Пур хыпар та
Пресс-конференци
25 Декабрӗн 2019, 13:23

«Тÿрĕ линири» чи çивĕч ыйтусем

Декабрь уйăхăн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕн пысăк залĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 15-мĕш хут Пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Мускава Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата чикĕ леш енчен 1895 журналист хайĕн ыйтăвне пама килсе çитнĕ. Апла пулсан, çĕршыв пуçлăхĕ валли 2000 яхăн ыйту хатĕрленĕ пулнă. Кăçал пресс-конференци 4 сехете 19 минута тăсăлнă. Çак вăхăт хушшинче Владимир Путин 70 яхăн ыйту çине хурав панă.

Пресс-конференцийĕн тĕп темисен шутĕнче Раççейри тата тĕнче экономикинчи лару-тăру, тĕнче шайĕнчи тĕп проблемăсем, социаллă тата шалти политика пулнă. Журналистсем паракан ыйтусенчен нумайăшĕ регионсенчи проблемăсем, çÿп-çап реформи, Раççей гражданĕсен пурнăçне лайăхлатасси, пенси, наци проекчĕсем, промышленность аталанăвĕ, климат улшăнăвĕ тата ытти тавра тĕвĕленнĕ.
«Башинформ» агентствăн ятарлă корреспонденчĕ Азат Гиззатуллин çĕршыв пуçлăхĕнчен Раççейре ĕçкĕпе кĕрешесси епле майпа пурнăçа кĕнипе интересленнĕ. «Кăçал Пушкăртстанра ĕçкĕпе кĕрешес енĕпе эксперимент ирттереççĕ. Уявсенче, шкулсенчи кăларăм каçĕсенче, юлашки шăнкăрав кунĕнче, халăх уявĕсенче алкоголь сутмарĕç. Çĕнĕ çул уявĕсенче те эрех-сăра сутассине чакарасшăн, унсăр пуçне алкоголь тытăмлă шĕвексене вăрттăн сутассине тата ăна туса кăларассине йĕркелекенсене хĕстересшĕн – суррогатлă алкоголь сутакан вырăнсем çинчен пĕлтерекенсене тивĕçлĕ тÿлев те параççĕ. Хамăр республика ертÿçи Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, алкогольпе кĕрешессипе çыхăннă мерăсем çĕре яхăн çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă. Апла пулин те çĕршывра вилекенсен шучĕ ÿссех пырать. Чарма, штрафсене хытарма тăрăшса пăхрăмăр. Сирĕн шутпа федераллă шайра тата епле мерăсем йышăнмалла? Тен, тата та тухăçлăрах мелсем пур пуль? Ĕçкĕ вырăнне çынсене мĕн сĕнсе пулать?», - ыйтнă Азат Гиззатуллин.
Владимир Путин сăмахĕсем тăрăх, Раççейре суррогатлă алкогольпе тата ĕçкĕпе кĕрешес ĕç пырать, анчах ăна хăшĕ-пĕрисем асăрхамаççĕ те.
- Нумаях пулмасть Сочи хулинче нимĕç бизнесĕн представителĕсемпе тĕл пулнă май çакă паллă пулчĕ: таса спирта куçарсан, Раççейре, Германипе танлаштарсан, сахалрах спирт ĕçеççĕ. Çакă алкоголе хирĕç кĕрешекен кампанийĕн ĕçĕ, - хуравланă В.Путин. Çĕршыв ертÿçин шухăшĕпе, çынсене «полици мелĕсемпе» ĕçме чармалла мар, ĕçкĕ сиенĕ çинчен ăнлантарса пама тăрăшмалла.
В. Путин каланă тăрăх, пенси законодательствинче çĕнĕ улшăнусем пулмаççĕ. Президент администрацийĕнче те, правительствăра та ку ыйтăва сÿтсе явмаççĕ. Пенсисен перекетлев пайне 2020 çулччен тăснă. Кун пирки В. Путин комментарисем паман.
ТАСС журналистки наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессин хăвăртлăхĕ пирки ыйтнă. Çавăн пекех регион пуçлăхĕсем уншăн яваплă пулмалли çинчен каланă. Ку ыйтăва В. Путин çапла хуравланă:
- Ним те пăхса тухмалла мар, яваплă çынсене çирĕплетнĕ, ăна вăйлăлатма та пулать. Малтан хам та пăшăрханса тăраттăм, кăçал эпир 38 тĕллеврен 26-шне пурнăçа кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, лару-тăру начар мар,– тенĕ В. Путин.
Раççей Президенчĕ Раççейпе Украина хушшинчи лару-тăру, «Минск килĕшĕвĕсем» пирки каланă май, ырă улшăнусем пуррине палăртнă. Вăл Донбасăн статусне тăсни тата Донбас çĕрĕ çине хĕç-пăшаллă вăйпа тапăнасси сахалланнине пĕлтернĕ.
Ura.ru журналисчĕ сывлăх сыхлав сферинчи проблемăсем, врач патне черете тăрасси, специалистсем çитменни, медицина ĕçченĕсен ĕç укçи пĕчĕк пулни пирки ыйту хускатнă. Çаплах вăл çак системăна çĕнĕлĕхсем кĕртни кирлĕ-и тесе ыйтнă.
В. Путин моделе улăштарма кирлĕ мар тенĕ. Вăл капла та начар мар аталанни, медицина валли тата 550 млрд тенкĕ уйăрасси пирки каланă. Асăннă укçа-тенкĕ çĕнĕ техника тата транспорт туяннă çĕре кайĕ.
Малалла çĕршыв пуçлăхĕ промышленноçри çитĕнÿсемпе, çÿп-çап реформипе çыхăннă ыйтусем çине хурав панă.
Çĕршыв масштабĕнчи ыйтусемсĕр пуçне президент хăйне уйрăм пырса тивекен ыйтусем çине те хуравланă. Фарида Рустамова журналистка Путинăн хĕрĕсем тесе шутлакан Катерина Тихоновапа Мария Воронцова çинчен ыйтнă. Путин вĕсем унăн хĕрĕсем пулнине çирĕплетмен. Çавăн пекех вĕсем ертсе пыракан компанисем коммерципе çыхăнманнине, ытларах наукăпа енĕпе ĕçленине пĕлтернĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.