Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
13 Мартӑн 2019, 14:35

Çирĕп ыйтакан вĕрентекен...

Халăх «Чĕлхесĕр Тăван çĕршыв çук‚ Тăван çĕршывсăр пурнăç çук» тесе ахаль каламан. Унăн йăх тымарне‚ историне‚ чĕлхипе культурине пĕлсен çеç пĕтĕмĕшле ăс-тăн еткерлĕхне хак пама пулать. Анчах информатизаципе глобализаци вăхăтĕнче тăван чĕлхесен пĕлтерĕшĕ чакнă‚ çавăнпа вĕсене сыхласси тата аталантарасси çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Чĕлхене сыхлас ĕçре учитель вырăнĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Татьяна Федорова ачасене воспитани парас тата вĕрентес ĕçе хăй пурнăçĕн çуррине халалланă. Вăл Хурамалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхи тата литература урокĕсене вĕрентет. Хисеплĕ педагог ачасене тăван чĕлхепе тавралăха, çут çанталăка тата халăха юратма вĕрентет.
Татьяна 1968 çулта Уйăлкари колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Эрехĕрринчи сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан‚ Пелепейри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Ăна вĕренсе пĕтерсен хĕре Хурамал ялĕнче ĕçлеме направлени панă. Татьяна Алексеевна шкулта ачасене вĕрентнĕ вăхăтрах Шупашкар хулинчи И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăн мар мелпе пĕлÿ шайне анлăлатнă.
Тăван чĕлхене ăша хывма вĕрентекен педагог кашни вĕренекен аталанăвне тимлĕн сăнать‚ пултаруллă ачасене тупса палăртать‚ вĕсене тăрашуллă пулма тата харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Унăн вĕренекенĕсем пĕлес туртăмпа уйрăлса тăраççĕ‚ хаваспах уроксене çÿреççĕ. Кирек хăш вĕрентекенĕн те ĕç кăтартăвĕсем вĕренекенсен çитĕнĕвĕнче курăнать. Татьяна Алексеевнан вара мăнаçланмалли чылай. Унăн вĕренекенĕсем – район тата республика шайĕсенче‚ регионсем хушшинче иртекен олимпиадăсен‚ тĕрлĕ конкурс призерĕсем.
Т.А. Федорова педагогика сферинчи çĕнĕлĕхсене яланах пĕлсе тăрать. Вăл тăрăшнипе Хурамал шкулĕнче чăваш чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе район тата икĕ республика семинарĕсем иртнĕ. Семинарта Татьяна Алексеевна ĕçтешĕсемпе çамрăк вĕрентекенсене хăйĕн пĕлĕвĕпе тата опычĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче иртнĕ республикăри наукăпа практика конференцине «Чăваш чĕлхипе ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçре краеведени материалĕсене тата вырăнти фольклора вĕренесси» докладпа хутшăннă. Унăн «Çăкăр пуриншĕн те пуç пулса тăрать» класс тулашĕнчи мероприятин сценарийĕ «Учитель Башкортостана» журналта пичетленнĕ.
Ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн Татьяна Федорована пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Татьяна Алексеевна хăйне евĕрлĕ педагог: вĕренекенсенчен çирĕп ыйтнисĕр пуçне вăл - юратнă мăшăр тата ывăлĕсемпе хĕрне юратакан анне. Аслă ывăлĕ Денис Пелепейри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ‚ халĕ Çĕпĕрте ĕçлет. Антон Байкал енче (Забайкалье) мотострелоксен çарĕнче хĕсметре тăрать. Карина хĕрĕ 8-мĕш класра вĕренет.
Гузалия КАМАЛЕТДИНОВА.
Ермеккей районĕ, Хурамал ялĕ.
Мансур АРСЛАНОВ ĕçĕ.
Читайте нас: