Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
4 Майӑн 2022, 13:17

Пирĕн ăрури хисепе тата чыса тивĕç çын

Эпĕ Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренетĕп. Пушă вăхăтра баскетболпа волейбол секцисене çÿреме, ÿкерме кăмăллатăп. Ялта Люда кукамай патне час-часах çÿретĕп, ăна çуртри, пахчари ĕçсене тума пулăшатăп. Тепĕр чухне кукамайпа иксĕмĕр чылайччен калаçатпăр. Нумай пулмасть вăл мана мăн кукаçин Владимир пиччĕшĕ çинчен каласа пачĕ.

Пирĕн ăрури хисепе тата чыса тивĕç çын
Пирĕн ăрури хисепе тата чыса тивĕç çын

Владимир Никифорович Иванов 1927 çулхи февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче çемьере аслă ача пулса çуралнă. Унăн йăмăкĕпе шăллĕ те пулнă. Шкула ун чух 8 çул тултарсан çеç илнĕ. Анчах та юлташĕсем ÿсĕмне ÿстерсе калама хушнипе Владимир 6 çулта пулсан та ыттисемпе пĕрле пĕлÿ çуртне çÿреме пуçланă. Ултав каярах çиеле тухнă пулсан та ку пулăма никам та тишкерсе тăман. Арçын ачан вĕренес кăмăлĕ те пысăк пулнă. Çăвĕпе тата кĕркунне мĕн юр лариччен Володьăн кĕтÿ кĕтмелле пулнă. Вăл парта хушшине каярах ларнă пулсан та вĕренÿре ыттисене хăвăрт хăваласа çитнĕ.
1942 çулта Ĕпхÿ хулинчи Губкин ячĕллĕ Мускаври нефть институтне вĕренме кĕнĕ. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче 20 студент фронта кайма заявлени çырса панă. Вĕсен шутĕнче Владимир Иванов та пулнă. Çамрăк командирсен курсне иртнĕ каччăсем 1944 çулхи июнь уйăхĕнче 1-мĕш Прибалтика фрончĕн 364-мĕш Перекопский Хĕрлĕ ялавлă стрелок дивизин 3-мĕш ударлă армине лекнĕ. Фронтран таврăнсан Владимир тăванĕсене, йăмăкĕпе шăллĕне: «Салтаксем капкăнсене лекетчĕç, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмастчĕç, тăшмансене хупăрласа илетчĕç. Çак йывăрлăхсене Тăван çĕршывăн, çывăх çыннисен çутă пуласлăхĕшĕн тÿснĕ», – тесе каласа панă. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнче Владимирăн осколокпа ури йывăр суранланнă. Вăл Вышний Волчок хулинчи госпитальте сипленнĕ. Хĕвел анăç енче вăрçă вĕçленсе пынă, сурансенчен сывалнисене хĕвел тухăç енне ăсатнă. Çапла майпа Владимир Иванов Лăпкă тинĕс флочĕн пĕрлешĕвне лекнĕ. Медицина комиссийĕ иртнĕ хыççăн ăна авиаци ушкăнне вĕренме янă. Вĕренÿ хыççăн 1945 çулта август уйăхĕн 1-мĕшĕнче темиçе стрелок-радист тĕнчери Тинĕс разведкин авиаци уйрăм полкне килсе çитнĕ. Владимир Иванов инçете вĕçекен разведка самолечĕ çинче служба иртнĕ. Пурне те палăртса кирлĕ информацине базăна илсе çитерес тесе сывлăшра 12-15 сехет вĕçнĕ. Приказсенчен ытларахăшĕ çапăçăва кĕме чарнă, телее, вĕсене пурнăçлама май пулнă-ха. Экипаж туслă пулнă, пĕр-пĕриншĕн кар! тăнă. Ахальтен мар халăхра «Тус инкекре палăрать» теççĕ. Экипажпа Китай, Корея, Япони çĕршывĕсен чылай порт хулисене, Сахалин утравне, Камчаткăпа Чукотка çурма утравĕсене вĕçсе çитнĕ. Службăран килне 7 çултан çеç таврăнма пултарнă.
Килĕнче ăна юратнă мăшăрĕ Анна Семеновна кĕтнĕ. Вăл ăслă та ырă кăмăллă хĕрарăм пулнă, ачисене юратса, телейре тата тивĕçлĕ тимлĕх уйăрса ÿстернĕ. Вĕсем пурте вĕренÿре ĕлкĕрсе пынă. Çемьере шанăç, хисеп тата юрату хуçаланнă. Ивановсен Сергей ывăлĕ те хĕсметре пулнă, темиçе спорт тĕсĕпе 1-мĕш разряда тухнă. Бокс енĕпе спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Аслă хĕрĕ – педагог, 25 çул шкул директорĕ пулса тăрăшнă. Людмила Ĕпхÿри машина тăвакан заводра ĕçлет. Татьяна аслă квалификациллĕ бухгалтер-экономист шутланать. Ирина Мускаври çăмăл промышленноçăн институтне пĕтернĕ. Валентина Челябинскри культура институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Владимир Никифорович ученăй агроном тата экономист дипломĕсене алла илнĕ. Вăл пур ыйтăва та татса пама пултарнă. Кукамай каланă тăрăх, тăвансем йывăр лару-тăрура ун патне час-часах канаш ыйтма пынă. Вăл пуринчен те çирĕп ыйтнă, анчах та çынсене ялан ăнланма тăрăшнă. Çемйине питĕ юратнă, кил-йыша юратупа тимлĕх уйăрнă, вĕсемшĕн тăрăшнă. Пĕррехинче Анна мăшăрĕ çинчен ăшшăн: «Вăл – манăн шăпа парни» тесе каланă. Владимир Никифорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтовикĕ. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе вăл тăванĕсемпе çывăх çыннисен тата юлташĕсен чĕрисенче ĕмĕрех асра юлĕ.
Софья ПЕТРОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка шкулĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: