Урал сасси
+16 °С
Облачно

Ăрусемпе вăхăтсен çыхăнăвĕ – паттăрлăх никĕсĕ

Çтерлĕ хулинчи Чăваш наципе культура автономинче хастар та пултаруллă ентешсем чылай. Вĕсем обществăпа культура пурнăçне те, волонтер ĕçне те чун туртнипе, чĕре хушнипе хутшăнаççĕ. Паян эпир Елена Николаевна Борисова йăх-несĕлĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Вĕсен ăрăвĕн пурнăçĕ урлă тепĕр хут паттăрлăх темине хускатасшăн. Сăмах май, Борисовсен икĕ ывăлĕ ятарлă çар операцин паттăрĕсем. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри çапăçу хирĕнче пуçне хунă.

Ăрусемпе вăхăтсен çыхăнăвĕ – паттăрлăх никĕсĕĂрусемпе вăхăтсен çыхăнăвĕ – паттăрлăх никĕсĕ
Ăрусемпе вăхăтсен çыхăнăвĕ – паттăрлăх никĕсĕ

Мăн кукашшĕ
Иустин Герасимович Федоров Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче 1901 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1920-1924 çулсенче рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕнче хĕсметре тăнă. Унсăр пуçне вăл Граждан вăрçине хутшăннă. 1942 çулта Иустин Федоров фронта тухса кайнă. Август уйăхĕнчи Воронеж çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă. Сывлăхĕ начар пулнипе ăна çар комиссийĕ килне тавăрса янă. Вăл вăрçă хыççăн тăван колхозра ĕçленĕ, таврари чи ăста кăмакаçă пулса тăнă. Иустин Герасимовича «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль парса чысланă.

Иустин Герасимович ФедоровИустин Герасимович Федоров
Иустин Герасимович Федоров

Кукашшĕпе кукамăшĕ
Николай Иустинович Федоров Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче 1925 çулхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Вун сакăр çул тултарнă каччăна 1943 çулхине рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарне чĕнсе илнĕ. Вăл Карели фрончĕн 28-мĕш запасри стрелоксен полкĕнче служба иртнĕ. Иккĕмĕш Инçет хĕвел тухăç фрончĕн 198-мĕш уйрăм зенитпа артиллери дивизийĕн 757-мĕш артиллери полкĕн йышĕнче Яппун самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Ăна 1948 çулта демобилизациленĕ. Хăюллă чăваш арне «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Николай Иустинович вăрçă хыççăн колхозра тăрăшнă.
Раиса Ануфриевна Федорова Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче 1926 çулхи февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 15 çулхи хĕр пулнă. Арçынсем фронтра çапăçнă, ялта хĕрарăмсемпе ачасем çеç тăрса юлнă. Шăпах вĕсем техника умне ларнă, талăкĕпе уй-хирте ĕçленĕ. Раиса та тракторпа ĕçлеме вĕреннĕ. Ăна çак ĕçре 13-14 çулхи арçын ачасем пулăшнă. Çĕрлехи вăхăтра тракторăн фарисем пулман пирки арçын ачасем çула краççын лампипе çутатнă. Лаша сеялкипе тырă акнă, тухăçа лаша хыçĕнчен çаклатмалли тĕш-тырă пуçтаракан хатĕрпе (лобогрейка) пухса илнĕ. Хыçалтан хĕрарăмсем кĕлтесем çыхнă. Çапла тыл ĕçченĕсем кашни кун, иртен пуçласа тĕттĕмччен, Çĕнтерĕве çывхартнă. Акса ÿстернĕ тухăçăн ытларах пайне вара патшалăха панă.
Раиса Ануфриевна – тыл паттăрĕ. Ăна «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Раиса тата Николай Федоровсем çичĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Чăваш хĕрарăмĕ вăрçă хыççăнхи çулсенче тăван колхозри чăх-чĕп ферминче вăй хунă.

Николай Иустинович тата Раиса Ануфриевна ФедоровсемНиколай Иустинович тата Раиса Ануфриевна Федоровсем
Николай Иустинович тата Раиса Ануфриевна Федоровсем

Кĕçĕн мăнукĕсем
Александр Алексеевич Борисов, «Магнат» хушма ятлă салтак, ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа хăйне валли вырăн тупайман. «Эпĕ пулмасан кам пултăр?» тесе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. 2023 çулхи октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа мотострелоксен полкĕн 21-мĕш уйрăм гварди 1-мĕш ротин йышĕнче стрелок тивĕçне пурнăçланă. «Пурте Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ вăхăтра килте ларма намăс» тесе яланах çирĕплетнĕ. «Магнат» ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă, яваплă арçын пулнине палăртмалла. Вăл юхан шыв хĕрринче пÿрт лартма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа çырнинчен иртеймĕн теççĕ. Хăюллă чăваш арĕ Донецк Халăх Республикинчи Ясиноватский районĕнчи Водяное ялĕ çывăхĕнче çар задачине пурнăçланă чух вилнĕ. РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Магната» вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденне панă.
Паянхи кун Пелепей хулинчи 17№ шкулăн стени çине чăваш салтакĕ ячĕпе асăну хăми вырнаçтарнă, Герой парттине уçнă. Музейре ăна халалласа курав йĕркеленĕ. «Встанем на защиту веры и Отечества» кĕнекере пирĕн паттăрсем çинчен çырнă, çав шутра «Магнат» та пур.

Александр Алексеевич БорисовАлександр Алексеевич Борисов
Александр Алексеевич Борисов

«Борис» хушма ятлă салтак 2025 çулхи январь уйăхĕнче, пиччĕшĕ вилнĕ хыççăн çулталăкран, ятарлă çар операцине хутшăнма йышăну тунă. Вăл çулталăк ытла Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет. Шăллĕ те пиччĕшĕ пекех «Эпĕ пулмасан кам пултăр?» – тесе çирĕплетет. Вăл тăшманăн дрон ушкăнĕ тапăннипе урине суранлатнă, госпитальте сипленнĕ, ун хыççăн каялла хăйĕн чаçне таврăннă.

– Эпĕ хамăн ывăлсене ырă кăмăллă, яваплă, хăюллă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Паянхи кун вĕсемпе мăнаçланатăп, – тет паттăрсене пурнăç парнеленĕ Елена Николаевна.
Амăшĕ те ывăлĕсенчен юлмасть. Вăл волонтер пулнă май маскировка сечĕсем çыхать, кирлĕ чух укçи-тенкине те парса пулăшать. Çапла пурте пĕрле Çĕнтерĕве çывхартатпăр.
Оксана ФЕДОРОВА.
Çтерлĕ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас