Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
26 Апрелӗн 2022, 11:58

Эпир – Иван Яковлевăн вĕренекенĕсем

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче манăн юратнă пĕлÿ çуртĕнче, Ĕпхÿ хулинчи Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче, хăйне евĕр уçă урок иртрĕ.

Ăна чи паллă чăвашсенчен пĕрне, Иван Яковлевич Яковлева, халалланă. Уçă урока вăрах та тĕплĕн хатĕрлентĕм. Чăваш алфавитне никĕслекен тата  чăвашсене хăйсен чĕлхине, культурине хисеплеме вĕрентекен пирки каласа пама  презентаци те хатĕрлерĕм. 
Урока чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Любовь Николаевна Пашина ирттерчĕ. Эпир Иван Яковлевич Яковлев çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Сăмахран, эпĕ ку таранччен те Иван Яковлевича шкулсем уçма чиновниксем чăрмантарнине (чăваш халăхĕ ăслă пуласран хăранă), чăваш халăхне çутта кăлараканăн йăх-несĕлĕсем халĕ паллă çынсем пулнине пĕлмен. 
Эпĕ Иван Яковлевич çинчен пысăках мар доклад турăм. Унăн çăмăл мар, анчах та интереслĕ шăпи çинчен каласа патăм. Енчен те вăл çĕр çинче пулман пулсан пирĕн чăваш вырсарни шкулĕ те йĕркеленмĕччĕ. Мĕншĕн тесен ăна чылай çул каялла унăн вĕренекенĕ Павел Миронов уçнă. 
Çавăн пекех эпĕ уçă урокра пĕр ăслă та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çын пин çынран та нумайрах тума пултарнине ăнланса илтĕм. 
Иван Яковлевич хăш-пĕр енчен телейлĕ те пулнă темелле. Мĕншĕн тесен вăл тăлăха тăрса юлнă пулсан та лайăх çемьене усрава лекнĕ. Çавăн пекех пурнăç ăна В.И. Ленинăн ашшĕпе, Илья Николаевич Ульяновпа, паллаштарнă. Чăваш ачисем валли шкулсем уçма вара шăпах вăл пулăшнă. 
Чăваш халăхне çутта кăларма И.Я. Яковлева шăпа хăй çул уçса панă тейĕн. 
Юлия ФЕДОРОВА, Ĕпхÿ хулинчи 
Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕ. 

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: