Светлана Васильевна ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне Н.В. Петрована асра тытать. Наталья Васильевна питĕ ырă кăмăллă, ăслă тата ачасенчен тивĕçлипе ыйтакан учитель пулнă. Хĕр ачара учитель пулас ĕмĕте шăпах вăл вăратма пултарнă. Çак ырă кăмăллă вĕрентекен çумĕнче ачасем хăйсене хÿтлĕхре туйнă. Вăл каланине тимлĕ, куçĕсене илмесĕр итленĕ. Вĕрентекен хăй те ачасемшĕн чăн-чăн юлташ, анне пулма тăрăшнă. «Ачалăх – пурнăçри тĕп самантсенчен пĕри. Пĕчĕк чухне ачана кам аллинчен çавăтать, пĕчĕкскерĕн пуçне тата чĕрине мĕн кĕрсе юлать, çитĕнсе çитсен вăл ун пек пулать», - тенĕ А.В. Сухомлинский паллă педагог. Ку чăннипех те çапла. Светлана та учитель пулма ĕмĕтленнĕ, анчах музыка инструменчĕ ăна тата та ытларах илĕртнĕ. Çапла хĕр ача ача чухнех ашшĕнчен хут купăс, Никон пиччĕшĕнчен балалайка калама вĕреннĕ. Вăл виççĕмĕш класра чухне шкулта вĕрсе каламалли инструментсен кружокне йĕркеленĕ. Хĕр ача оркестр йышĕнче кларнетпа кĕвĕ калама пуçланă. Урал шкулĕнче тăваттăмĕш класс пĕтернĕ хыççăн Светлана Ĕпхÿ хулинчи музыка пĕлĕвĕ паракан шкул-интернатра (халĕ вăл Газиз Альмухаметов ячĕллĕ республикăри гимнази-интернат шутланать) домра класĕнче вĕренме кăмăл тунă. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçин специальноçне алла илес ĕмĕтпе Челябинскри культура институтне çул тытнă. Дипломлă çамрăк тăван ялне таврăнса вырăнти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме тытăннă. Çулталăк хушшинче вăл яваплă ертÿçĕ тата пултаруллă организатор пулни палăрнă. Çак енсене ун чухнехи шкул директорĕ Ипатий Терентьевич Антонов асăрханă та Светланăна шкула юрă урокĕсене ертсе пыма чĕннĕ. Çапла 1984 çултанпа Светлана Васильевна ачасене асамлă кĕвĕ тĕнчипе паллаштарма пуçланă. Кĕскен каласан, ача чухнехи музыкант пулас ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Тепĕр тăватă çултан вăл пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Вăхăт иртнĕçем Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар мелпе вĕренсе иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ. Çапла майпа вĕрентекен пулас ĕмĕчĕ те пурнăçланнă. 1992 çултанпа Светлана Васильевна вырăнти музыка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Ачасене домрапа, балалайкăпа, баянпа, гитарăпа калама вĕрентет. Ырă кăмăллă хĕрарăм-учитель нумай вĕренекеншĕн ырă тĕслĕх, кумир вырăнĕнчех. Хăшĕ-пĕрисем унăн çулĕпе кайса хăйсен пурнăçĕсене юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнă.
Шкул – хăйне майлă тĕнче. Кунта пĕр кун теприн евĕрлĕ мар. Пурнăç вĕресе тăрать. Пĕрмай хăвăн вăй-хăватна, пĕлĕвне ачасене пама васкамалла. Икĕ пин ытла çул каяллах Сократ çапла çырнă: «Кашни çынра – хĕвел, ăна çутатма çеç май парăр». Светлана Васильевна шăпах çак йĕркене тĕпе хурса ĕçлет. Кашни ача хăйне майлă пултаруллă иккенне шанать. Вĕрентекенре иксĕлми вăй-хăват, вăл пĕр самант та ахаль лармасть. Çивĕч ăслă, вĕренекенсен психологине лайăх ăнланакан педагог пĕрмай ачасен пултарулăхне аталантарассишĕн ĕçлет. Унăн патĕнче ăс пухакан ачасем пурне те пĕлес тесе тăрăшаççĕ, хаваспах проект тата тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ.
Светлана Васильевнăшăн учитель ĕçĕ ачасене вĕрентни çеç мар, вĕсемпе пĕрле хăй те пĕрмай вĕренни. Унăн шучĕпе, вĕрентекенĕн чи паха енĕ – тăтăшах хăйпе хăй ĕçлени. Светлана Васильевна кашни урока уява, хаваслă вăййа е ачасемшĕн усăллă та интереслĕ пĕчĕк юмаха çавăрма пултарать. Хăй ĕçĕнче вăл инновацилле технологипе, регионти компонентпа пĕлсе тата вырăнлă усă курать. Ачасемпе учитель хушшинчи хутшăнăва çĕнĕ материала çăмăл та ăнланмалла чĕлхепе ăнлантарса панипе йĕркелет. Учительпе ача пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесен çеç лайăх тухăç илме пулать. Вĕрентекен тухăçлă ĕçленине вара ачасем районти олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, регионти, Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссенче пысăк результатсем кăтартни лайăх çирĕплетет.
Светлана Васильевна «Тус-тăван» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи те. Асăннă ансамбль район чысне çулсерен Раççей шайĕнчи чăваш культура фестивалĕсенче хÿтĕлет. Çаплах вăл республика, регион, Раççей тата Тĕнче шайĕнчи фестивальсемпе конкурссен дипломанчĕ ятсене çĕнсе илнĕ. «Веселинки» ача-пăча вокал ансамбльне те ертсе пырать.
Пур енчен те пултаруллă педагог хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор шутланать. Унăн юррисене хаваспах ялсемпе районсенчи культура çурчĕсенче, республика хулисенчи сценăсем çинче шăрантараççĕ. Вĕсене вырăнти солистсемпе ансамбльсен репертуарне çеç мар, Чăваш Енрисене те кĕртнĕ. Светлана Васильевна ытларах Аркадий Русаков, Зинаида Семенова-Сурпан, Ульяна Данилова сăввисем тăрăх кĕвĕсем хывать.
Светлана Юдина тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнса вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илет. Сăмахран, 2013 çулта вăл Мелеуз хулинче Фаиль Абдракова халалласа ирттернĕ хăй тĕллен вĕреннĕ композиторсен конкурсĕнче Гран-при çĕнсе илнĕ, «Ял учителĕн ăсталăхĕ» республикăри фестиваль конкурсра автор юрри номинацире (2016 ç.) лауреат ятне тивĕçнĕ, «Ял учителĕн илемлĕх пултарулăхĕ – 2019» Пĕтĕм Раççейри конкурсра дипломант пулса тăнă.
2015 çулта «Пушкăртстан учителĕ – 2015» конкурса хутшăнса муниципаллă тапхăрта мала тухнă. 2016 çулта Федоровка район чысне республикăри «Пушкăртстан учителĕ – 2016» конкурсра хÿтĕленĕ. Пултарулăхпа фантази ку хутĕнче те хăй ĕçне кăтартса панă: «Пушкăртстанри халăхсен патриот еткерне тата культура йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси» номинацире чăваш хĕрарăмне çитекени пулман.
Светлана Васильевна – пултаруллă та хăй ĕçне чунтан парăннă педагог.
- Вĕрентекен ĕçĕ - маншăн чун туртни. Маншăн «учитель» професси мар, пурнăç тĕшши. Эпĕ учитель пулса ĕçлеместĕп, учитель пулса пурăнатăп, - тет вăл.
Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн С.В. Юдинана районти вĕрентÿ уйрăмĕн, ПР Вĕрентÿ министерствин, РФ Наука тата аслă пĕлÿ министерствин, ПР Культура министерствин, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. 2000 çулта ПР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «ПР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чысланă. 2016 çулта «ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
Кирек мĕнле ĕçе пуçланă чух та Светлана Васильевнăна çемье пулăшса пырать. Вĕсем мăшăрĕпе Дмитрий Михайловичпа икĕ ача - Сергей ывăлĕпе Ирина хĕрĕ - çитĕнтереççĕ. Сергей Белояр хулинче следователь пулса ĕçлет, Ирина 4 класра вĕренет.
Ял учителĕн педагогикăри тĕп девизĕ - «Пурнăç хĕлхемне тивĕçлĕ упрасси». Вăл ăна çапла пурнăçа кĕртет те. Кун пирки иккĕленме те кирлĕ мар. Унăн педагогика пултарулăхĕ, ырă кăмăлĕпе тараватлăхĕ ачасемпе вĕрентекенсемшĕн маяк вырăннех пултăр. Сăнарĕ - ырă тĕслĕх вырăнне. Унăн ăсĕпе чун ăшши пурне те савăнтартăр.
Ял пурăнтăр, ачасем хăйсен тымарĕсене манса ан кайччăр тесе С.В. Юдина кăçал тăван шкул алăкĕсене 36-мĕш çул уçса кĕчĕ. Паянхи ачасем – ыранхи ялăн малашлăхĕ, вĕсенче Раççей тымарĕ. Раççее ура çине тăратни, яла çĕкленипе пĕр тан. Паянхи ăслă та пултаруллă ял ачисем çакна пурнăçа кĕртме пултарĕç.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.