Урал сасси
+27 °С
Облачно

Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем

Пушкăртстанран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 700 пин ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 11 пине яхăнĕ – хĕрарăмсем. Шел пулин те, 320 пин салтак вăрçă хирĕнче пуç хунă. Тата 50 пинĕ килĕсене сусăр пулса таврăннă. Республикăри çĕршер пин ентешĕмĕр Çĕнтерĕве тылра çывхартнă.

Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсемÇĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем

Симонов пушкăрт юррине юрласа пама ыйтнă

Пушкăрт салтакĕсен паттăрлăхне паллă поэт, çар корреспонденчĕ Константин Симонов «В башкирской дивизии» очеркра çырса кăтартнă. Очерк Дон çеçен хирĕ тăрăх «Урал» пушкăрт юрри янăранине сăнласа панинчен пуçланать. Çыравçă дивизие мĕнле майпа йĕркелени, салтаксен çарти паттăрлăхĕ, Гарей Нафиков майор вилни, çар çыннисем çĕнĕ куна мĕнле хатĕрленни çинчен каласа парать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕ Донран пуçласа Эльба патне çити 4 000 ытла çухрăм иртнĕ. Унăн йышĕнчи 3 860 ытла салтака орденсемпе тата медальсемпе наградăланă, 78-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ, пиллĕкĕшĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем шутланаççĕ. 2021 çулта ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Ĕпхÿри Совет лапамĕнче дивизийĕн пĕрремĕш командирне, Раççей Геройне Минигали Шаймуратова халалласа палăк лартнă.

Лаша – вут-çулăм
Пушкăртстан ытларах çара лашасемпе тивĕçтернĕ. Вăрçă çулĕсенче республика фронта 72 пин ытла килти выльăх ăсатнă.
Уйрăмах Керчь ятлă паллă лашан шăпи интереслĕ. Орел ăратĕнчи рысака Мияки районĕнчи «Большевик» колхозра усранă. Керчь малти линие 1942 çулхи июнь уйăхĕнче 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕ йышĕпе лекнĕ. Вăл Брянск облаçĕнчен пуçласа Берлина çити çитнĕ, икĕ хутчен аманнă. Керчь çарти тивĕçсемшĕн тăван кĕтесне таврăнма тивĕçнĕ пĕртен-пĕр лаша шутланать. 2023 çулта Ильчигулово ялĕнче ăна халалласа палăк уçнă.

Кам-ха вăл «Хура генерал»?
Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ çамрăк шкул учительне Гитлер хăйĕн тăшманĕсен шутне кĕртнĕ, ăна ярса тытма пысăк опытлă шыравçăсене янă. Анчах Даян Мурзин, урăхла каласан «Хура генерал» (хура та çăра сухалĕшĕн çапла ят панă, çавăн пек майпа вăл 20 çулхи каччă пулнине пытарнă), тăшманпа партизан вăрçине малалла тăснă: отрядсем йĕркеленĕ, эшелонсене тĕп тунă, нимĕç генералĕсене тыткăна илнĕ. Паянхи кун Даян Мурзина совет разведкин Джеймс Бондчĕ тесе калаççĕ.

Мишкинăри паттăр Рейхстаг çине ялав çакнă
Ăнлантарса панипе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ ялавне Рейхстаг куполĕ çине Егоровпа Кантария çакнă. Анчах куполăн тăрри çине пĕрремĕшсем пулса совет салтакĕсен ушкăнĕ, çав шутра Мишкин районĕнчи Гази Загитов аслă сержант пулнă, хăпарни çинчен информаци пур. Штурм вăхăтĕнче Загитов аманнă.

Кушнаренково салинчи диверсантсем
Вăрçă çулĕсенче Ĕпхÿ хули фашистсене хирĕç кĕрешмелли юхăмăн центрне çаврăннă. Кунта Коммунистсен интернационаллă ĕç тăвакан комитетне (Коминтерн) эвакуациленĕ. Ĕпхÿ хулинчен оккупацире пурăннă Европа территорине радиокăларăмсем вăрттăн эфира тухнă. Унсăр пуçне Кушнаренково салинче Коминтернăн диверси шкулĕ ĕçленĕ, унта «Штази» разведка пайĕн ертÿçи Маркус Вольф хатĕрленÿ иртнĕ.

«Ĕпхÿ» пирки геймерсем каласа панă
Ĕпхÿри паровозсем юсакан завод ĕçченĕсем вăрçă вăхăтĕнче укçа-тенкĕ пуçтарса танк туянни, ăна фронта ăсатни пирки хăш-пĕр тĕпчевçĕсем çеç пĕлнĕ. «Ĕпхÿ» тесе çырнă Т-34 танк Америка компьютер вăййинче усă курнă хыççăн чапа тухнă. Вăл унта Европа тăрăх çÿресе фашист çарĕсене хирĕç çапăçнă.
Историксен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 1944 çулта асăннă танк Европăна ирĕке кăларнă, ăна 1945 çулхи март уйăхĕнче Венгрире тĕп тунă.

Пушкăртстан каччи Тĕнчери халăхсен тÿрĕ кăмăллă çынни пулса тăнă
Асăннă истори Сергей Урсулякăн «Праведник» фильмĕ тухнă хыççăн анлă сарăлнă. Нимĕç тыткăнĕнчен таракан совет партизанĕ фашист ункинчен 218 еврей çыннине çăлса хăварнă. Николай Киселев Благовещенск районĕнчен пулнă. Ăна еврейсене фронт линийĕнчен темиçе çухрăма, Минскран Калинин облаçне илсе тухма хушу панă. Вăл задание тухăçлă пурнăçланă. 2025 çулта Яд ва-Шем еврей халăхĕн Инкек тата паттăрлăх институчĕн ятарлă комиссийĕ Николай Киселева «Тĕнчери халăхсен тÿрĕ кăмăллă çынни» ята панă.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Çĕнтерÿпе çыхăннă фактсем
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас