Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
11 Сентябрӗн 2019, 13:50

Юратнă ĕçе парăннă пушмакçă

Вăл ача чухне кам пулассине астумасть. «Тен‚ космонавт‚ - тет йăл-кулса Валентина. - Мĕншĕн тесен мана Терешкована халалласа ят панă».

Пелепей районĕнчи Этĕлти шкула вĕренсе пĕтерсен 17 çулхи Валя Павлова хĕр юлташĕсемпе Октябрьск хулинче пĕлÿ илме шут тытнă. Çак хыпара хĕр пĕр кун маларах клубра хăйĕн савнине пĕлтернĕ. Савнийĕ вара Вальăпа ташă ташлассишĕн сакăр çухрăмри Илкел ялĕнчен килсе çитнĕ.
1978-1979 çç. Валентина атă-пушмакçă специальностьне алла илнĕ. Çуллана хĕр тăван яла таврăннă. Виктор Валя таврăннине пĕлсен «ташă ташлама» час-часах вĕсен ялне çÿре пуçланă. Çу кунĕсенче вара çамрăксем пысăках мар туй та выляса илнĕ. Туй хыççăн Валентина Октябрьск хулине каялла таврăннă. Вăл атă-пушмак фабрикине ĕçлеме кĕнĕ. Фабрикăра çур çул ĕçленĕ хыççăн çамрăк арăм Пелепей хулине таврăннă: мăшăрĕпе пĕрле пурăнма пуçланă. Çамрăк специалист килĕнче алă усса ларман‚ вăл машинăсем тăвакан заводра токарь вĕренекенĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Ултă уйăхран çамрăк мăшăрăн ывăл çуралнă. Ун хыççăн çут тĕнчене хĕр килнĕ.
1985 çулта икĕ ача амăшĕ Пелепейĕнчи атă-пушмак цехне ĕçе вырнаçнă. 90-мĕш çулсенче цех панкрута тухнă. Ун вырăнне «Новинка» кооператив йĕркеленнĕ. Çĕнĕ кооператив та вăрах ĕçлемен пирки 2008 çулта Валентина уйрăм (индивидуаллă) предприяти уçнă.
Чун туртнин çулĕ тикĕс те çăмăл пулман.
- Эпĕ урăх профессие суйласа илсен те пурпĕрех атăçă пулăттăм, - тет хăйне евĕрлĕ ăшă саспа Валентина Витальевна.
Училищĕре ăна алĕç ăсталăхне кăна мар‚ профессине юратма та вĕрентнĕ. Пурнăçĕ мĕнле йĕркеленсен те вăл тĕрлĕ лару-тăрусенче хăй суйласа илнĕ профессине улăштарма тăрăшман. Юратнă ĕçĕ çеç кăмăла кайнă. Пушмакçă профессине чунтан парăннă.
- Эпĕ асăннă профессие ахальтен суйласа илмен тесе шутлатăп. Нумайăшĕ «парикмахер пулмаллаччĕ‚ Сергей Зверева пурте пĕлеççĕ, Валентина Павлова кам иккенне пĕри те пĕлмеççĕ» тесе калаççĕ, - йăл кулса калаçăва тăсрĕ хĕрарăм.
Пушмакçăн чи лайăх та куçа курăнакан енĕ - ĕçе тĕплĕ туни. Каланине тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать. Сăмахран‚ хăш-пĕр клиентсем яланхисем пулса тăнă. Вĕсем атăçă патне кÿршĕ районсенчен те килсе çÿреççĕ. Пушмакçă ĕçĕнче конкурентсем чылай. Панкрута тухнă цех ĕçченĕсенчен нумайăшĕ уйрăм предприятисем уçнă... Атă-пушмак çинчен вара Валентина нумай интереслине каласа пама пултарать. Мĕншĕн тесен вăл çак сферăра сахалтан та 40 çул ĕçлет.
Валентина Витальевнăшăн юратнă ĕçĕ пултарулăх ĕçне çаврăннă. Хĕрарăм алла атă-пушмак илсен çивĕч куçĕпе пăхса мĕн çĕнетмеллипе ÿстермеллине‚ сăрламаллипе çĕлемеллине часах курать.
- 40 çул хушшинче атă-пушмак ылмашăнман‚ - хăйĕн сăнавĕсем çинчен каласа парать ăстаçă. - Фасонĕсем çавсемех тăрса юлнă, анчах пахалăхĕ начарланнă. Мĕншĕн тесен чылай атă-пушмака дермантинтан çĕлеççĕ. 80-мĕш çулсенче «Заря» фабрика çак материалтанах çĕлетчĕ‚ анчах ăна çынсем вуншар çул тăхăннă.
Çав вăхăтри халăх юратакан атă-пушмак шутне кисточкăллă лоферсене кĕртмелле. Вăл хĕрарăмăн та‚ арçыннăн та пулнă. Ытларах вĕсем хура е хăмăр тĕслĕччĕ. Вĕсене шурă нуски çийĕнчен тăхăнса çÿретчĕç. Кĕске тата сарлака кунчаллă атăсене те юратсах тăхăнатчĕç. Сарлака кунчаллă атă ăшне шăлавара (джинсие) чикме лайăх.
Казаксен е ковбойсен атти - кукăр кĕлеллĕ. Аса илĕр-ха «Роман с камнем» фильма. Фильм вĕçĕнче Майкл Дуглас крокодил тирĕнчен çĕленĕ атта лайăх кăтартса парать. Вĕсен кунчине те шăлавар чикме ункайлă. Çакăн йышши атă-пушмак урара питĕ хитре курăнать‚ анчах вăраха чăтмасть.
Малалли хаçатăн 37№.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей хули.
Читайте нас: