Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
10 Майӑн 2023, 11:40

Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа çĕршыври кашни ял-хуларах тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Ăна Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче те тивĕçлĕ шайра йĕркелерĕç.

Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле

Малтанах ватти-вĕтти ырă йăлапа Çĕнтерÿ мемориалĕ умĕнче пухăнчĕç. Уяв митингĕ уçăлнă май шкул ачисем вăрçă темипе сăвăсем вуларĕç. Хăнасемпе ял çыннисене Слакпуç ял Канаш пуçлăхĕ Дмитрий Андреев, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Вера Павлова, «Слак» ОООн тĕп директорĕ Сергей Афанасьев саламларĕç. Унтан пухăннисем йышпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксене асра тытса лартнă палăк умне чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç.
Кăçалхи уявăн çĕнĕлĕхĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Паттăрĕ Н.С. Павлов артиллеристпа çыхăннă. Иртнĕ çул вăл пурăннă вырăнта унăн бюстне вырнаçтарнăччĕ (Анатолий Павлов ывăлĕ çине тăнипе), кăçал вара пуçласа Çĕнтерÿ кунĕнче геройăн паркĕнче çав вырăнта чĕрĕ чечексем хучĕç, унăн ячĕпе кăмăллă аса илÿсем пулчĕç.
Унсăр пуçне ялти культура ĕçченĕсем тата шкул ачисем культура çурчĕ умĕнче пуян программăллă уяв концерчĕ йĕркеленĕ. Кунтах уçă сывлăшра салтак пăттине ас тивсе пăхма май пулчĕ.
Юрий НИКОЛАЕВ. Пелепей районĕ.

Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Çĕнтерÿ кунĕ çĕнĕлле
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: