Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
25 Апрелӗн 2022, 12:26

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Çĕр чăмăрĕ çинче чи пысăк çĕршыв – Раççей. Унăн хÿттинче 190 халăх çынни туслă пурăнать. Çын шучĕпе вара пиллĕкмĕш вырăнта чăвашсем тăраççĕ.

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Вăл пӑлхарсен тӗрӗк ҫемйин ушкӑнне кĕрет. Çак çемьесен йышне хазар, авар, гунн тата хун чӗлхисем кӗреҫҫӗ. Чӑваш чĕлхи çыруллă чĕлхе, паянхи кунчченех пĕр-пĕринпе калаҫма май паракан пӗртен-пӗр чӗлхе шутланать. Çăл куç пек шăнкăртатса юхакан чĕлхепе вара миллион ытла çын калаçать. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар, радиопа телевидени, хаçатсемпе журналсен, литературăпа искусство, вĕренÿ чĕлхи те. Василий Чапаев Хĕрлĕ Çар командирĕ, Андриян Николаев космонавт, Петĕр Хусанкай, Константин Ивановпа Яков Ухсай тата Геннадий Айхи чӑваш литературин никӗслевҫисем, Надежда Павлова балерина, Геннадий Волков этнопедагог халăхăмăрăн ятне тĕнче шайĕнче çĕкленĕ.
Тĕнчере чĕлхесем шутсăр нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Анчах ЮНЕСКО шучĕпе тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать, çав шутра чăваш чĕлхи те. Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхин аталану хăвачĕ чакса пырать. Калаçакансен йышĕ те пĕчĕкленет. Тăван чĕлхепе калаçасси, ăна юратма вĕрентесси атте-аннерен пуçланать. Хамăрăн чӗлхене упрамалла, мӗншӗн тесен унӑн пуласлăхĕ хӑй пурӑнакан халӑхран кӑна килет. Ҫын тӑван чӗлхене юратни, тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесе тăрăшни вăл тӑвакан ӗҫсенче палăрать. Апла пулин те юлашки вăхăтра ачасем килте чăвашла сахалтарах калаçма пуçлани сисĕнет. Тăван чĕлхене хисеплени хамăртан килет. Чăвашлăха малалла аталантарасси – пирĕн тивĕç. Ҫавӑнпа та кирек мĕнле халăх çыравĕнче те хăвăра «чăваш» тесе палăртма ан вăтанăр.
Вун-вун чĕлхе пĕлнĕ вырăс çынни, Николай Ашмарин, чăваш чĕлхине тĕпчесе 17 томлă словарь пухнă. Унта пурӗ 40 пине яхăн сӑмах кĕнĕ. Ахаль сӑмахсемсӗр пуҫне ял, шыв-шур, ҫырма-ҫатра, вӑрман ячĕсемпе, кивелнӗ сӑмахсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшсемпе, чӑваш йӑли-йӗркисемпе, халӑх кӑмӑл-туйӑмне палӑртакан юрӑсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать. Çак пуянлăх – пирĕн алăра! Чăвашла калаçар! Упрар ăна.
Анфиса САЛИХОВА,
ППУн Çтерлĕ филиалĕн 3-мĕш курс студентки.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: