Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
22 Октябрӗн 2018, 17:53

Пирĕн ачасемшĕн чĕрине пама хатĕр

Ырă кун пултăр «Урал сасси» хаçат редакцийĕ. Эпир - хаçата ялан вулакансем‚ çитес номер тухасса чунтан кĕтсе тăракансем - сире тăван шкулта 30 çул вăй хунă вĕрентекен, Наталия Анатольевна Павлова, çинчен çырса кăтартасшăн.

Н.А.Павлова - чи лайăх вĕрентекенсенчен пĕри, ырă кăмăллă тата тимлĕ çын. Кăçал Наталия Анатольевна 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вĕрентекен профессийĕ - чи кирлĕ профессисенчен пĕри. Çак çын ачасене çут тĕнчере мĕнле пулмаллине вĕрентет‚ вĕсен умĕнчи вĕрентÿ тĕнчин алăкне яр уçать.
Максим Горький каланă тăрăх‚ кашни ача чĕринче куçа курăнман хĕлĕхсем пур‚ çак хĕлĕхсене ăста алăсем тытсан илемлĕ сасă тухмалла. Наталия Анатольевна кашни ачара çак хĕлĕхсене тупма пĕлет. Вăл сывлăхĕпе вăхăтне шеллемесĕр чунĕпе тата чĕрипе ачасене ăс парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Чи лайăх вĕрентекен‚ ĕçе парăннă çын темиçе ăрăва шкула кайма хатĕрленĕ. Наталия Анатольевна Павлова 30 çул хушши ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре вăй хунă‚ вĕсенчен вуннăшне Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ял шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитеймен ачасен ушкăнĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун Наталия Анатольевнăн хатĕрленÿ ушкăнĕнче 9 ача. Пулас шкул ачисене çырма тата шутлама‚ вулама тата ÿкерме вĕрентнисĕр пуçне Наталия Анатольевна ачасен шухăшлавне тата тавракурăмне аталантарма‚ ыррипе усаллине уйăрма‚ ачасен чĕринче вĕренес туртăма «чĕртсе» яма тăрăшать. Ачасемпе ĕçлеме питĕ интереслĕ‚ кăмăлĕпе вĕсем пурте тĕрлĕ. Çавăнпа кашнин патне мел тупма пĕлмелле: пĕрисемпе ачашрах пулмалла‚ теприсенчен çирĕпрех ыйтмалла.
Асăннă сферăра тăрăшакансем ĕçе парăннă çынсем çеç пулма пултараççĕ‚ ачасемпе «килтĕн‚ ĕçлерĕн‚ кайрăн тата мантăн» йĕркепе ĕçлеме юрамасть. Шкул çулне çитеймен ачасене пăхма ача психологине пĕлни, ырă кăмăллă пулни тата ачасене юратни питĕ паха. Воспитателĕн пысăк пĕлÿллĕ çын пулмалла. Пурне те пĕлме ăнтăлакан ача кирек хăш вăхăтра та тĕрлĕ ыйтусем пама пултарать‚ çак ыйтусене тулли тата тĕрĕс хуравлама пĕлмелле.
Наталия Анатольевна хăйĕн пĕлÿ шайне яланах анлăлатса тăрать‚ ĕçре тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе‚ паянхи самана ыйтакан вĕрентÿ хатĕрĕсемпе усă курать.Унăн тĕп пулăшаканĕсем - дидактика материалĕсем‚ методика хатĕрĕсемпе интернет. 2014 çулта Наталия Анатольевна иккĕмĕш аслă пĕлÿ «Шкул çулне çитеймен ачасене пăхакан» специальноçа алла илнĕ. Вăл тĕрлĕ Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçнĕ. 2017 çулта «Çулталăк воспиталĕ» конкурсра «Ачасемшĕн чĕрене паратăп» номинацинче çĕнтернĕ.
Вăл пĕлÿ паракан шăпăрлансем шкул‚ муниципаллă тата республика конкурсĕсенче хутшăннисĕр пуçне «Çул символĕ»‚ «Хитре чăрăш»‚ «Пушкăртстан тĕсĕсем»‚ «Юратнă аннене парне» конкурссенче малти вырăнсем йышăнаççĕ‚ праçниксенче концерт номерĕсем те кăтартаççĕ. Наталия Анатольевна мĕн пĕчĕкренех ачасене тÿрĕ тата яваплă çын пулма‚ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма хăнăхтарать. Çавăнпа пулĕ ăна‚ иккĕмĕш амăшне‚ ачасем хăйсен вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ.
Лайăх специалистăн йĕрке тени те çирĕп, ăна ачисем куçран пăхсах ăнланаççĕ. Наталия Анатольевнăпа ачасен ашшĕпе амăшĕсем хушшинчи хутшунусем шанчăклă. Ача пăхакана вĕсем питĕ хисеплеççĕ.
Эпир‚ шкул çулне çитеймен ачасен ашшĕ-амăшĕсем‚ Наталия Анатольевнăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр тата ăна çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр‚ ăнăçу сунатпăр.
Шкул çулне çитеймен ачасен ушкăнĕн ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен Елена ИВАНОВА.
Пишпÿлек тăрăхĕ‚ Ситек ялĕ.
Читайте нас: