăр историе асра тытатпăр

2025 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери общественность Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул çитнине тата совет халăхĕ фашистла Германие çĕнтернине паллă турĕ. Çакна шута илсе, 2025 çула Раççейре асăннă пулăма халалланă.

Хамăр историе асра тытатпăр
Хамăр историе асра тытатпăр

2025 çула Аслă Çĕнтерĕве халаллама РФ Президенчĕ Владимир Путин ахальтен йышăнман. Çапла майпа пĕтĕм тĕнчене нацизма хирĕç пĕрлешнине тата истори чăнлăхне çирĕплетессине пĕлтересшĕн. Çакăн пек тума хăш-пĕр патшалăхсем аслă халăхăн этемлĕхе çăлса хăварнă паттăрлăхне манăçа кăларма хăтланни хистенĕ.
Вăрçă пĕтнĕренпе çур ĕмĕр ытла иртнĕ. Анчах унăн ахрăмне паянхи кун та «хăлхара янрать», вăл хальхи хирĕç тăрусем пыракан хирсенчен илтĕнет. Çĕнтерÿ кунĕ – ăрусене пĕрлештерекен уяв. Эпир хамăр историе астăватпăр, унпа мăнаçланатпăр!
Пирĕн тĕллев хăйсен пĕрлĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, Тăван çĕршыва калама çук юратнипе тата хăйсене шеллемесĕр çитĕнекен ăрăва тăнăçлă пурнăçпа, ирĕклĕхпе тивĕçтернĕ халăхăн паттăрлăхне асра хăварасси пулса тăрать.
2025 çулта федераци тата регион шайĕнче совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне ĕмĕрех асра тытассине тата истори астăвăмне сыхласа хăварассине халалласа чылай проект йĕркеленĕ. Çулталăк темине халалланă культурăпа массăллă мероприятисем нумай иртнĕ, вĕсене малалла та йĕркелĕç. Сăмахран, муниципалитет шайĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа палăксем лартаççĕ...
Çакна шута илсе тата юбилейлă датăна асра тытса Челябинск облаçĕнчи Чăваш наци конгресĕн полномочиллĕ представителĕ Геннадий Иванов хăйĕн пиччĕшĕпе Вениамин Николаевичпа (вĕсем иккĕшĕ те Шалти ĕçсен министерствин хисеплĕ ветеранĕсем)хăйсен ашшĕн, вăрçă участникĕн Николай Тихонович Ивановăн, вил тăпри çинче гранит плитаран палăк тата çĕнĕ карта вырнаçтарнă. Николай Тихонович 1926 çулхи апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралнă.
Биографинчен:
Çара чĕнсе иличчен Николай Иванов М.Горький ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1943 çулта вун çичĕ çулхи çамрăк каччă фронта тухса кайнă, иккĕмĕш Украина фронтĕнче çапăçнă. Вăл 1944 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи декабрь уйăхĕччен 384-мĕш хăй куçакан артиллери полкĕн стрелокĕ, унтан телефонист пулса Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Пăслăк арĕ вăрçă çулĕпе Берлина çитнĕ. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе килĕшÿллĕн Николай Тихоновича «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе наградăланă, И.В. Сталин ятĕнчен тав тунă. Унсăр пуçне вăрçă паттăрĕн пухмачĕнче «Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Совет Çарĕпе Флотне – 30 çул» медальсем те пур. Архиври даннăйсем тăрăх, Н.Т. Иванов 1945 çултан пуçласа 1950 çулхи июнь уйăхĕн 13-мĕшĕччен санитар пулса тăрăшнă. Сумлă ветеран вăрçă суранĕсене пула 1964 çулта вилнĕ. Ăна Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче пытарнă.
Пушкăртстанри чăвашсен
Канашĕн пресс-служби.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас