Пур хыпар та
Поэзи фестивалĕ
18 Нарӑсӑн 2019, 11:20

«Хавхалану çăлкуçĕсем - 2019» сăмах ăстисене пуçтарать

Хисеплĕ туссем! Вун çиччĕмĕш поэзи çуркунни пусма умне килсе тăчĕ. Унпа пĕрлех «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2019» поэзи фестивалĕ чечекленет.

«Хавхалану çăлкуçĕсем» - илемлĕ те çепĕç тăван чĕлхепе – вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш – çыракан пур ÿсĕмри поэтсен, сăмах ăстисен тата аллисене пуçласа калем тытнисен уявĕ. Чĕрĕ сăмах фестивалĕ Пушкăртстан Республикин тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан поэтсене пĕрлештерет. Республикăри тăванла халăхсен поэзийĕ - пысăк туслăх тата культура çыхăнăвĕ, наци пултарулăхне аталантармалли, культура йăли-йĕркисене упраса хăвармалли, туслăха çирĕплетмелли пулăхлă никĕс. Поэзи фестивалĕ – çамрăк талантсене «вĕçсе хăпармалли сукмак», Пушкăртстанăн паллă культура деятелĕсем, Мустай Карим çыравçă, Фатих Карим поэт хывнă кăмăл-сипет çул-йĕрĕ.
XVII «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2019» регионсем хушшинчи фестивале йĕркелекенĕ – ПР муниципаллă Пелепей район администрацийĕ, ПР Культура министерстви тата ПР Писательсен союзĕ.
Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрĕ – февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 1-мĕшчен. Ку вăхăт хушшинче заявкăсемпе пултарулăх ĕçĕсене йышăнаççĕ.
Иккĕмĕш тапхăрта лауреатсене (гран-при, пĕр пĕрремĕш, икĕ иккĕмĕш тата виçĕ виççĕмĕш вырăнсем) тата дипломантсене çак номинацисем тăрăх палăртаççĕ:
- «Поэт тата вăхăт» (пушкăртла, вырăсла, тутарла тата чăвашла çыракан поэтсене кашнине уйрăм хаклаççĕ);
- «Ĕмĕрех юратнă тăван тавралăх!» (Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă тĕле);
- «Куçсем килес ĕмĕрсене хăюллăн тинкереççĕ, пулас вăхăтăн ылтăн уй-шухăшне чĕлхемĕрсем упраççĕ …» (Мустай Карим 100 çул тултарнă тĕле);
- «Пĕтĕм тĕнче – театр, эпир пурте унăн актерĕсем…» (РФ Театр çулне халалланă);
- «Фестивале уçни»;
- «Урăх вăхăтсем» (çамрăксен поэзийĕ);
- «Юратуран илемли çук» (юрату лирики);
- «Çак кунсен чапĕ янăрама чарăнмĕ» (Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрлăхне мухтаса çыракансене);
- «Юратмалла, ĕненмелле (сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман авторсене тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене);
- «Ачасене валли çыратăп»;
- «Фестиваль мана çунат пачĕ».
- «Ĕненÿпе тивĕç хĕлхемĕ пирĕн пысăк çула çутатрĕ» (Фатих Карим поэт-патриот çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле).
XVII регионсем хушшинчи «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2019» поэзи фестивалĕ иртессипе çыхăннă тулли материалпа «Белебеевские известия» хаçатăн сайтĕнче http://rbsmi.ru/belivz/ паллашма пулать. Электрон почта (е-mail):7belizv@gmail.com Тел.: (34786) 3-23-02, 3-17-02, 3-42-67, 4-23-58, 4-09-25.
Ăнăçупа пултарулăх çитĕнĕвĕсем сунатпăр.
Фестиваль йĕркелÿçисем.