Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
5 Майӑн 2022, 10:01

Манăн пултаруллă йăх-несĕлĕм

Пирĕн пурнăçра чи хакли – çемье. Çывăх çынсемпе тăвансем пире ялан пулăшаççĕ, ăшшăн кĕтсе илеççĕ, юратаççĕ, ăнланаççĕ. Аттепе анне хăйсен ачисемшĕн нумай тăрăшаççĕ: пĕчĕкренех вĕсене юратура ÿсме, пĕр хирĕçÿсĕр пурăнма вĕрентеççĕ, пĕтĕм кирлĕ япала пултăр тесе чунне парса ĕçлеççĕ.

Манăн пултаруллă йăх-несĕлĕм
Манăн пултаруллă йăх-несĕлĕм

Манăн çемье пĕчĕк мар – атте, анне, икĕ пичче тата эпĕ. Унсăр пуçне эпĕ тăвансемпе пуян. Эпир ялан пĕр-пĕрне пулăшатпăр, ăшшăн калаçатпăр, çĕнĕ хыпарсемпе ылмашăнатпăр. Пирĕн хушăра туслă та тăванла çыхăну упранать.
Паян эпĕ хамăр йăхри чи хисеплĕ тата маншăн хаклă çынсем çинчен каласа парасшăн. Петр Васильевич Сергеев 1929 çулта июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пишпÿлек районне кĕрекен Пăслăк ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл 1944 çултан колхозра ĕçлеме тытăннă. Петĕр пичче тракторист пулса тăрăшнă, пултаруллă механизатор пулнă. 1971 çулта унăн ĕçне хак парс ăна Ленин орденĕпе наградăланă, çавăн пекех вăл «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медаль илме те тивĕçлĕ пулнă. Петр Васильевича Социализмла Ĕç Геройĕ ята панă. Вăл общество пурнăҫне хастар хутшăннă, темиçе хутчен ăна ялти депутата суйланă.
Петр Васильевич ытарма çук ырă çын пулнă. Вăл ĕç çине ялан тÿрĕ кăмăлпа пăхнă. Хăйĕн мăшăрĕпе, Нина Лукиничнăпа тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Шел пулин те, 1981 çулта Петр Васильевич çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вăл пирĕн несĕлшĕн, ял-йышшăн хăйĕн хыççăн ырă асăну тата тăван çĕр çинчи сăваплă ĕçĕн тĕслĕхне хăварнă.
Петр Васильевичăн пиччĕшĕ – Виталий Васильевич Капитонов. Вăл октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Комсомол çуралнă кун, çут тĕнчене килнĕ. Çакă манăн тăвана ялан хавхалантарнă. Вăл пĕтĕм çĕрте, хуть хăçан та чи лайăххисен шутĕнче пулма тăрăшнă. Польша Халăх Республикинче 3 çул хĕсметре тăнă. Вăл вăхăтра чикĕ леш енне салтака шанчăклă çынсем кăна лекнĕ. Пăслăк каччи, манăн тăван Европăра пулни савăнăç кăна мар, пуриншĕн те мăнаçлăх вĕт-ха. Çартан таврăнсан Виталий Васильевич хамăр районта Максим Горький ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçлеме тытăннă. Вăл комбайнер та, строитель те пулнă. Унăн пилĕк медаль тата Хисеп хучĕсем пуррине пĕлетĕп. ПАССР Аслă Канашĕ тĕ унăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Хамăн тăванăм çинчен тата та нумай ăшă сăмах калама пулать. Эпир 2014 çулта Петр Васильевичăн 85 çулхи юбилейне мĕнпур тăвансемпе пуçтарăнса паллă турăмăр. Çак уяв уссăллă иртрĕ, мĕншĕн тесен вăл йăх-несĕлĕмĕр камран пулса кайнине, кам кампа тăван пулнине пĕлме тата аякри тăвансемпе паллашма пулăшрĕ.
Çакăн пек уявсем йĕркелени питĕ те вырăнлă. Вăл çемье хаклăхне, ăру несĕле, йăха тата историе тĕпченине упраса хăварма пулăшать.
Анна ВАСИЛЬЕВА.
ППУн Çтерлĕри филиалĕн
4 курс студентки.

Манăн пултаруллă йăх-несĕлĕм
Манăн пултаруллă йăх-несĕлĕм
Манăн пултаруллă йăх-несĕлĕм
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: