Пур хыпар та
Подъездсенчи тирпей-илем
16 Августӑн 2019, 18:18

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсенче комплекслă юсав ĕçĕсем тавра çуралнă ыйтусемпе хуравсем

Программăн тулли ячĕ мĕнле?«Нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсенче комплекслă юсав ĕçĕсем»Вăл хăш тапхăрта пурнăçланĕ?Программа 6 çула (2019-2024 çç.) тăсăлать.

Вăл мĕнрен тăрать? Унăн тĕллевĕсем мĕнле?
Пушкăртстан Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене лайăх условисем туса парасси.
Программа кураторĕ кам?
ПР Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерстви.
Программăна пурнăçа кĕртнĕшĕн кам яваплă?
Капиталлă юсав енĕпе ĕçлекен регионти оператор.
Пĕтĕмĕшле миçе подъездра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă?
2019 çулта 4 пин подъезда юсаса илем кÿрĕç‚ ултă çул хушшинче вара 26 пине яхăн подъезд хăйĕн сăнне улăштарĕ.
Подъездсенче юсав ĕçĕсене ирттермелли решенине кам йышăнать?
Нумай хваттерлĕ çурт адресне муниципаллă пĕрлĕх администрацийĕ палăртать. Кашни муниципалитетра ятарлă комисси йĕркеленĕ. Вăл хăш вăхăтра çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене ирттермеллине пăхса тухать.
Программăна мĕнле хутшăнмалла? Пурăнакансем мĕн тумалла?
Программăна хутшăнас тесен хваттер хуçисен пуху ирттермелле‚ унта сасăласа решени йышăнмалла. Çак йышăнăва протокола кĕртсе администрацине илсе çитермелле.
Енчен те пухура программăна хутшăнас тесе йышăннă пулсан‚ анчах та 2019 çулта унта кĕрсе ĕлкĕреймесен‚ вĕсен заявкине 2020 çулта пăхса тухĕç.
Мĕнле ял-хуласем программăна кĕнĕ?
Республикăри мĕнпур муниципаллă пĕрлĕхсенче, ăçта нумай хваттерлĕ çуртсем пур, юсав ĕçĕсем ирттермелли ялсене палăртнă. Паллах, кунта кăçалхи çула юсав ĕçĕсем тума мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнине шута илмелле.
Программăна мĕнле çуртсем кĕнĕ?
Икĕ, пилĕк тата тăхăр хутлă çуртсем. Ытти çуртсене 2020 тата ун хыççăнхи çулсенче пăхса тухĕç.
Программăна кĕртнĕ подъездсен списокне ăçта пăхма пулать?
Çакăн евĕр списоксемпе ПР муниципаллă пĕрлĕхсен сайтĕнче паллашма пулать.
2020 çулхи тата ун хыççăнхи çулсен программине хутшăнас тесен пухăва хăçан ирттермелле?
Кашни çул июль уйăхĕччен муниципалитетсем çитес çула малтанлăх списокĕ хатĕрлеççĕ. Çавăнпа пухусене июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен ирттермелле‚ решени йышăнмалла. Протокол хатĕрлемелле.
Подъездсене мĕнле критерипе суйласа илеççĕ?
Кăçал тата ун хыççăнхи çулсенче организацисен управляющийĕсем хăйсен списокне хатĕрлеççĕ. Çав списока 5 çул ытла юсав ирттермен подъездсене кĕртеççĕ. Çакă шăпах тĕп критери пулать.
Подъездсенчи юсав ĕçĕсен списокĕ мĕнле?
Çакăн евĕр ĕçсем туса ирттерме палăртаççĕ:
- çурта кĕмелли вырăнсене юсасси: тăрăпа крыльца картлашкисене‚ крыльцана‚ тăрă çинчи шыв юхмалли вырăна юсасси‚ тăрă айне энерги перекетлекен лампа вырнаçтарасси‚ кĕмелли йывăç алăксене тимĕртен тунисемпе улăштарасси (2 тата 3 хутлă çуртсенче)‚ фасада илем кĕртесси;
- подъезд ăшĕнчи юсав ĕçĕсем: алăк умĕнчи йывăç алăксене тата йывăç чÿречесене улăштарасси‚ чÿрече хысакĕсемпе урайне‚ пусма решеткисемпе карлăксене юсасси‚ штукатурпа маляр ĕçĕсене туса ирттересси тата ыт. те;
- электромонтаж ĕçĕсем: электроток тытăмĕн ещĕкĕсене улăштарасси (2‚ 3 тата 4 хутлă çуртсенче)‚ электричество линисене коробана вырнаçтарасси‚ лампăсемпе сÿнтеркĕчсене улăштарасси тата ыт.те;
- почта ещĕкĕсене улăштарасси.
Подъездсенчи юсав ĕçĕсен хакне мĕнле палăртаççĕ?
Тĕрĕссипе ăна подъезда пăхса тухса дефект ведомоçне хатĕрленĕ хыççăн тăкаксен сметине тăваççĕ, анчах та унăн палăртнă виçи пур. Тĕрлĕ хутлă çуртсенчи юсав ĕçĕсене тума тăкакланакан укçа-тенкĕн чиккине палăртнă: 2 хутлă çуртăн пĕр подъездне 129‚ 49 пин тенкĕ уйăрнă‚ 5 хутлă çуртăн – 320‚14 пин‚ 9 хутлă çуртăн – 731‚8 пин тенкĕ.
Программа камăн укçи-тенкипе пурнăçланать?
Подъездсенче юсав ĕçĕсен тăкакĕсене бюджет укçи-тенкипе саплаштаççĕ. Унсăр пуçне пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Хăйсен укçи-тенкине хушса ĕçсен списокне анлăлатма май пур. Пурăнакансем хушма ĕçсене хутшăнас тесен пуху ирттермелле‚ ĕçсен хакĕпе паллашмалла‚ сасăламалла.
Хушма ĕçсен списокне мĕн кĕме пултарать?
Сăмахран‚ пусма лаптăкĕнче видеокамерăсем е ахаль домофон вырăнне видеодомофонсем лартма кăмăл туни.
Хăш-пĕр нумай хваттерлĕ çуртсенче «тамбур» пур. Унта çынсем урана тăхăнмалли япаласене тата ытти вак-тĕвеке хăвараççĕ. Çак лаптăксене юсама палăртаççĕ-и? Алăкĕсене улăштараççĕ-и?
Асăнă вырăнсене кĕме ирĕк пулсан‚ ĕçсене ирттерме кансĕрлемесен унта юсав ĕçĕсем ирттерĕç. Алăкĕсене улăштармаççĕ‚ сăрлаççĕ çеç. Кĕме ирĕк пулмасан пусма енчен кăна сăрласа хăварĕç.
Общежитисенче мĕнле юсав ĕçĕсем ирттерĕç?
Ĕлĕкхи общежитисенче нумай хваттерлĕ çуртсенчи пекех пусма пÿлмисенче çеç илем кĕртĕç.
Çирĕплетнĕ йĕркери хăш-пĕр ĕçсене кăларсан‚ пурăнакансем юлнă укçапа çак подъездрах ытти ĕçсене туса ирттерме пултараççĕ-и?
Çук. Юлнă укçана çак муниципалитетри ытти çуртсене ярĕç.
Чарусем пур-и?
Укçа-тенкĕ тата подъездсен шутĕнче çеç чару пур.
Çуртра пурăнакансен юсав дизайнне тата материалсене суйласа илме ирĕк пур-и?
Çынсем пĕтĕмĕшле пухура юсав ĕçĕсемпе çыхăннă списока тата стенасен тĕсне çирĕплетеççĕ.
Ĕçсен пахалăхĕшĕн кам явап тытать?
Ĕçсен заказчикĕ - капиталлă юсав енĕпе ĕçлекен регионти оператор. Подрядчиксен организацийĕсем те тунă ĕçсен пахалăхĕшĕн (3 çултан кая мар) явап тытаççĕ.
Ыйтусем сиксе тухсан камран ыйтмалла?
Ĕçсен енĕпе (юсав ĕçĕсен вăхăчĕпе тата пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусем пулсан) заказчика (телефонĕсене çуртсенче çырса тухĕç)‚ программăна хутшăнас тесен муниципаллă пĕрлĕх администрацине‚ тавлашуллă ыйтусем сиксе тухсан вара ПР Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствине шăнкăравлама пулать. Регион операторĕ: 216-49-11‚ Министерствăри çурт хуçалăхĕпе ĕç сыхлав уйрăмĕ: 218-00-25.
Программăна тепĕр хут миçе çултан хутшăнма юрать?
Саккунпа килĕшÿллĕн, 5 çултан пурăнакансен укçи-тенкипе юсав ĕçĕсем ирттерме пулать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.