Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
26 Июнӗн 2019, 18:14

Хуçалăх пурлăхĕн хуçи - Клавдиевна

Çак сăн ÿкерчĕкре Мияки районĕнчи «Нива» ял хуçалăх кооперативăн склад заведующине Алевтина Андреевана куратпăр.

Тĕрлĕ ыйтупа ун патне пыракан ял çыннисем ăна ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ. Хисепленипе тата хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн. Çирĕп те вăйлă «Нива» СПК склачĕсен заведующийĕ пулма та çăмăл мар. Йĕркене çирĕп тытакан, тумалли ĕçе кая хăварма хăнăхман Александр Петров ертÿçĕпе уйрăмах яваплăха туйса ĕçлемелле. Ял-йышсем Алевтина Клавдиевнан ĕçĕ çăмăл маррине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа хисеплесе «Клавдиевна» тесе чĕнеççĕ те.
Çак кунсенче районта иртнĕ Сабантуйра нумай çул республикăн агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлтан, тăрăшса ĕçленĕшĕн Алевтина Клавдиевна Андреевана Пушкăртстан Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. Çавăн пекех район администрацийĕ ăна укçан преми парса саламланă.
Рауф ХАКИМОВ.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.
Читайте нас: