Пур хыпар та
Поэта - 120 çул
27 Ноябрӗн 2019, 13:00

«Çеçпĕл Мишши – çĕрпе пĕлĕт чечекĕ»

Чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши 120 çул тултарнине халалласа Çтерлĕ хулинчи Ача вулавĕн центрĕн 9№ ача-пăча модельлĕ вулавăш ĕçченĕсем 35№ шкулта 3«В» класс ачисемпе «Çеçпĕл Мишши – çĕрпе пĕлĕт чечекĕ» ятлă литература сехечĕ ирттерчĕç.

Мероприяти пуçламăшĕнче çак йĕркесен авторĕ пухăннисене презентаци тăрăх писатель пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл каласа панинчен шăпăрлансем хăйсем валли нумай интереслине тата кирлине пĕлчĕç. Сăмахран‚ «Çеçпĕл» псевдонима поэт ахальтен суйласа илмен иккен. Çеçпĕл – юр кайнă вырăнсенче тухакан‚ çуркунне çитнине пĕлтерекен çурхи чечек, вырăсла вăл «подснежник» пулать. Поэтăн пултарулăх еткерĕ пысăках мар, 60 сăвăпа сăвă ĕлкисем, «Таркăн» романпа «Упик» драма сыпăкĕсем, дневникра çырса пынисем тата 100 ытла çыру.
Литература сехетне ачасем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем сăмах ăстин «Тинĕс» тата «Чăваш чĕлхи» вырăсла çырнă сăввисене илемлĕ вуласа пачĕç. Сăвă-хайлавсем тăрăх тунă ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем поэт çинчен ÿкернĕ фильма курса киленчĕç. Мероприяти вĕçленнĕ май‚ ачасем Çеçпĕл Мишши паллă поэт пулнине ăша хыврĕç. Унăн хайлавĕсене пĕр ăру кăна мар вуласа, хак парса савăнĕ тесе пĕтĕмлетÿсем турĕç.
Ольга МАРКЕЛОВА‚ вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ хули.