Пур хыпар та
Проект
10 Апрелӗн 2019, 14:52

Калаçу теми: «Çемьене çăласси киревсĕр йăласенчен хăтăлассипе çыхăннă»

Ĕпху хулинчи хĕрарăмсен союзĕпе (председателĕ Р.Т.Мигранова) «Салампи» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕ (И.В.Сухарева), Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн философи кафедри (ертÿçи О.М.Иванова) «Çемьене çăласси киревсĕр йăласенчен хăтăлассипе çыхăннă» хула шайĕнчи мероприяти ирттерчĕç.

Конференцийĕн тĕп тĕллевĕ кулленхи пурнăçра киревсĕр йăласенчен сыхланасси тата вĕсене тĕп тăвасси пулса тăрать.
Мероприятие ПР хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ А.Г.Еникеева, Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, ПР хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн президиум членĕ Р.Т.Мигранова, Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, ПР хĕрарăмсен союзĕн президиумĕн членĕ М.З.Батыршина, «Çемьене çăласси киревсĕр йăласенчен хăтăлассипе çыхăннă» проектăн координаторĕ (йĕркелÿçи), ПР хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн президиумĕн членĕ О.А. Левина, инкеке лекнĕ çынсене пулăшу парассипе ĕçлекен регионти «Уçă чĕре» обществăлла организаци ертÿçи Г.Е.Иванова, истори наукисен кандидачĕ С.А.Евдокимов аналитик-психолог, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн философи кафедрин завучĕ Л.А.Панова, çаплах философи кафедрин преподавателĕсем, стоматологипе педиатри факультечĕсен 1-2 курс студенчĕсем хутшăнчĕç.
Çак йĕркесен авторĕ (Ирина Сухарева профессор - ред.) киревсĕр йăласенчен хăтăласси паянхи кун çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ. «Уçă чĕре» обществăлла организаци ертÿçи Галина Иванова психолог сăмахĕсем тăрăх, çак тема уйрăмах çемье институчĕпе тачă çыхăннă. Сергей Евдокимов аналитик «созависимость» терминăн пĕлтерĕшне тĕплĕн уçса пачĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, «созависимость» - çынсем пĕр-пĕрне кăмăл-туйăм, социаллă, хăш-пĕр чухне ÿт-пÿ тĕлĕшĕпе те, питĕ вăйлă пăхăнса тăнипе пулакан психика тăрăмĕ. Ку терминпа алкоголиксемпе наркомансен тата ытти киревсĕр йăласем пур çынсен çывăх çыннисем пирки калаçнă чух ытларах усă кураççĕ.
Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Римма Мигранова республикăри хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсем киревсĕр йăларан хăтăлассипе мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки каласа пачĕ.
Мероприяти вĕçĕнче студентсене çак проблемăпа çыхăннă пичет продукцийĕсем сĕнчĕç. Вĕсенче çамрăксемшĕн кирлĕ те пуян информаци пулчĕ.
Ирина СУХАРЕВА, истори наукисен докторĕ.
Ĕпхÿ хули.