Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
25 Апрелӗн 2022, 16:40

Тăван чĕлхене юратман çын ют чĕлхесене те хисеплес çук

Тĕнче уçлăхĕ анлă. Çĕр çинче мĕнле кăна халăх пурăнмасть-ши? Пĕлекеннисемсĕр пуçне пĕлменнисем мĕн чухлĕ? Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пур. Чĕлхе вăл – халăхăн историйĕ, пуянлăхĕ, илемĕ.

Тăван чĕлхене юратман çын  ют чĕлхесене те хисеплес çук
Тăван чĕлхене юратман çын ют чĕлхесене те хисеплес çук

Кашни çын хăйĕн ашшĕпе амăшне юратать. Анчах темшĕн тăван чĕлхине хаклама пĕлмест. Тăван чĕлхе – анне чĕлхи. Ман шутпа, аннене хисеплекен çын тăван чĕлхерен те ютшăнмасть. Çак илемлĕ, янăравлă, çепĕç чĕлхене юратмасăр юрамасть. Шухăшлăр-ха кашни кайăкăн, чĕр чунăн хăйĕн чĕлхи пур, вĕсем пурри çут çанталăка пуянлатать. Çынсен те çавнашкал, кашни халăх хăй пĕр мерчен. Асăрхăр-ха, сцена çине пĕр-пĕр халăх тумĕпе тухса тăнă чипер хĕр мĕнле куçа илĕртет. Чăваш тумĕ мĕнле илемлĕ, чипер. Куç умне Нарспи сăнĕ тухса тăрать. Кашни каччăн чунĕ çÿçенсе илет. Мĕншĕн-ха çакăн пек илемлĕхе çухатмалла. Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе пĕр тан тăма пĕрре те вăтанмалла мар. Чăваш халăхĕ тĕнчене сумлă та хастар паттăрсемпе тата чиперккесемпе нумай савăнтарчĕ. Татах та савăнтарасса шанас килет. Пуласлăх паянхи çамрăксенче, пирте. Вырăсла пĕлни аван, ют чĕлхесене лайăх вĕренмелле. Çапах та пĕр чĕлхене нихăçан та манмалла мар, ăна упрамалла, юратмалла пуласлăха илсе çитермелле. Уçă та çепĕç чăваш юррине ĕçре те, уявра та илтмелле пултăр. Юрă кăмăла çĕклентерет, тÿпене çитерет, сăпка çинче сиктерет, кимĕ çинче ярăнтарать. Çамрăк ăрура тилхепе çавăнпа та шанчăка тÿрре кăлармалла.
Кăвак çутăран шăратнă акапуç,
Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать.
Çĕн кун – шевле сариллĕ ылтăн пуç –
Чăваш уйне ака тума тухать.
Çеçпĕл Мишшин сăввисене вуласан çунат хушăннă пек туйăнать. Пуласлăх çуталса килнĕн курăнать. Халăхăн чаплă ывăл-хĕрĕсемпе мухтанни çеç мар, вĕсен умĕнче намăс курас марччĕ. Иван Яковлевич Яковлева ялан асра тытса, пуçа каçăртса утасчĕ. Çамрăксем, пуласлăха халăхăн ырă енĕсене çеç илсе каяр. Малашлăх çутă та таса пулмалла. Мана Валерий Туркай сăввинчи сăмахсем аса килеççĕ:
Çÿлти Турă упратăр сана
Нихçан Сÿнми Çутă
Çутаттăр Çулна.
Пуласлăх çулĕ анлă та такăр пултăр тесен, çамрăксем халăх историне, тăван чĕлхене пĕлмелле. Халăхăн йывăр шăпине, йăнăшĕсене тăвас марччĕ. Паянхи кунпа çеç пурăнни тĕрĕс мар. Мĕншĕн-ха çакна çынсем ăнланмаççĕ. Паянхи çын ыранхине те курма пĕлмелле. Тымарсăр йывăç ÿсмест, çавăн пекех пуласлăх та ĕнерхи кунсăр пулмасть. Çын та анне чĕлхисĕр малашнехи ăрăва тĕрĕс çул çине тăма вĕрентеймест.
Анастасия ЕФИМОВА, Меселпуç шкулĕн вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: