Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
4 Майӑн 2022, 13:09

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Авăркас районĕнчи Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçлесе пурăннă чăвашсен пурнăçĕ иртнĕ ĕмĕрти 60-80-мĕш çулсенче питĕ те тĕлĕнмелле чаплă та тулли пулнă: спорт енчен те, культура енчен те, ĕçри çитĕнÿсемпе те республикăра малтисен шутĕнче тăнă.

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх
Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Ялта пурнăç кĕрлесе тăнă, колхоз миллионер шутланнă. Спорт енчен илсен, Федор Семенович Осипов, Мария Исааковна Никитина-Афанасьева Кăнтăр Урал чемпионĕсем те, спорт мастерĕсем те пулнă. Культура енчен, хăйпултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа Ленинграда çитсе курнă. Ĕçри çитĕнÿсемпе ВДНХна хутшăнса «Москвич» автомобиль çĕнсе илме пултарнă, Николай Моисеевич Никитин бригада ертÿçипе Григорий Кузьмич Петров нефтяник Социализмла Ĕç геройĕ ята илме тивĕçнĕ. Ял хуçалăх продукцине Кубăна çити ăсатнă. Çакăн пек çитĕнÿсем тума пултарнă меселпуçсем.
Çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнне, вăл вăхăтри хамăр ялăн пĕр ĕçченĕпе паллаштарам-ха. Ăна Евгений Михайлович Карамзин тесе чĕнеççĕ.
Чăваш тĕпренчĕкĕ 1942 çулхи февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче Меселпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн ашшĕ вăрçăччен Çтерлĕ хулинче мелькомбинатра ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан повестка илнĕ хыççăн пĕр кунлăха килне килсе кайнă тата пĕр уйăхри ачине мунча кĕртсе хăварма ĕлкĕрнĕ. Явкан (ялта ăна çапла чĕннĕ) 5 çула çитсен, вĕсем Çичĕкил кассинчен Анаткаса пурăнма куçнă. Меселпуçĕнчи 7 класлă шкула пĕтерсен çулла Михаил Павлович Терентьев тракторист патĕнче прицепщик пулса, хĕлле фермăра ĕçленĕ. 1960 çулта ĕне ферминче доярка пулса ĕçлекен Маньел хĕрĕпе Альбина Ивановапа çемье çавăрнă. 1961 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче салтака кайма повестка килсен, пĕр çула та çитмен ачипе арăмне хăварса, Хĕрлĕ Çара ăсаннă. Виçĕ çул хушши служба Казахстанри Балхаш кÿлли çывăхĕнчи ПВОра иртнĕ. 1964 çулта салтакран таврăнсан пĕр уйăх та канмасăр ферма ĕне сума кайнă. Çак çулах ăна кĕркунне Элшей районĕнчи Шафран поселокне выльăх тухтăрне вĕренме яраççĕ. Икĕ çул пĕлÿ илнĕ хыççăн ялта аслă выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Тата икĕ çултан Маньелĕнчи ферма заведующине куçарнă. Кунта тăватă çул тăрăшсан Евгений Михайловича 3-мĕш бригадăри сысна фермине ертсе пыма шанса панă.
Ăçта ĕçлесен те, унăн тăрăшулăхне шута илсе, 1975 çултан пуçласа ăна Меселпуçĕнчи 1-мĕш номерлĕ сĕтпе тавар фермин (МТФ) ертÿçи пулма суйлаççĕ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра кашни ĕнерен çулталăкне 2250 литртан 3500 литра çити сĕт суса илме пуçланă. Куллен ĕçе çÿренĕ хушăрах 1977 çулта Çтерлĕри совхоз-техникума куçăн мар мелпе вĕренсе пĕтернĕ.
Евгений Михайлович ĕçленĕ çулсенче ферма коллективĕ районта пĕрремĕшсен шутĕнче тăнă, фермăсем хушшинче куçса çÿрекен вымпел та вĕсен аллинче ĕмĕрлĕхех юлнă. Халĕ вăл шкул музейĕнче упранать. 1984 çулта ял хуçалăха аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна ВДНХра бронза медальпе чысланă, 1985 çулхине ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл татах çак медале илме тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен юлашки тăватă çулне фермăра ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçре вăй хунă. 2002 çулта, пенсие кайсан, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.
Çапла вара, Евгений Михайлович 44 çул колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн паянхи кун тăван ялтах пĕчĕкех мар хуçалăх тытса пурăнать, кил-çуртри тирпей-илемпе çамрăксене тĕслĕх кăтартать. Ăнăçу, телейлĕ ватлăх тата çирĕп сывлăх сунар ăна . Ак çакăн пек ĕçченсем илем кÿнĕ вăл вăхăтра Меселпуç ялне.
Иван ЕФИМОВ, чăваш наци академикĕ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: