Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
31 Майӑн 2022, 10:44

Яков Михайлов вăрçă ветеранне юбилейпа пĕтĕм хула саламларĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 77 çул çитрĕ. Вăрçа хутшăннă, Çĕнтерĕве туптанă, ăна çывхартнă çынсем çут тĕнчере шутлă çеç тăрса юлчĕç.

Яков Михайлов вăрçă ветеранне юбилейпа пĕтĕм хула саламларĕ
Яков Михайлов вăрçă ветеранне юбилейпа пĕтĕм хула саламларĕ

Чылайăшĕ çинчен эпир çырса хăварнă, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем каласа панă тăрăх çеç пĕлетпĕр. Анчах та вăрçă вучĕ витĕр тухнă, сывă юлнă ветерансем сахал пулсан та пур-ха. Вĕсем пирĕн хушăра пурăнни пуянлăх тата мăнаçлăх. Паянхи статьяра хисеплĕ те сумлă вăрçă ветеранĕ Я. С. Михайлов çинчен каласа парасшăн.
Яков Семенович Михайлов Çтерлĕ районĕнчи Карлăкуль (Аллагуват) ялĕнче пысăк та туслă, ĕçчен çынсен çемйинче çуралнă. Вăхăт çитсен, 1941 çулта Челябинскри авиаци училищине вĕренме кĕнĕ, авиаци механикĕн специальноçне алла илнĕ. Çамрăк специалиста Инçет Хĕвел тухăçне старшина званийĕпе служба иртме янă. Яковăн тăватă пиччĕшĕ фронтра çапăçнă, вăл çав вăхăтра Инçет Хĕвел тухăçĕнче СССР çине тапăнма ункайлă вăхăт шыракан яппун хапсăнчăкĕсене хирĕç тăнă. Я.Михайлов старшина хăйне пиччĕшĕсем умĕнче айăплă туйнă: «Вĕсем вăрçăра çапăçаççĕ, манăн кунта яппун çарĕсен провокацийĕсене сăнама тивет. Апла пулсан вăрçă мансăрах иртсе каять», – тарăхнă вăл. 1945 çулхи май уйăхĕ çитнĕ. Хĕвел анăçĕнчен çарсем Хĕвел тухăçне куçнă, Совет çĕршывĕпе Япони хушшинче вăрçă пуçланнă. Яков Семенович та унта хутшăннă. Телее, вăрçă вăраха тăсăлман. Яппун çарĕсене кĕске вăхăтра аркатнă, 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче иккĕмĕш тĕнче вăрçи Совет çĕршывĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ.
Яков Семенович тăван кĕтесне таврăннă. Кунта çĕнĕ хула никĕсĕ çинче хими предприятине хăпартма палăртнă. Пĕрремĕш кунсенченех вăл нефтехимин пысăк предприятине тата çĕнĕ Салават хулине хăпартас ĕçе хутшăннă. Тăрăшулăхпа çĕнĕ пуçарусемшĕн (новаторство), унăн шутĕнче 20 рационализатор сĕнĕвĕ, вăрçăри наградăсем шутне тата «ПАССР тава тивĕçлĕ строителĕ» ят, «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине пĕлтерекен датăпа тата паттăр ĕçшĕн» медаль хушăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнипе иртнĕ парадра чаплă хăнасемпе вăрçă ветеранĕсем хушшинче Яков Семенович та пулнă. Пĕтĕм хула çыннисен умĕнче ветерана 100 çул çитнине пĕлтернĕ. Салават хулин çыннисемпе унăн хăнисем çак пĕлтерĕве тăвăллăн алă çупса йышăннă. Юбилей кунĕнче ветеран çурчĕ умĕнче импровизациленĕ концерт ирттернĕ. Унта «Шуратăл çăлкуçĕсем» («Родники Агиделя») чăваш халăх юррин ансамблĕ, вăрçă çулĕсен юррисене «Надежда» ушкăн юрланă. Юбилей хуçине администраци пуçлăхĕ Игорь Миронов, хула çар комиссарĕ, КПРФ Пушкăрт рескомĕн çыннисем ăшшăн саламларĕç, çамрăк армеецсем ветеран умĕн чаплă маршпа иртрĕç.
Виктор ИВАНОВ,
чăваш наци культура
автономин председателĕ.
Салават хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: