Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
26 Апрелӗн 2022, 12:08

Чăваш чĕлхи – илемлĕ, асамлă тата янравлă

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ – Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырулăхне пуçарса янă И.Я. Яковлев, çуралнă кун. 1992 çултан пуçласа çак куна Чăваш чĕлхи кунĕ тесе уявлаççĕ.

Чăваш чĕлхи пирĕншĕн чи хакли, чи юратни, чи çывăххи. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă. «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», – тенĕ И.Я.Яковлев.  
Ачасене халăх йăли-йĕркисемпе, чăваш халăхĕн пуян ăс-хакăлĕпе паллаштарас, хамăр йăх-ăрăва хисеплеме вĕрентес, пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртас, ачасен хушшинче туслă хутшăнусем йĕркелес тĕллевпе Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв иртрĕ. Вăл Раççейри Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕн витĕмĕпе иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Пелепей хулинчи чăваш гимнази, хулари 1№, Слакпуç, Ярмулай, Метевпуç (Сименкке шкулĕ хупăннă хыççăн унти ачасем кÿршĕллĕ тутар ялĕнче вĕренеççĕ) шкулĕсенчи 2-9 класс ачисем хутшăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх мероприяти ĕç çыннине мухтакан чăваш гимнĕнчен пуçланчĕ. Уява ертсе пыракансем паллă кунăн историйĕ, И.Я. Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Чи малтан сăмах Пелепей районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕнчи тăван чĕлхесемпе ĕçлекен специалиста Светлана Гареевана сăмах пачĕç. Ун хыççăн ачасене Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев саламларĕ. Владимир Матвеевич пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламланă май ăнăçу, хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма, чăваш халăх ятне çÿле çĕклеме сунчĕ. «Паянхи ырă кун пек, кăмăлăрсем те яланах савăк пулччăр», – терĕ вăл. 
Уяв программине Чăваш гимназийĕн шкул çулне çитичченхи воспитанникĕсем уçрĕç. Илемлĕ чăваш тумĕсем тăхăннă шăпăрлансем хăйсен хаваслă юрри-ташшипе куракансене савăнтарчěç, тĕлĕнтерчĕç. Чăнах та, пĕчĕкскерсене пăхса ытарма çук. 
Аслăраххисем вара чăваш чěлхи илемлĕ те асамлă пулнине хăйсен янăравлă сăввисемпе, юррисемпе çирĕплетсе пачĕç. Уявра вăйăсемпе ташăсем те, кулăшсемпе сценкăсем те пулчĕç. 
Шкул ÿсĕмĕнчи ачасенчен чи малтан сцена çине Ярмулай шкулĕн вĕренекенĕсем (вĕрентекенĕ – Т.А. Алексеева) тухрĕç. Вĕсем авалхи ача-пăча вăййисене кăтартса пачĕç. 
Чăваш халăхĕ ĕçлеме çеç мар, савăнма та пĕлет.  Авал пирĕн асатте-асаннесемпе кукаçи-кукамайсем юрăсем юрланă, вылянă, ташланă, хăйсем мĕн пĕлнине ачисене  вĕрентме тăрăшнă. Слакпуç шкул вĕренекенĕсем (М.М. Трофимова) «Халăх ăслăлăхĕн асамлă кĕнеки» урлă шăпах çакна кăтартса пама тăрăшрĕç. 
Гимнази вĕренекенĕсем хатĕрленĕ «Асанне арчи» постановка (В.К. Алексеева, П.Г. Кирилова) наци костюмĕсемпе, ача-пăча сăввисемпе тата йăпанусемпе, çĕнĕ ăрăва хальхи вăхăтра мĕн кирлĕ, çавăнпа паллаштарчĕ.
(Малалли 4-мĕшпитре.)

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: