Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
20 Кӑрлач , 09:00

Тăван çĕршыв чĕнĕвĕ

1930 çулхи февраль уйăхĕн тĕттĕм каçĕнче Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан Моисей Трофимов килне юр кĕрчĕсем тăрăх ашнă май, инкек пуласса сиснĕ пек, хытă пăшăрханнă.

Тăван çĕршыв чĕнĕвĕ
Тăван çĕршыв чĕнĕвĕ

Ирхине Моисей Пафнутьевич Трофимов вăтам хресчен çемйине, пĕтĕм пурлăхне туртса илсе, репрессие лекнĕ ытти çынсемпе пĕрле конвойпа Пушкăртстанри Нуриман районĕнчи «Ăвăс варĕ»(«Осиновый лог») ссыльнăй пункта ăсатнă. Унăн ячĕ те хăрушăрах «ăвăс шалчи» пекрех илтĕнет.
Ял ячĕ хăй пĕлтерĕшне тÿрре кăларнă. 1933 çулхи август уйăхĕнче Моисей арăмĕ, Софья Никитична, чăтма çук йывăр ĕçсене тата чире пула вилсе кайнă. Ун хыççăн Мария ятлă хĕрĕ те çут тĕнчепе сыв пуллашнă. Ашшĕ тăрăшнипе Аннăпа Лиза, Ксенияпа Семен ачисем сывă юлнă. Хаяр çулсем пулнă вăл вăхăтра, çынсем хушшинче харкашу, ăнланманлăх хуçаланнă. Ĕнерхи кÿршĕсем тăшмана çаврăннă. Шăллĕ пиччĕшне хирĕç тăнă.
Суккул чăваш ялĕн историнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Ялтан кăларса янă çынсем çинчен хыпар пулман, ял-йыш майĕпен вĕсем çинчен мана пуçланă. Ялта юлнă çынсем çĕнĕ пурнăç илсе пынă, колхоз йĕркеленĕ, тыр-пул ÿстернĕ, патшалăх ĕçĕсене пурнăçланă.Репрессие лекнисем вара правасăр мĕскĕн пурнăçпа пурăннă.
Вăрçă умĕнхи тата вăрçă çулĕсем килсе çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, Раççее тискер те вилĕмлĕ хăрушлăх килсе çапнă. Этем шăписем çĕнĕрен юнлă çăмхана пĕрлешнĕ – ĕнерхи чухăнсемпе пуянсен ывăлĕсем вăрçă хирĕнче тĕл пулса çума-çумăн тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Кунта Моисей Пафнутьевичăн аслă пиччĕшĕ Марк Трофимов пирки каласа хăварсан вырăнлă пулĕ. Ăна çара 1942 çулта чĕнсе илнĕ. Çак çын шăпи урăхла йĕркеленнĕ пулсан та çăмăл пулман. Чухăн пулнипе вăл репрессие лекмен. Вăрçăри Сталинград çывăхĕнчи чи хаяр çапăçусем витĕр иртнĕ. Хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I-II степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ. Йывăр аманнипе килне таврăннă, сусăр пулса юлнă. Ульяна мăшăрĕпе çичĕ ача çуратса ÿстернĕ.
Раççейре ĕмĕртен икĕ сăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă – çăкăр ÿстерекен тата салтак. Тăван çĕршыва юратнине çирĕплетекен çак çÿллĕ тивĕç Трофимовсен ăруран ăрăва куçса пырать. Ссылкăна лекнĕ Моисей ывăлĕ Семен Трофимов 1942 çулхи март уйăхĕнче фронта кайнă. Курск çапăçăвне хутшăннă. Пулеметчиксен отделенин командирĕ пулнă май малти ретре хăюлăхпа хастарлăх кăтартнă. Пĕççи витĕр пуля тухса аманнă. Медсанбат. Госпиталь, сипленсен каллех çапăçăва кĕнĕ. Шăннă траншейăсем, атакăсемпе артобстрелсем, тăшманпа алла-аллăн тытăçни... Пурте пулнă. Икĕ çул фронтра иртнĕ, сылтăм аллине йывăр суранланă хыççăн ăна тыла сипленме ăсатаççĕ те тухтăрсем çара юрăхсăр тесе çирĕплетеççĕ.
Кăкăрĕ çинче орденсем илемлĕн çакăнса тăраççĕ, сывлăхĕ хавшанă, анчах та ĕнерхи салтакăн чĕринче тăван кĕтесĕ пирки ĕмĕт çав-çавах пурăнать-ха. Вăл хăй çуралнă Суккул ялне таврăнать. Урăхла пулма та пултарайман. Кашни çыннăн ÿсен-тăранăнни пек тымарĕсем пур-çке. Вĕсене пĕр шелсĕр тăпăлтарса кăларма май çук. Часах фронтовик çемйин прависемпе усă курса Çемен ашшĕне килне илсе килет. Çапла майпа 15 çул ссылкăра пулнă хыççăн Моисей Пафнутьевич тăван ялне таврăннă.
Илемлĕ те уçă кăмăллă Моисей Трофимов вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Ырми-канми тăрăшнă, хăй юратăвне никампа та улăштарман, урăх авланман. Ĕмĕр тăршшĕ чĕринче Софья мăшăрĕ çинчен аса илĕвне упранă. Моисей Пафнутьевич 1970 çулта 83 çул тултарасан вилнĕ, ăна тăван ялĕнчи масар çинче тăванĕсемпе юнашар пытарнă.
Унăн ывăлĕ Семен Моисеевич 1945 çулта çемье çавăрнă. Клавдия Васильевна мăшăрĕпе 60 çул пĕрле килĕшÿре пурăннă. Клавдия мăшăрĕ çут тĕнчепе маларах сыв пуллашни çеç юратнă чĕресене уйăрнă.
Семен Моисеевич вăрçă хыççăнхи пĕтĕм пурнăçне тăван тăрăхне халалланă, колхозра тăрăшнă, ăслă та тăрăшуллă ертÿçĕ пулнă. Вăрçă паттăрĕн ĕç кĕнекинчен: 1946 çул – колхозник,1956 çул – бригадир, 1957 çул – Çĕнĕ Хурамал ял Канаш председателĕ, 1959 çул – комплекслă бригада бригадирĕ, 1971 çул – бухгалтер-счетчик, 1977 çул – пахчаçă, 1979 – хуралçă, 1988 çул водокачкăра моторист пулса ĕçлени паллă. Çак сăпайлă çыннăн ĕç биографийĕнче пĕр сиктернĕ ĕç кунĕ те çук. Сывлăхĕ май панă таран кашни кун ĕçе çÿренĕ. Унăн ĕçри тата вăрçăри наградисен списокне пăлханмасăр вулаймастăн. Орденĕсем: Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степень. Медалĕсем: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Çерем çĕрĕсене уçнăшăн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20, 30, 40, 60 çул çитнĕ ятпа», «СССР çар вăйĕсене – 60, 70 çул».
Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăннă-ши çак тĕлĕнмелле уçă чĕреллĕ çын, унăн шалти тĕнчи еплерех пулнă-ши? Çак ыйту вырăнлă та мар пулĕ. Пĕтĕмлетсе ун çинчен çĕр çинче ĕçлесе пурăннă, тивĕçлĕ ачасем çитĕнтернĕ хресчен тесе калас килет. Ачисем хăйсен ĕçĕпе Тăван çĕршыва мухтаса ашшĕн çул-йĕрне малалла тăсаççĕ.
Алия АБДУЛЛИНА.
Мияки районĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас