

Эпир вăйлă, кирлě чухне ялан пěрле. Пěтěм халăх туслă та пěр тан пулса Тăван ҫěршывăн ирěклěхěшěн пěтěм вăйне парса кирек хăш тăшманпа та кěрешме хатěр. Ятарлă ҫар операцийě пынă май та ҫакнах асăрхатпăр. Паян чăвашě, тутарě, вырăсě – пурте пěрле Тăван ҫěршывăн пуласлăхěшěн кěрешеҫҫě. Мěн чухлě хăй ирěкěпе фронта тухса кайнă салтак! Шкул ачисем те айккинче тăрса юлман – ҫырусем ҫырсах тăраҫҫě, талисмансем хатěрлеҫҫě, гуманитари пулăшăвě пухнă ҫěре хастар хутшăнаҫҫě. Хěр арăмсемпе ватăсем кашни кунах хӳтěлев каррисем ҫыхаҫҫě. «Пурте фронт валли!» – тěп лозунг пулнă нимěҫ фашисчěсемпе кěрешнě вăхăтра. Паян та ҫавах, кам мěнпе пулăшаять.
Ятарлă ҫар операцин паттăрěсем паян пире хӳтěлеҫҫě. Ҫěнтерӳ пуласса шанатпăр. Тăван ҫěршывăн Аслă вăрҫин паттăрěсем пире валли ҫутă та телейлě пурнăҫ парнеленě. Пирěн ҫакна нихăҫан та манма юрамасть.
Ҫěнтерӳҫě салтак! Ҫак сăмахсем кашни Раҫҫей ҫыннин чěринче ятарлă хумханупа янăраҫҫě. Кашни ҫулах, май уйăхěн 9-мěш кунěнче, ват асаттесен сăн ӳкерчěкěсене йăтса эпир палăк умне пухăнатпăр. Паттăрсене асăнатпăр, чыс тăватпăр. Питě хумхануллă ҫак кун! Совет салтакě Аслă Ҫěнтерěве кунран кун ҫывхартса пурнăҫа кěртнишěн мăнаҫланатпăр!
Европăри тата Америкăри хăш-пěр пÿтсĕр политиксемпе мăн кăмăллă патшасем паян пирěн Ҫěнтерěве ăмсанма пăхаҫҫě. Ăна ҫěнěлле ҫырса кăтартма та хăтланаҫҫě, ҫěнтерěве хăйсем ҫывхартнă пек тăвасшăн. Анчах вěсен тăрăшни кăлăхах, усăсăр ěҫ. Пирěн Аслă Ҫěнтерěве никам та туртса илеймě. Совет салтакě Европа ҫěрне фашистсенчен ҫăлнă, Рейхстаг ҫине юн тěслě Ҫěнтерӳ ялавĕ ҫакнă. Паллах, ҫăмăл пулман пирěн мăн асаттесене Берлина ҫитме. Мускав, Сталинград, Курск пěкки, Кавказ, Севастополь... пиншер ял-хулана ирěке кăлармалла пулнă. Аптраман паттăрсем, вут-ҫулăм витěр малалла талпăннă.
Ытла та хаклă пулнă пирěн ҫěршывшăн Аслă Аттелěх вăрҫи. 1710 хулапа 70 пин яла нимěҫ фашисчěсем ишнě, ҫěмěрнě е веҫех аркатса пěтернě. 27 миллион ытла ҫын вăхăтсăр ěмěрлěхех куҫěсене хупнă. Мěн чухлě ҫемье, ача-пăча тăлăха юлнă. Ҫěршывăн арканнă хуҫалăхне ҫěнěрен аталантарса ямашкăн темĕн чухлĕ укçа, вăй кайнă.
Хăрушă вăрҫă пирки паян эпир истори учебникěсенчен вуласа пěлетпěр, ун ҫинчен ҫěршер кино ӳкернě, пиншер кěнеке ҫырса кăларнă. Пирěн чăваш ҫыравҫисем те вăрҫăн малтанхи кунěсенченех тăшмана хирěҫ пăшалпа та перопа кěрешнě. Атă кунчинчи хайлавсене литература урокěсенче хумханса вулатпăр. Л.Агаков, М.Н. Данилов-Чалдун хайлавěсене вуланă май чěрě фактсемпе нумай тěл пулатпăр.
Паянхи кун хăш-пěр ют ҫěршывсенче, уйрăмах Балтика тăрăхĕнче тата Украинăра, Аслă Ҫěнтерӳ ячěпе лартнă палăксене ҫěмěрни, паттăр салтаксен вил тăприсем ҫинчи плитасене аркатни, ветерансене хисеплеменни тарăн шухăша ярать. Çакă фашистсем хăйсен пуҫěсене ҫěнěрен ҫěклеме хăтланнин палли пулса тăрать. Тěнчери ООН йышши организацисен паян вăйлă тăрăшмалла. Фашизма аталанса кайма памалла мар.
Истори пире иртнине пěлме, хальхипе пулассине ăнланма пулăшать. Çавăнпа та Тăван ҫěршывăн Аслă вăрҫи ҫулěсенче курса, тӳссе ирттерни пуриншěн те урок пулмалла. Ун пек хăрушă вăрҫă урăх нихăҫан та ан пултăр.
Мăн асаттесен паттăрлăхě пире Тăван ҫěршыва тата та хытăрах юратма, тăшман тапăнас пулсан вěсем пекех ăна харсăр хӳтěлеме хатěр пулмалли ҫинчен вěрентет. Совет салтакěн паттăр мăнукěсем паян Донбаспа Новоросси ҫěрěсене нацизмран хăтараҫҫě. Аслашшěсем утнă ҫулпах тăшмана хěвел анăҫ еннелле хăвалаҫҫě. Ҫěнтерӳ пирте пулать, эпир çакна шансах тăратпăр.
Злата ПОТАПОВА,
8-мěш класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ, Ҫěньял ялě.