Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
17 Майӑн 2022, 10:46

Никама та манман, нимĕн те манăçман

Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă мухтав палăкне уçрĕç.

Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман

Палăка хăпартас ĕçе 2017 çултах, ял хутлăх администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене Григорий Екимов пурнăçланă вăхăтрах, тытăннă. Анчах пуçланă ĕçе нумай пулмасть çеç вĕçлеме тÿр килчĕ. Çак куна суук-чишмасем пилĕк çула яхăн чăтăмсăррăн кĕтрĕç.
Палăка чуна пырса тивмелле юрăсемпе уçрăмăр. Концерт номерĕсем хыççăн фронт пăттине ас тиврĕмĕр.
Вăрçăра пулнисем çинчен пур информацие те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Афанасий Иванович Прокопьев тупса пачĕ. Вăл çак куна чăтăмсăр кĕтрĕ, çырусем те çырчĕ, анчах кĕтсе илеймерĕ. Шел, вăл хăй ĕçĕн çимĕçĕсене кураймарĕ.
Сукк-Чишма ялĕнчен вăрçа 99 çын тухса кайнă, çурри ытла, 55 çын, çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Асăну палăкне уçнă çĕре район Канашĕн председателĕ Ринат Шайбаков, монтаж ĕçĕсене пурнăçланă уйрăм предприниматель Дамир Насыров тата Кармаскалă районĕн хисеплĕ çынни, Подлубово ялĕнчи Михаил Малюшин меценат та хутшăнчĕ. Кедр хунавĕсенчен никĕслеме палăртнă пысăках мар аллейăна лартнă çĕре пур хăна та хутшăнчĕç. Лайăх пăхнă хушăра вĕсем чĕрĕлеççех. Подлубово ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Наиль Кадыров пурне те çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ. Палăк лартнă тата ун йĕри-тавра тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăннă çынсене тав турĕ.
Асăну палăкĕ çине çырнă паттăрсен хушамачĕсем, ĕмĕрех асра, яланах пирĕнпе юнашар пулнине аса илтерсе тăрĕç. Эпир асра тытсан вĕсем ĕмĕрех сывă.
Светлана МАТВЕЕВА Суук-Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ.
Кармаскалă районĕ.

Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Никама та манман, нимĕн те манăçман
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: