

1942 çулхи августăн 18-мĕшĕнче çара чĕнтернисем Федоровкăран тухса кайнă. Манăн атте Ленинград фронтĕнчи 157-мĕш дивизин 384-мĕш стрелок полкне лекнĕ. Çакна унăн хĕрлĕ армеец кĕнекинче çырни те çирĕплетет. Тепĕр документра аттене 1944 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче стрелоксен запас полкне тата 25-мĕш октябрьте çуран разведкăн взводне сержант званипе отделени командирĕ туса куçарни пирки çырнă. Çак должноçпе унăн служби 1945 çулхи май уйăхĕчченех тăсăлнă. Аттен вăрçă служби пирĕннисем фашистла Германие çапса аркатнă хыççăн та Инçет Хĕвел тухăçĕнчи милитаристла Японие çĕнтериччен пынă. Çакăн хыççăн вăл тата 1947 çулччен Чукоткăра çĕршывăн чиккине хуралланă.
1947 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче СССРăн Аслă Канашĕн Указĕпе килĕшÿллĕн аттене Хĕрлĕ Çар ретĕнчен демобилизациленĕ. Çапла вĕçленнĕ унăн пилĕк çула яхăн тăсăлнă салтак служби. Кун пирки хĕрлĕармеец кĕнекинче кĕскен çырса хунисем калаççĕ.
Аттен хăй аманнине çирĕплетекен справкăсем те пур. 1943 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче снаряд ванчăкĕ ĕнсипе çамкине пырса лексе пĕрремĕш хут суранланнă. 1944 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче вара пуля унăн сылтăм аллинчи чавсин нервне амантнă. Атте пĕрре мар вилĕмпе тĕл пулнă, анчах сывă юлнă. Тăшмана хирĕç çапăçса харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 1944 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче «Паттăрлăхшăн», 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсемпе наградăланă.
Атте ытти фронтовиксем пекех вăрçă çинчен нумай калама юратмастчĕ. Çавна пула пире, унăн ачисемпе мăнукĕсене, вăл иртнĕ вăрçă çулĕ çинчен аннепе тăвансен аса илĕвĕсем çине таянса çеç тавçăрма тивет. Манăн Раиса Ивановна аппа каланă тăрăх (ăна хăй вăхăтĕнче атте каласа панă пулнă), разведчиксене фронт леш енне кайма приказ панă чух, салтаксем хастартарах пулччăр тесе, командир вĕсен речĕ умĕнче çĕр çийĕпе автоматла черетпе хăвăрттăн персе илнĕ. Разведкăра аманнисемпе пуç хунисене ниме пăхмасăр каялла илсе таврăнасси вара çырман саккун пулнă. Аттесен ушкăнĕ пурĕ çичĕ «чĕлхе» тытса таврăннă. Çакă мĕнле хăрушлăхра пулса иртни çинчен пире тавçăрма çеç тивет! Манăн анне Тамара Петровна каласа панă тăрăх, атте Хĕвел анăç фронтĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухнехи операцие те хутшăннă.
Анна Семеновна аттен йăмăкĕ каланă тăрăх, пиччĕшне фронта ăсатнине вăл астумасть: пĕчĕк ача пулнă. Вăрçăран епле таврăннине вара лайăх астăвать. Çав кун вăл ытти ачасемпе пĕрле шкулта пулнă. Урока Варвара Тихоновна Ямщикова илсе пынă. Сасартăк аслă класра вĕренекен Ефросинья Митрофанова: «Салтак килет!» – тесе кăшкăрса ярать. Ачасем пурте урама чупса тухнă та салтака ытти ял çыннисемпе пĕрле кĕтсе илнĕ. Пиччĕш йăмăкне палламан. Анчах, хĕр ачана ăна кăтартсан, йăмăкне ыталаса илсе чуптунă. Пурте вăл сывă таврăннăшăн çав тери савăннă.
1948 çулта атте авланнă, манăн пулас аннене Тамара Петровнăна качча илнĕ. Çемьере пĕрин хыççăн тепри Римма, Рая, Лена, Люба хĕрĕсем çуралнă. Атте 1947 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1952 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕччен Федоровка райсобесĕнче инспектор пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн 1966 çулччен вăрман хуралçинче вăй хунă. Каярах Ĕпхÿри автомобильпе çул-йĕр техникумĕнче кĕретсĕр вĕренсе, автоçулсемпе кĕперсем тăвакан мастер специальноçне алла илнĕ. Атте ку ĕçре Федоровкăри çул-йĕр юсакан управленире сарăмсăр виличчен ĕçленĕ.
Вăл çÿллĕ те яштака çын, спортсмен, сунарçă пулнă. 1952 çул Çтерлĕ хулинче иртнĕ колхоз çамрăкĕсен велоспорт спартакиадинче 50 çухрăм дистанцире чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Вăрçăра илнĕ пиçĕхÿ ăна мирлĕ пурнăçра та пулăшу парса тăнă. Сăмахран, вăрман хуралçинче ĕçленĕ чухне кашкăрсене тытнăшăн вăл пысăк укçана тивĕç пулнă, çав укçапа ялти пĕрремĕш çын пулса «Иж» мотоцикл туяннă.
Çапла астăватăп эпĕ аттене – фронт стрелок разведчикне, мирлĕ пурнăçри тăрăшуллă çемье пуçне, лайăх çынна. Унпа эпĕ чун-чĕререн мăнаçланатăп.
Любовь РУСАКОВА.
Федоровка ялĕ.