Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
13 Июнӗн 2019, 12:29

Халăх тухтăрĕ

Яков Евдокимович Семенов тухтăр ячĕ районĕпе паллă ят. Вăл тухтăр кăна мар‚ чăн-чăн хирург. Интеллигентлă, шурă çÿçлĕ‚ тирпейлĕ сухаллă‚ йăрăс ÿт-пÿллĕ тата ăшă кăмăллă арçынна пурте хисеплеççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче вăл 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хăй суйласа илнĕ профессине 47 çул хушши пульницари юлашки ĕç кунĕччен парăннă. Хăйне пĕтĕмпех медицинăна панине ăнланса илсен вăл ĕçе пăрахма шут тытнă. Çакă 17 çул каялла, Яков Евдокимович 63 çул тултарсан, пулса иртнĕ.

Нумайăшĕсем пенси çулне çитнĕ тĕле хавшаса «кивелеççĕ»‚ Яков Евдокимовича вара юратнă ĕçĕ темиçе çул тăршшĕ вăй парса тăнă. Вăл хăй профессине‚ пациенчĕсене‚ пульница атмосферине кăмăлланă. Паллах, çемье валли вăхăт сахал уйăрма тÿр килнĕ. Анчах мăшăрĕпе ачисем çемье пуçлăхĕ район сывлăхĕн хуралçи пулнине лайăх ăнланнă. Халĕ вара вăл вăхăта çемйипе ирттерет. Яков Евдокимовича шур халатпа уйрăлма çăмăл пулман‚ паянхи кун та вăл пульницăшăн тунсăхлать.
Хаçат редакцине ăна тав туса час-часах çырусем килетчĕç. Хирурги уйрăмĕнче выртакансем хирурга Турă вырăнне хурса кĕл тунă‚ пултаруллă тухтăр пулăшнипе сываласса шаннă. Миçе çын ăна савăнса пурăнма, тăван килне таврăнма май туса панăшăн тав тунă. Яков Евдокимовичăн çемйи унăн ĕçĕнче мĕн пулса иртнине пĕлсе тăнă‚ вăл хăйĕн пациенчĕсемшĕн савăннипе хурланнине çывăх çыннисене час-часах каласа панă. Çавăнпа та пулĕ‚ пĕр ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕ профессине суйласа илнĕ. Элина - врач-терапевт‚ районти тĕп пульницăн терапевт отделенийĕн заведущийĕ‚ Евгений ашшĕ пекех хирург. Вăл медицина наукинсен кандидачĕ‚ Ĕпхÿ хулинче васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан пульницăра ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Борис - инженер-строитель.
Биографинчен: Евстафий Евдокимович Семенов (документсем тăрăх ун ячĕ – Евстафий‚ анчах пурте ăна Яков тесе чĕннĕ) Асавпуç ялĕнче, январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, 1939 çулта çуралнă. Ашшĕ - Евдоким Антонович - вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех фронтра вилнĕ. Амăшĕ‚ Варвара Федоровна‚ пĕр-пĕччен виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Йывăр вăхăта пăхмасăр Яков пĕлÿ илес тесе тăрăшнă. Шланлă вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн вăл 1956 çулта Çтерлĕ хулинчи медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Совет Çарĕнче Сахалин утравĕ çинче çар фельдшерĕ пулса хĕсметре тăнă. Каччă хăй суйласа илнĕ профессине юратнă‚ çавăнпа Пушкăрт патшалăх медицина институчĕн каçхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра вĕренме укçипе вăхăчĕ пулман. Вăл оперативлă хирурги кафедрине ĕçлеме кĕнĕ. 1968 çулта институт пĕтернĕ хыççăн Толбазăри тĕп район пульницинче ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çулталăкран вăл хирурги отделенийĕн заведущийĕпе районăн тĕп хирургĕ пулса тăнă. Яков Евдокимович нейрохирурги‚ травматологи‚ урологи‚ проктологи‚ ÿпке чирĕпе (торакальная)‚ юн тымарĕ‚ эндокринологи‚ гинекологи чирĕсемпе чирлекенсене операцисем тунă. Вăл - 20 ытла наука ĕçĕпе виçĕ патент авторĕ.
- Хирурги - «медицина турри». Ял тухтăрĕ универсал пулмалла‚ вăл пурне те тума пĕлмелле. Вĕреннĕ-и‚ вĕренмен-и тесе пăхса тăмалла мар, - тăтăшах илтме тÿр килнĕ Яков Евдокимович каланине.
Вăтăр виçĕ çул вăл районти хирурги ĕçне йĕркелесе пынă. Çак вăхăт хушшинче мĕн чухлĕ професси йывăрлăхне ас тивнĕ тата çын пурнăçĕшĕн яваплăх тытмалла пулнă. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те (çĕрле-и, кăнтăрла-и) Яков Евдокимовича пульницăна тĕрлĕ инкек-синкеке лекнĕ çынсене пулăшу пама чĕннĕ. Вăл нихăçан та çывăх çыннисене килти телефона сÿнтерме хушман‚ салтак пек ялан хатĕр тăнă. Хирург «эпĕ ывăнтăм» е «халь пулмасть» тесе пĕрре те каламан‚ вăл «кирлĕ‚ тăвăпăр‚ пулăшăпăр» тенĕ. Операцисемпе васкавлă пулăшу памалли вăхăтсенче хăй суйласа илнĕ профессин пĕлтерĕшне асра тытнă, инкеке лекнĕ çыннăн пурнăçĕ унăн аллинче пулнине ăнланнă. Çăлса хăварнисен шучĕ те çук-тĕр. Вĕсенчен пĕрин çинче чарăнса тăрас килет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче çартан таврăннă шăллăмăн инкек хыççăн сулипе (селезенка) пĕверĕ çурăлса пĕтнĕччĕ. Ăна пульницăна илсе киличчен чылай вăхăт иртрĕ. Вар-хырăм хăвăлĕ юнпа тулнăччĕ. Яков Евдокимовичпа унăн ассистенчĕ Валентина Петрова хирург тăрăшнипе шалти органĕсене тасатса çĕлесе хучĕç. Операци ăнăçлă иртрĕ. Анчах суранĕсем вăрахчен сывалмарĕç. Мĕншĕн тесен‚ пульницăра хальхи пек кирлĕ медицина хатĕрĕсем çукчĕ. Çавна пула Яков Евдокимович пире институтра хăйĕнпе пĕрле вĕреннĕ юлташĕ патне Челябинскри хирурги центрне ячĕ. Икĕ эрне центрта выртнă хыççăн сывалнă шăллăма кăларчĕç. Тепĕр çулталăкран вăл авланчĕ. Хăйне çăлакана мăшăрĕпе пĕрле хисеплĕ хăнасем туса туя чĕнчĕ.
«Яков Евдокимович чирлисене яланах пулăшу пама хатĕррипе‚ ăшă кăмăлпа‚ йĕркелĕхĕпе уйрăлса тăнă. Кашни пациентшăн куляннă. Вăл ырă кăмăллă‚ çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан хирург‚ питĕ тимлĕ тата яваплă‚ ăслă çын», - теççĕ унпа пĕрле ĕçлесе курнă çынсем.
Яков Евдокимович Семенова хăйĕн ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн тата районти медицина сферине аталантарнăшăн тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Вĕсем район администрацийĕ шайĕнчен пуçласа республика тата Раççейри Сывлăх сыхлав министерствисем таранах. Вăл «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăр» ята тивĕçнĕ. 2005 çулта район 75 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра тухтăра «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чыс тунă. Унсăр пуçне медицина ветеранĕ «Авăркас районĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» палла тивĕçнĕ. Яков Евдокимовича хисеплесе тата тивĕçлипе нумайăшĕсем «халăх тухтăрĕ» тесе чĕнеççĕ.
Малалли хаçатăн 24№.
Валерий АЛЕКСЕЕВ‚
Авăркас районĕ.
Автор ĕçĕ.
Читайте нас: