Пур хыпар та
Професси çынни
7 Августӑн 2019, 14:23

Çурт-йĕр хăпартасси – пархатарлă та сумлă ĕç

Август уйăхĕн 12-мĕшĕнче çурт-йĕр хăпартас отрасльти ĕçченсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче пурăнакан Серафим Васильев çак сферăпа тачă çыхăннă. Çурт-йĕр хăпартнă çĕрте 35 çул ĕçленĕ май район центрĕнчи вуншар социаллă объектсемпе пурăнмалли çуртсем тунă чух чылай вăй хунă. Вĕсен шутне пĕлме те май çук, анчах та кашни объекта вăл паянхи кунччен астăвать.
- Колхозсем валли тĕрлĕ строительство объекчĕсем тăвакан организацинче (МСО) платник тата çурт-йĕр хывакансен бригадирĕ пулнăскер эпĕ ытларах çурт тăрри витнĕ çĕрте ĕçлеттĕм. Тĕслĕхрен, район полицин, Культура çурчĕн, прокуратура, суд, ял хуçалăх управленийĕн, редакци, выльăх-чĕрлĕх сиплемелли çуртăн тата ытти зданисен тăррисене витме тÿр килнĕ, - каласа парать 70 çулхи ветеран.
Хĕсметре тăнă чух Серафим Васильев строительство çарне лекнĕ. Çакă унăн малаллахи пурнăç йĕркине палăртнă та. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласан Çтерлĕри тимĕрпе бетонтан изделисем тăвакан завода вырнаçнă. Çакăнтах вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе, штукатур-маляр пулса ĕçлекен Клавдия Евгеньевнăпа паллашнă. Çамрăксем пĕр çемьене чăмăртаннă. Пĕрин хыççăн тепри ачасем çуралнă, анчах та пурăнмалли вырăн пулманран Казахстана куçса кайма шут тытнă. Тăватă çул иртсен тăван кĕтесне каялла таврăннă. Малтан мăшăрĕ, унтан хăй те МСОна вырнаçнă. Çултан çул строитель ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă, тăваттăмĕш разряд илнĕ. Ĕç опычĕ пуянланнă май, 6-мĕш разрядлă столяр-платник, унтан бригадир пулса тăнă. Çурт-йĕр хăпартакансен ĕçĕ йывăр пулни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Строитель профессийĕ чылай тар тăкмалли, вăй хумалли ĕç пулнине пурте ăнланаççĕ.
- Пурте кал-кал ĕçлеттĕмĕр, кашни хăйĕншĕн çеç мар, ушкăншăн та яваплăччĕ, - аса илет Серафим Григорьевич. - Ĕçе паха та çитменлĕхсемсĕр тума тăрăшаттăмăр. Çавăн пекех ĕçри хăрушсăрлăх техникине пăхăнса ĕçлессине, çамрăк специалистсене тивĕçлĕ воспитани парассине мала хунă. Хамăн ĕмĕрте нумай çамрăкпа ĕçлеме тÿр килчĕ мана.
Васильев мăшăрсем виçĕ ачана çуратса, воспитани парса вĕсене ура çине тăратнă. Пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ, тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăнă. Сергей ывăлĕ Çтерлĕ хулинче юрист пулса ĕçлет, Светланăпа Алена хĕрĕсем Толбазăра тымар янă. Шел пулин те, пилĕк çул каялла мăшăрĕ, ачасен амăшĕ, Клавдия Евгеньевна, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă.
Çурт-йĕр хăпартакансен пархатарлă ĕçĕ çĕр çинче курăмлă йĕр хăварать. Серафим Григорьевич нумай çул каялла çак профессие суйласа илнишĕн хăйне телейлĕ туять. Пурнăçне юратнă ĕçе халалланăскер Строительсен кунне ытти професси уявĕсенчен уйрăмах хисеплет. Вăрах та тухăçлă ĕçленĕшĕн вăл «РФ Йывăр индустри предприятийĕсене тăвакан министерствăн лайăх ĕçченĕ» («Лучший работник Минтяжстроя РФ»), «Социализмлă ăмăрту çĕнтерÿçи» («Победитель социалистического соревнования») ятсене тата чылай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Валерий АЛЕКСЕЕВ.
Авăркас районĕ. Автор ĕçĕ.
Читайте нас: