«Вĕрентес пултарулăх йăх-несĕлтен куçса пырать» теççĕ халăхра. Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен Людмила Сергеевна Васильева та учительсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Вăл виççĕмĕш ăрури вĕрентекен шутланать. Вĕсен педагогсен династийĕпе пуян çемйи ăруран ăрăва çĕнĕ учительсен кадрĕсемпе йышлăланса‚ ÿссе пынă. Людмила Сергеевнăшăн профессионализм тени педагогсен династийĕн никĕсĕпе çыхăннă.
Пултаруллă вĕрентекенĕн ăрăвĕнче 10 ытла учитель пулнине палăртмалла. Вĕсен шутĕнче - математикăпа ĕç‚ географипе биологи‚ физикăпа физкультура‚ хими тата вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыракансем. Вĕсем пурте пĕрле ялти шкулта мĕнпур вĕрентекенсене пĕлÿ пама пултарĕç.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕрентекенсен династине пуçарса яраканĕ Людмила Сергеевнан кукамăшĕ - Елизавета Алексеевна Кудряшова - шутланать. Вăл 1947 çулта Çтерлĕри учительсен институтĕнчи çут çанталăк ăслăлăхĕсен факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн 1947-1951çç. Авăркас районĕнчи Мăйлăпуканти (Куезбашево) сакăр çулхи шкулта вăй хунă‚ 1951-1968 çç. Пишкайăнри вăтам шкулта географипе биологи урокĕсене илсе пынă.
Пирĕн геройăн амăшĕ те‚ Галина Владимировна Иванова‚ 1976 çулта вĕрентекен ĕçне кÿленнĕ. Çтерлĕри педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Пишкайăнри вăтам шкулта математикăпа ĕç урокĕсене илсе пынă. 2000 çулта, çÿлти пуçлăхсем хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе йĕркелÿçĕ енĕсене хак парса, шкул директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Галина Владимировна – вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ тата ĕç ветеранĕ.
Людмила Сергеевна кукамăшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ пулса тăнă.
- Хамăн вĕрентекене‚ Татьяна Николаевна Антонована‚ тав сăмахĕсем каласшăн. Вăл ман чĕрере вырăс чĕлхипе литература урокĕсене юратас туйăма чĕртсе яма пултарчĕ. 1997 çулта эпĕ Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетне вĕренсе пĕтертĕм. Суук-Чишмари шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентме пуçланăранпа 19 çул иртрĕ, - тет ачасене аслă вырăс чĕлхине ăша хывма вĕрентекен педагог.
Учитель профессине унăн пиччĕшĕ Алексей тата аппăшĕ Надежда та суйласа илнĕ. Алексей Сергеевич - биологи тата хими вĕрентекенĕ‚ Надежда Сергеевна вара вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пырать.
Людмила Васильевана çывăх çыннисемпе тăванĕсем пурнăç çулне уçса панă‚ çынсене итлеме тата пурнăçпа савăнса пурăнма хăнăхтарнă. Паянхи кун вĕсем ĕмĕрех асра юлмалли чи лайăх вĕрентекенсем пулса тăнă.
- Астăватăп‚ çамрăк чухне класс пÿлĕмне хăюлăх çитереймесĕр кĕреттĕм. Ачасемпе ман хушăри çулсем пысăках марччĕ. Пĕрремĕш çитĕнÿсемпе пĕрремĕш йăнăшсем... Çавăн чух ачасемпе ĕçлеме килĕшнине‚ шкул манăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулнине ăнлантăм. Чаплă та кирлĕ профессин йывăрлăхне тата илемлĕхне хам çинче туйрăм‚ - пуçламăш утăмĕсене аса илет хĕрарăм.
«Лайăх вĕрентекен вăл - ачасене юратакан çын. Вĕсемпе хутшăннă май савăнăç тупать‚ кашни вĕренекен лайăх çын пуласса шанать‚ вĕсемпе туслашма пĕлет‚ ачасен савăнăçĕсемпе хуйхисене хăйĕн витĕр ирттерет‚ ача чунне пĕлет‚ хăй те ача пулнине манмасть» тенĕ В.Сухомлинский паллă педагог.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.