Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
16 Сентябрӗн 2022, 15:10

Радий Хабиров 2023-2024 çулсенчи суйлав тапхăрĕсем валли тĕп тĕллевсем палăртнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти  уйрăмĕн ертÿçи Радий Хабиров партин политика канашĕн анлă ларăвне хутшăннă.

Радий Хабиров 2023-2024 çулсенчи суйлав тапхăрĕсем валли тĕп тĕллевсем палăртнă
Радий Хабиров 2023-2024 çулсенчи суйлав тапхăрĕсем валли тĕп тĕллевсем палăртнă

Радий Хабиров «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти уйрăмĕ умĕнче çывăх вăхăтра тăракан тĕп тĕллевсене палăртнă. Çакăнпа вăл 2023-2024 çулсенче иртмелли суйлавсене хатĕрленме пуçламаллине пĕлтернĕ.

- 2022 çулта республикăра вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче хушма суйлавсем иртрĕç. 156 улăштармалли мандатран «Пĕрлĕхлĕ Раççей» чи нумаййи çĕнсе илнĕ – 137 мандат. Ĕçтешсене çак ятпа, лайăх кăтартупа  саламлатăп, - тенĕ Радий Хабиров. – Çитес çул тата та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. 2023 çулта Пушкăртстанăн Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн депутачĕсене суйламалла пулать. Паянхи кун вĕсем тухăçлă та кăтартуллă ĕçлеççĕ. Çĕнĕ парламент та çавăн пекех вайлă пуласса шанатăп. Унсăр пуçне эпир ял Канашĕсенче 8 пин депутат суйлăпăр. 2024 çулта вара Раççей Президентне тата Пушкăртстан Пуçлăхне суйламалла пулать. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çак мероприятисене хăтĕрленесси çине пысăк яваплăх уйăрмалла.

Республика ертÿçи паянхи кун «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партинчен депутат пулма кандидата тăракансенчен нихçанхинчен те çирĕпрех ыйтнине палăртнă. «Кандидат паянхилле компентентлă шухăшлама пултаракан, пуçаруллă çын пулмалла. Калаçури хутшăнура уçă, кăмăл-сипет енчен çÿллĕ шайри çын тата пĕчĕк Тăван çĕршывăн, хăйĕн ентешĕсен аталанăвĕшĕн пурне те тума хатĕр пулмалла. Кĕскен каласан пирĕн командăри çыннăн икĕ паха енĕ пĕлтерĕшлĕ: пĕри – таса кăмаллă та этеплĕ, тепри – профессионал пулни».

- Радий Фаритович суйлав тĕлне парти умне конкретлă тĕллевсем лартрĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пурнăçа кĕртекен ĕçсемпе проектсем республикăри кашни çынна пырса тивтĕр. Çынсем парти юнашар пулнине тата пулăшу пама пултарнине туйса тăччĕр. Республика Пуçлăхĕ  тĕслĕх вырăнне кăшăлвирус инфекцийĕ вăхăтĕнче тата Луганскпа Донецск халăх республикисенчи ачасене Пушкăртстана илсе килсен чăн малта пулăшма «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хатĕр пулнине илсе кăтартрĕ. Çак ĕçсене малашне те тумалла, республикăра анлă сармалла, - тесе шутлать Çтерлĕ хула администрацин пуçлăхĕ, партин политканаш президиумĕн пайташĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рустем Разизов.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: